Пӑтӑрмахсем
![]() Канашри пушарта сиенленнӗ машина Паян ирпе Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫуннӑ. Инкек ирхи 6 сехетре пулса иртнӗ. Чӑваш Ен Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Шел те, пушар час-часах унта та кунта алхасать. Канаш хулинче, сӑмахран, ӗнер вут-ҫулӑм «Kia-Rio» ҫӑмӑл автомобиле сиенлетнӗ. 2015 ҫулта туса кӑларнӑскер Некрасов урамӗнчи 6-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. Машина кӑнтӑр кунӗнче, 12 сехет те 30 минутра, хыпса илнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомобилӗн электрооборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Домашняя газета» (чӑв. Килти хаҫат) хаҫатӑн паян вулакансем патне ҫӗнӗ номерӗ ҫитнӗ. Кашни кӑларӑмри пекех хаҫатра усӑллӑ канашсем нумай. Ку номерте эсир пӗлме пултаратӑр: • ирхи апатланни сывлӑхшӑн мӗнпе усӑллӑ; • рис шывне мӗн валли усӑ курма пулать; • мӗншӗн ыхра чылай эмелтен усӑллӑрах шутланать; • отжимани туса сывлӑха епле тӗрӗслеме май пурри пирки. Хаҫат номерӗнче тухтӑрсен усӑллӑ канашӗсем пур, америкӑри пахчаҫӑсен вӑрттӑнлӑхӗсем, тӗрлӗ рецептсем тата ытти те. Калӑпӑр, ку кӑларӑмра Францири Лион хулинче сысна урине епле пӗҫернине каласа панӑ. Риспа иҫӗмрен тунӑ эрехӗн уссине пӗлме пулать (рецепчӗ те пур). Кашни номерте тенӗ пекех «Домашняя газета» хаҫатра пӗлтерӳсен пайӗ пичетленет. Унта тӗрлӗ пулӑшу тивӗҫтернине кӑна мар тупма пулать — пысӑк пая «Паллашу кӗтесӗ» йышӑнать. |
Персона
![]() Николай Максмов. Фото авторӑн Митта Ваҫлейӗн Хунтин (Фончӗн) Канашӗ 2021 ҫулшӑн Митта Ваҫлейӗн Парнине (Премине) «Литературӑпа искусствӑри пултарулӑхшӑн» тата «Чӑваш халӑхӗн демократилле аталанӑвӗ валли тунӑ ӗҫсемшӗн» номинацисенче (пӗр харӑс) – литературӑри тата пурнӑҫри тӳрӗлӗхшӗн, чӑваш литературине пӗтерес патне илсе ҫитернӗ кунсенче чӑваш ҫыравҫин чыслӑхне ӳкме паманшӑн [упраса хӑварма пултарнӑшӑн], – пурнӑҫ тӑршшӗпех хаҫат-журналта ӗҫлесе хуть те хӑҫан та чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗ чӑн-чӑн демократилле ҫулпа пулса пытӑр тесе тӑрӑшнӑшӑн, ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ ҫулсенче яланах уҫҫӑнлӑхпа чӑнлӑха, тӗрлӗшухӑшлӑха ҫул парса пынӑшӑн, – илемлӗ хайлавӗсенче тӑван халӑхӑн хальхи тата авалхи пурнӑҫне куҫа курӑнмалла чӗррӗн те чуна витермелле тӗрӗс кӑтартма, малашлӑха шанӑҫпа пӑхма ӗненӳпе вӑй-хӑват паракан сӑнарсем ҫуратма [калӑплама] пултарнӑшӑн Николай МАКСИМОВ чӑваш ҫыравҫине тата журналиста пама тата ӑна Митта Ваҫлейӗн сӑнӗллӗ кӗмӗл паллӑпа (медальпе) чыслама йышӑннӑ. Николай Николаевич Максимов 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ, ачаллах амӑшӗсӗр юлнӑ, ҫамрӑклӑхӗ Йӗпреҫ районӗнче иртнӗ. |
Политика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем республикӑн муниципалитечӗсене икшер пуҫлӑх ертсе пынине хирӗҫ. Аса илтерер: маларах район-хулара халӑх итлевӗсем йӗркелерӗҫ. Унта «Чӑваш Республикинчи муниципалитетсен тӳрӗ суйлавӗ: «килӗшетӗп» тата «хирӗҫ» ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш председателӗ Наталия Партасова сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансен пысӑк пайӗ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйламалла тата районсемпе хула администрацийӗсенче пӗр пуҫлӑх та ҫитет тесе шухӑшлать. Халӗ администраци пуҫлӑхӗ (ӑна сити-менеджер теҫҫӗ) тата район-хула пуҫлӑхӗ (вӑл Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхӗ тата район е хулан пуҫлӑхӗ шутланать) пур. Ыйтӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗнче ҫу уйӑхӗнче сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрарӑмсем те улталаҫҫӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ ҫепӗҫлӗхпе, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлпа уйрӑлса тӑмалла пек те, анчах вӗсем хушшинче те темле ҫын та пур. Улатӑр районӗнчи йӗрке хуралҫисем 30 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ ҫынсене улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн офисӗ Улатӑрти «Стрелка» микрорайонти 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хайхискер 2019-2020 ҫулсенче пластик чӳрече лартса пама шантарнӑ. Клиентсенчен укҫа илнӗ те ӗҫне пурнӑҫламан. