Спорт
![]() Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре черетлӗ хутчен Сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Халӑха спортпа тата сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарас тӗллевпе йӗркелекен ҫак куна 2014 ҫултанпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Сывлӑхпа спорт кунӗнче республикӑн тата муниципалитетсен харпӑрлӑхӗсенчи спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Вӗсенчи бассейнсемпе, тренажер тата фитнес залӗсемпеусӑ курма юрать. Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ вӑхӑт тӗлне лекес тесен спорт учрежденийӗсене шӑнкӑравласа ыйтмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗрле ача килтен тухса кайнӑ. Вӑл урам тӑрӑх пӗчченех утнӑ. Ачана иртен-ҫӳрен ҫын асӑрханӑ та полици чӗннӗ. Ача урампа утнине ҫур ҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. 7-ри ача лавккана тухнӑ ашшӗ-амӑшне шырама тухнӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтра ачана ашшӗ-амӑшӗ те шыранӑ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем килтен ҫур сехетлӗхе тухнӑ. Каялла таврӑннӑ – ача ҫук. Ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттармашкӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ку ҫемье полици куҫӗ тӗлне пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 7-мӗш ача пахчи «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» 2020 ҫулхи конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра ӑмӑртӗ. Асӑннӑ ача пахчи инклюзив вӗрентӗвне пурнӑҫа кӗртнипе палӑрса тӑрать. Шупашкар хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, вӗрентӳ учрежденийӗн аталанӑвӗ педагогика коллективӗн квалификацийӗпе унӑн професси шайӗнчен нумай килет. Шупашкарти ача сачӗсем ҫӗршыв шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, вӗсенче ҫӗнтерсе федераци укҫи-тенкине тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forpost-sz.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче 28 ҫулти арҫын, Турхан ялӗнче пурӑнаканскер, Йӳҫпан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне кӳреннӗ те клуба чӗртсе янӑ. Ҫак арҫын ялти ӗҫлемен клубӑн чӳречине ҫӗмӗрнӗ те ҫунакан шӗвеке шала пенӗ. Хайхискер мӗн хӑтланнине ӑнланнӑ пулмалла – хӑйех пушарнӑйсене чӗннӗ. Клубӑн кадастр хакӗ 1,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫурт ҫунса кайса ӗлкӗреймен, пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ. Арҫынна вара суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем республикӑри наркӑмӑшланнӑ 12 ачана пулӑшу кӳнӗ. Шупашкар районӗнче 2 уйӑхри ачана ашшӗ-амӑшӗ асӑрхамасӑр лимон йӳҫекӗн шывне ӗҫтернӗ. Ӑна аслисем чейнике тасатма хатӗрленӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑраса ӳкнӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Елчӗкре 5 ҫулти ача дезинфекцилемелли шӗвек ӗҫсе ҫӑварне пӗҫертсе янӑ. Асламӑшӗ ӑна хӑйех пульницӑна илсе ҫитернӗ, унтан ӑна Шупашкара илсе кайнӑ. Улатӑрти 9-ти арҫын ача тата Куславкка районӗнчи 1 ҫулти хӗрача ҫиме юраман ҫырласемпе наркӑмӑшланнӑ. Шупашкарта 4-ри ача витамин ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑвашсен паллӑ чӗлхеҫи тата этнографӗ, 17 томлӑ словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 150 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май Раҫҫей почти ятарлӑ конверт кӑларассине пӗлтерет. Конверта 250 пин экземпляр тиражпа пичетлӗҫ. Ӑна Раҫҫей почтин кирек хӑш уйрӑмӗнче туянма май килӗ. Юбилей кунӗ тӗлне хатӗрленӗ конверт юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухӗ. Конверт ҫинче — Виталий Петровӑн (Праски Виттин) «Н.И.Ашмарин – академик-чӗлхеҫӗ» картини. Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче Николай Ашмарина халалласа уҫакан курав вӑхӑтӗнче конверта сутлӑха кӑларнине пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ композитор, педагог, Раҫҫей композиторсен союзӗн пайташӗ Лолита Чекушкина 55 ҫул тултарать. Лолита Чекушкина 2011 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. 2012-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх парнин лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2001, 2008, 2009, 2010, 2013 ҫулсенче вӑл республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн лауреачӗ ята тивӗҫнӗ. Пулас композитор 1984 ҫулта Шупашкарти музыка училищинче тата Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Вырӑс драма театрӗнче музыка пайӗн заведующийӗнче, Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра композици преподавателӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ. Симфони оркестрӗ, камера оркестрӗ валли хайлавсем, ача-пӑча фортепьяно пьесисем ҫырнӑ, спектакльсем валли музыка хайлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. «Паттӑр юмахӗсем» ятлӑ кӑларӑм «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа кун ҫути курнӑ. Кӗнекене чӑваш юмахӗсене классификацилесе кӗртнӗ. Унта вӗсене унта ӑнлантарса пани те пур. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн архивӗнче упранакан ал ҫырусенчен хатӗрленӗ материалсем кӗнӗ. Кӑларӑмра оригинал текстпа пӗрлех вырӑсла куҫарнисем те пур. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ. Текстсене Надежда Ильина пухса хатӗрленӗ тата вырӑсла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти аэропорт самолетсене пирӗн патран халиччен вӗҫмен хуласене ҫӳретме тытӑнасшӑн. Кун пирки аэровокзалӑн пресс-служби пӗлтернӗ. Шухӑшланӑ пек пулса пырсан Чӑваш Ен тӗп хулинчен самолетсем Екатеринбурга, Минеральные Воды и Ҫӗнӗ Уренгой хулисене 2021 кӑрлач уйӑхӗнче вӗҫме тытӑнӗҫ. Аэропортӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ авиамаршрутсем уҫас ыйтӑва республика правительствипе, тата, паллах, авиакомпанисемпе сӳтсе явнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «ИрАэро» тата «Руслайн» асӑннӑ хуласене самолетсене Шупашкартан ҫӳретме хирӗҫ мар. Анчах тӑкаксене хыснаран субсидилесен. Кунта сӑмах регионсем хушшинчи авиарейссене субсидилессипе ҫыхӑннӑ федераци программи ҫинчен пырать. Унта лекме тӑрӑшмалла, лексен вара федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрасса ҫеҫ кӗтсе лармалла мар, регионтан та субсидилемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Улатӑр – Шӑмӑршӑ – Алтышево» ҫулӑн 30-мӗш ҫухрӑмӗнче «Лада Гранта» малта пыракан трактор прицепӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Прицеп ҫинче вара пӗренесем пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари 19 сехет те 35 минутра пулнӑ. «Лада Гранта» рулӗ умӗнче 64 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл урӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унпа салонра 74 ҫулти пассажирка пулнӑ. Прицеп ҫине пырса тӑрӑнсан пӗрене салона шӑтарса кӗнӗ. Аварире 74-ри хӗрарӑм аманнӑ. Шел те, вӑл пульницӑра суранӗсене пула вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ дистанцие пӑхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.