Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Екатеринбургри Б.Н.Ельцин Президент центрӗнче «Эткер» регионти пӗрремӗш интерактивлӑ форум иртнӗ. Унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл 5 патшалӑхпа ҫӗршывӑн 11 регионӗнче пурӑнакансене хӑй патне илӗртнӗ. Форума Свердловскри чӑвашсен культура центр йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ирттерни Свердловск тӑрӑхенче пурӑнакан йӑташӑмӑрсен культруине упраса хӑварассипе тата аталантарссипе ҫыхӑннӑ. Форума ирттерме тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗсем тата культура учрежденийӗсем кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирӑпа юмор каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ, «Капкӑн» сатира журналне никӗслекенӗ Иван Мучи ҫуралнӑранпа 125 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе (ертӳҫи — Лидия Филиппова) пӗрле йӗркелеме палӑртнӑ. Литература каҫне ҫыравҫӑсем, чӑваш эстрада артисчӗсем, «Капкӑн» журналӑн редакторӗнче тата пичет кӑларӑмӗнче ӗҫленисем пухӑнӗҫ. Иван Мучи Шупашкар районӗнчи Тойтирекре 1895 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти вӗрентекенсен семинарӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӑл актер, тӗпчевҫӗ, литература тата театр критикӗ пулнӑ. Истори тата сатира прозин ӑсти тӗрлӗ жанрпа ӗҫленӗ май калавсем, фельетонсем, халапсем, шӳтсем, памфлетсем, юмахсем, репортажсем, очерксем ҫырнӑ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Кулӑшла калавсем», «Катка хыҫӗнчи этем», «Суйласа илнисем», «Хӗрлӗ кулӑш» т.ыт.те. Антон Чехов хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи Литература каҫӗ 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ирина Оленкина. Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 80 ҫул тултарать. Ҫавна май юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре Парнесен кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерӗҫ. Парнесен кунӗ пирки ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 /8352/ 62-21-43. Музей директорӗ Ирина Оленкина ҫыравҫӑсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле экспоната та хапӑлласа йышӑнассине пӗлтерет. Вӗсем ҫитес ӑрушӑн та хаклӑ. Ирина Вячеславовна ҫак йӗркесен авторне каланӑ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэчӗн Стихван Шавлин хӗрӗ Ольга Степановна ашшӗн пичетлемелли машинине музея парнелес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() os-taxi.ru сайтри сӑн Юпан 2-мӗшӗнче республикӑра чи лайӑх таксиста суйлама тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ «Раҫҫейри чи лайӑх такси водителӗ» конкурса хутшӑнӗ. Ӑна РФ Транспорт министерстви, Таксие аталантаракан общество канашӗ тата Патшалӑх Думи ирттереҫҫӗ. Конкурса харпӑр усламҫӑсем е такспарксен ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен Раҫҫей гржданстви, «В» категорири водитель прави пулмалла. Кунсӑр пуҫне виҫӗ ҫул аварие лекменнине, кӑҫал штраф пулманнине шута илеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи конкурс Сочире иртӗ. Республика ҫӗнтерӳҫи унта Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Конкурса хутшӑнакансем Сочире конкурс йӗркелӳҫин шучӗпе пурӑнӗҫ. Палӑртмалла: тестсемсӗр пуҫне пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ. Таксистсен хӑйсен регионӗ пирки хӑйне евӗр каласа кӑтартма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "Подслушано в Марпосад" пабликран Астӑватӑр пулӗ: кӑҫал утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Спиртсавут» ҫывӑхӗнче 15 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑччӗ. Шел те, вӑл ун чухнех вилнӗ. Авари ҫапла пулса иртнӗ: «Солярис» машина пулӗ умӗнче ӳсӗр водитель ларнӑ. Вӑл ҫулӑн тепӗр енне тухса кайса хӗрача ҫине кӗрсе кайнӑ. 27 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Куншӑн ӑна тӗрмене 5-12 ҫуллӑха хупма пултараҫҫӗ. Авари пулнӑ вырӑнта 9-мӗш класра вӗреннӗ хӗрачан сӑнӳкерчӗкӗпе баннер вырнаҫтарнӑ. Унта «Газ ан пус, пире пурне те килте кӗтеҫҫӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫакна ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗпе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-news.net сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Самар хулинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Унта «Волжские театральные сезоны» (чӑв. Атӑлҫи театр тапхӑрӗсем) пӗтӗм ҫӗршыври V фестиваль уҫӑлӗ. Мероприятие театрӑн балет труппи А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» (чӑв. Аттилла. Халап ҫурални) балетпа тухса кайӗ. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш сцени ҫинче Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивалӗ иртӗ. Тӗнче хореографийӗн шедеврӗсемпе («Дон Кихот», «Баядерка», «Корсар», гала-концерт) пӗрлех «Хуркайӑк ҫулӗ» балет премьерине кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Инкеклӗ лару-тару патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шутланӑ тарӑх, вӑл ресублика хыснине 41 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл 20 районпа хулана админитративлӑ ҫыру янӑ, унта организацирен турникетсем туянма ыйтнӑ. Каярахпа тӗп бухгалтер хатӗрленӗ аукцион документацине ҫирӗплетнӗ. Ҫак документацире пурнӑҫлама май ҫук условисем пулнӑ, ҫавна май чи пысӑк хака пӗчӗклетме, ытти поставщиксен конкурса хутшӑнма майсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() servek.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа уйӑхсерен укҫа парса тӑма йышӑннӑ. Хушӑва вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. 2020-2021 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫа илсе тӑма тивӗҫнисем ҫаксем: Канашри транспортпа энергетика техникумӗнчи Александр Гурьянов тата Анастасия Константинова, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнчи Василий Иванов, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнчи Эльвира Ильина тата Софья Клинцева, Канашри педагогика колледжӗнчи Яна Карпова, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗнчи Дмитрий Матвеев, Шупашкарти экономика технологий колледжӗнчи Ольга Пантелеймонова, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчи Снежана Тарасова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхен 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре халӑха асӑрхаттармалли тытӑм епле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Яваплӑ службӑсем ун пеккине тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Урамсенче вырнаҫтарнӑ сиренсемпе громкоговорительсем граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни ҫинчен юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче систерӗҫ. Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Внимание всем!» (чӑв. Пурин те тимлӗ пулмалла) асӑрхаттару ҫав кун икӗ хутчен: 10 тата 10 сехет те 30 минутра янӑрӗ. Сасса илтсен пӑлханма кирлӗ мар. Вӑл — тӗрӗслев кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ulyanovsk.express сайтри сӑн Кӑҫал ҫулла Ҫӗнӗ Шупашкарти полицие икӗ ҫын пынӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӑва ҫинче вӗсен тӑванӗсен вилтӑприсем ҫинчен картасем ҫухалнӑ. Ҫак ӗҫе кам тума пултарнине часах палӑртнӑ, Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ҫакскер Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркаш районӗнче те ҫак ӗҫпех аппаланса ҫӳренине палӑртнӑ. Вӑл унччен те судра явап тытнӑ-мӗн. Арҫын вӑрланӑ тепер виҫӗ тӗслӗхре те хӑй айӑплине йышӑннӑ. Хальхинче те 46 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӑл ытти ҫакнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.