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 20 ҫынна улталанӑ. Шар курнисенчен пӗр пайӗ йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтман та. Хӗрарӑм-усламҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынсене 350 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшланӑ. Шар курнисем татах пулсан 8(83531)20-2-02 телефон номерӗпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «ЭКА» юхӑм «Йывӑҫ ларт» акцие хастар хутшӑнакансене укҫан хавхалантарасшӑн. Халӗ юхӑм ҫуркунне йывӑҫ лартма килӗшекен нимеҫӗсен конкурсене ирттерессине пӗлтернӗ. Йывӑҫ-тӗме пушара пула ҫаралса юлнӑ вӑрмансенче лартмалла. Чи хастаррисене хавхалантарма «ЭКА» юхӑм 200 пин тенкӗ преми фончӗ пӑхса хӑварнӑ. Конкурса ҫул ҫитнӗ кирек епле ҫын та хутшӑнайӗ. Йывӑҫа вӗсен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен лартмалла. Хастаррисен тӑрӑшӑвне тӳресем ҫӗртме уйӑхн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Вӗсем ултӑ ҫӗнтерӳҫе 20 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран премипе савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Мартӑн 19-мӗшӗнче 72 ҫула кайса пиртен Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ журналист, поэт, прозаик Анатолий Григорьевич Дмитриев (Анатоли Ырьят) шалкӑм ҫапнине пула ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче 1949 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Элшел шкулӗнчен вӑтам пӗлӳ илсе тухнӑ. Вунӑ ҫул шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1996 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. 1990 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулччен Чӗмпӗрти «Канаш» ятлӑ чӑваш хаҫатӗнче вӑй хунӑ, тӗрлӗ должность йышӑннӑ, редактор ҫумӗ те пулнӑ. РФ Журналистсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн членӗ. Алексей Талвир тата Валентин Урташ ячӗллӗ литература премисен лауреачӗ. Сакӑр кӗнеке авторӗ, ҫав шутра роман та пур. Анатолий Григорьевичӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫне РФ культура министерствин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикин пичет тата информаци политикин министерствин, Ульяновск область администрацийӗн Хисеп хучӗсене парса чысланӑ. Ӗҫтешӗмӗре тӑван ялӗн масарне пытарнӑ. Пултаруллӑ, ырӑ та сӑпайлӑ ӗҫтешӗмӗрӗн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗресенче упранӗ. |
Сывлӑх
![]() Владимир Степанов министр Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Ларура ведомствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. «Ковида пула пӗлтӗр эпир 877 ҫынна ҫухатрӑмӑр. Вӗсенчен ытларахӑшӗ тӗрлӗ чир-чӗрпе чирлекенсем пулнӑ. Вилнисенчен ун пеккисем — 90 процент таран. Ҫав шутра аслӑ ҫулхисем — 80 процент ытла», – тенӗ сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов. Ҫав вӑхӑтрах онкологи чирӗсенчен вилекенсен йышӗ чакнӑ. Тухтӑрсем ҫитменни пирки те каланӑ. Пирӗн республикӑра педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, анестезиологсем тата хирургсем ҫитмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем 58 ҫулти арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑйпитти этем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗп пек ҫӗтнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен арҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланӑ. Тӗпчевҫӗсем тӗшмӗртни сая кайман темелле. Арҫынпа пӗрле ӗҫленӗ 58 ҫулти хуралҫа кӗҫех тытса чарнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине вӗсем иккӗшӗ пӗрле каҫхи хуралта тӑнӑ. Арҫынсем тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан коммерци фирминче тӑрӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, икӗ хуралҫӑ хирӗҫсе кайнӑ та пӗри теприне тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗлермеллех хӗнесе тӑкнӑ. Тӗпчев малалла пыать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() ronsslav.com сайтри сӑн Республикӑра пӗлтӗр ҫын вилесси24 процент ӳснӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку пандемипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнисен 90 проценчӗн вӑраха кайнӑ чирсем пулнӑ. Вӗсен 80 проценчӗ – ватӑ ҫынсем. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ. Вӑл пӗлтӗр кӑшӑлвирусран 877 ҫын вилнине пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, ҫын вилеслӗхӗ 24,2 процент ӳснӗ. Ытларах ҫынсем юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫак сӑлтава пула вилеслӗх 18,5 процент ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑра усал шыҫӑран вилекенсен шучӗ чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |