Спорт
![]() Чӑваш Енри 8 спортсмен Токиора иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Аса илтерер: ӑмӑрту пӗлтӗр ҫулла иртмеллеччӗ, анчах кӑшӑлвируса пула ӑна 2021 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Раҫҫей Олимп комитечӗ Олимп вӑййисене хутшӑнма пултаракан кандидатсен списокне хатӗрленӗ. Унта -1125 ҫын. Вӗсенчен 8-шӗ – Чӑваш Ен спортсменӗсем. Списока Татьяна Архипова, Алина Прокопьева, Анжелика Сидорова, Кирилл Фролов, Вероника Чумикова тата Евгения Захарченко, Владислав Поляшов тата Елена Герасимова кӗнӗ. Кандидатсем 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа уйӑхсерен 30 тата 15 пин тенкӗ стипенди илсе тӑраҫҫӗ. Унта – 24 ҫын. Ҫитес вӑхӑтра списока ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци тунӑ сӑн Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче чӗрчунсемпе кайӑксен маршуртне тӗрӗсленӗ. Юр ҫинчи йӗрсене кура вӗсен шутне палӑртнӑ. Етӗрне районӗнчи А.П.Айдак ячӗллӗ этноҫутҫанталӑк паркӗнче ултӑ пӑлан ами (выр. благородный олень) пурӑнать. Пӗлтӗр чӳк-раштав уйӑхӗсенче вӗсемпе пӗрле аҫи те пулнӑ. Анчах хальхинче вӑл шута лекмен. Палӑртмалла: кунашкал пӑлансен популяцийӗ 2018 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗсенче кунашкал пӑлансене 30 ҫул каялла, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти шкула тума пуҫланӑ «Союзстройинвест» компани тӳре-шара шанчӑкӗнчен тухнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра хыпарланӑ постран тавҫӑрма пулать. Стройорганизацие шанчӑксӑр поставщиксен реестне кӗртме пултараҫҫӗ. Аса илтерер: шкула 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ. Малтанхи подряд организацийӗ ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламаннине кура урӑххине шыраҫҫӗ. Конкурса хула администрацийӗнче ака уйӑхӗнче вӑҫлеме шантараҫҫӗ. Сӑмах май, маларах асӑннӑ организациех хӑй вӑхӑтӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ача пахчине тума пуҫланӑ. Ӗҫ графикне пӑхӑнманран килӗшӗве унпа 2019 ҫулта татнӑ. Кӑҫал пирӗн республикӑри пилӗк ҫӗрте шкул тума пуҫлӗҫ. Ӗмӗтре – Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Кӳкеҫи вӗренӳ учрежденийӗсем. Тата тепӗр темиҫе шкул тӑвассипе проект хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() drive2.ru сайтри сӑн Паян термометр 0 градусран ытларах, ӑшӑрах, кӑтартать. Пуш уйӑхӗн пуҫланнӑранпа кун пекки пулман-ха. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫил те вӑйлӑ пулӗ. Юнкун ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ. Пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче те 3-4 градус ҫеҫ сивӗтӗ. Ҫӗр ҫинче вара 5 градус таран ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ. Ҫав кунран пуҫласа эрне вӗҫӗчченех сывлӑш температури 0 градусран пӗчӗкрех пулӗ. Эрнекун кӑшт юр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче каллех сивӗтсе илӗ – 10-15 градус сивӗ пулӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() agro-ukraine.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма пӑхнӑ. Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем патне 57-ри хӗрарӑм ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланине, ун ячӗпе такам кредит илнине пӗлтернине, кивҫене тавӑрса пама ыйтнине хыпарланӑ. Усал хыпара илтсен хӗрарӑм ҫухалса кайнӑ, палламан ҫын каланине итлесе мӗнпур кодпа пароле пӗлтернӗ. 400 пин ытла тенке куҫарса пама тӑрсан банкомат кансӗрленӗ, хӗрарӑм карттипе малашнехи операцие тума чарнӑ. Ҫавна пӗлсен ултавҫӑ ҫухалнӑ, тек шӑнкӑравламан. Муркаш районӗнче 40-ри арҫын така сутас тенӗ. «Туянакан» та тупӑннӑ. Укҫан пӗр пайне куҫарса пама банк карттин номерне ыйтнӑ. Кайран банкомата кайма ыйтнӑ. Анчах ҫав ӑслӑ хатӗр картӑна ҫӑтса янӑ. В этот же день в ОМВД России по Моргаушскому району позвонил 40-летний сельчанин, подавший объявление о продаже барана. Позвонивший ему покупатель попросил продиктовать номер банковской карты для предоплаты. После этого злоумышленник предложил провести операцию по получению денег через банкомат, якобы для того, чтобы получить чек. Также как и в первом случае, карта была заблокирована банкоматом, а злоумышленник прервал разговор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ok.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чтуай районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫынна кӗҫех суд тӑвӗҫ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ачана хур кӑтартнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштав варринчен пуҫласа пӗлтӗрхи юпан 26-мӗшӗччен вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн ачине хӗненӗ. Ача вӑл хур кӑтартма пуҫланӑ самантра 11 ҫулта пулнӑ. Мӗн хистенӗ-ха ӑна ун ҫине алӑ ҫӗклеме? Ача уншӑн «йывӑр тиев» пулнӑ-мӗн. Ӑна пӑхма укҫа кирлӗ-ҫке. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Хӗрлӗ Чутай районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ. Вӑл куншӑн тӗрмене 7 ҫуллӑха ларма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри специалистсем «Архитекторы.рф» программӑпа тӳлевсӗр вӗренӗҫ. Финалистсен йышне 100 ҫын лекнӗ. Тӳлевсӗр вӗренмелли программӑна ДОМ.РФ йӗркеленӗ. Ӑна пурнӑҫлама Раҫҫей Строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви тата «Стрелка» институт пулӑшаҫҫӗ. Архитекторсен, проектировщиксен, хула тӑвакансен, патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен пӗлӗвне ӳстерес тӗлевпе йӗркеленӗ вӗрентӗве пилӗк пайран йӗркелӗҫ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ офлайн, пӗри онлайн иртӗ. Тӳлевсӗр вӗренмелли программӑна Чӑваш Енри икӗ специалиста суйласа илнӗ. Вӗсем – Этнер Егоров тата Надежда Шмелёва. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫитнине халалласа Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эпӗ чӑваш ачи» заняти пуҫарнӑ. Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри ашшӗ-амӑшӗпе учительсен «Аталану» ассоциацийӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса чӑваш чӗлхине, наци культурине тата историне тарӑнрах вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхене, культура эткерлӗхне, иртнине упраса хӑварсан халӑх малашлӑхӗ пулӗ. «Ачасене тӑван йӑла-йӗркене, чӗлхене юратма вӗрентсе ӳстерсен халӑх ӗмӗр пурӑнӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ пултарулӑх пӗрлешӗвне йӗркеленӗ хастарсем. Кружока шкул ҫулне ҫитменнисене тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ. Заняти шӑманткунсерен, 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен, пырӗ. Ӑна Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литаратурин учителӗ Татьяна Леонтьева тата Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин радиовещанин аслӑ редакторӗ Валентина Белова ертсе пыраҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 23-02-17, хушма номер – 138. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канашра туса кӑларакан холодильниксене ют ҫӗршыва ӑсатасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енри Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗн ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Республика пайташӗсем Канашра пулнӑ, унти предприятисемпе паллашнӑ. Григорий Данилов хыпарланӑ тӑрӑх, вӗсем промышленность валли холодильниксем туса кӑларакан «АРКТО» ӗҫӗ-хӗлне курса хакланӑ. Асӑннӑ производствӑна кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑ тапхӑрта йӗркелесе янӑ. Григорий Данилов палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Тӑрӑшнине кура пулӑшма хатӗр. Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ предприятипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Центр канашсене продукцие чикӗ леш енне ӑсатмӗ пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енри икӗ спорстмен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ. Вӗсенчен пӗри – Владислав Поляшов гимнаст. Раҫҫейӗн спорт гимнастики енӗпе иртекен чемпионатӗнче мӑшӑр кашта ҫинче хусканусем туса вӑл ылтӑн ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Пенза хулинче иртнӗ. Чӑваш Енри спортсмен маларах Федерацин Атӑлҫи округӗнчи тупӑшура нумай енлӗ ӑмӑтура кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ. Сергей Козырёв ирӗклӗ мелпе кӗрешсе Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл 125 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. Спорт тупӑшӑвӗ Улан-Удэре иртнӗ. Сергей Козырёва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ. Республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл – историлле ҫитӗнӳ. Спортӑн ку енӗпе пирӗн республика спортсменӗсем юлашки хут 1984 ҫулта ҫӗнтернӗ. Ун чухне Иван Григорьев палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |