Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Вӑрӑран юлать, пушар вара нимӗн те хӑвармасть. Канмалли кунсенче ҫынсем мунча хыпса илнипе нумай шар кураҫҫӗ. Ҫакӑн пикри Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ асӑрхаттарать. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем тӑтӑшах ҫунаҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче Шупашкарти Калинин районӗнчи Айзман урамӗнчи ҫуртра пушар алхасма тытӑннӑ. Специалистсем мунча кӑмаки юсавсӑр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче вырсарникун йывӑҫ мунча кӗлленнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫав кун пӗрисен мунчи ҫуннӑ.

 

Спорт
Алина Иванова - варринче
Алина Иванова - варринче

Чӑваш Ен Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пӗр вӑхӑтра федерацие Валерий Иванов ертсе пынӑ. Хальхи отчетпа суйлав пухӑвӗнче ҫитес пилӗк ҫула ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Федераци председателӗ пулма Шупашкарти 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫлеткен Елена Ивановӑна шаннӑ. Вӑл — Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисене икӗ хутчен хутшӑннӑ, тӗнче тата Европӑри марафон чупӑвӗнче чемпионка ята тивӗҫнӗ.

Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ ҫумӗнче кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ попечительсен канашне йӗркеленӗ. Алина Иванова ача-пӑчан ҫӑмӑл атлетикине чӗртсе тӑратас ӗмӗтлине пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан каччӑ ҫармӑс хӗрне хӗненӗ. Уншӑн ӑна тӗрмене хупса хурӗҫ.

Каччӑ кӳршӗ регионта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрпе туслӑ пулнӑ. Туслӑ кӑна та мар, лешӗ унран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Каччӑ ӗҫсе лартнӑ хыҫҫӑн савнийӗпе ялан харкашнӑ. Ун ҫине алӑ та час-часах ҫӗкленӗ. Хӗре каччӑ хӑйӗн килӗнче те, амӑшӗ патӗнче хӗненӗ.

Пӗрмай патак ҫитерсе пурӑнакан каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗнтӗ суд та пулнӑ. Ҫамрӑка пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫулталӑк ҫурӑлӑха ӑсатмай йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫул ҫӳрекенсемшӗн пӗлтерӗшлӗ тепӗр йышӑну тунӑ. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Михаил Мишустин Раҫҫее Беларуҫ, Казахстан, Кӑркӑстан тата Кӑнтӑр Корея ҫыннисене килме ирӗк панӑ.

РФ Правительствин йышӑнӑвне алӑ пусни асӑннӑ ҫӗршывсене паянтан самолетсем вӗҫме тытӑннипе ҫыхӑннӑ. Кӑнтӑр Корейӑна сывлӑшри транспорт каярах, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӳреме пуҫлӗ.

«Российская газета» РФ Правительствин йышӑнӑвне тӗпе хурса хыпарланӑ тӑрӑх, самолетсем эпир маларах асӑннӑ ҫӗршывсен тӗп хулисене: Минска, Нур-Султана, Бишкека тата Сеула — эрнере пӗрер рейс тӑвӗҫ.

 

Сывлӑх
bashinform.ru сайтран илнӗ сӑн
bashinform.ru сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне 8327 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7059-шӗ сывалнӑ. Шел те, 85-шӗн пурнӑҫӗ ҫак вируса пула татӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 26 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пӗр кунра 12 ҫын сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑшӑлвируспа чирленисен 85 проценчӗ сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте 1183 ҫын сипленет. Аса илтерер: Чӑваш Енре кинотеатрсене, музейсене, ача пахчисене ӗҫлеме ирӗк панӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче тӑватӑ хӗрарӑм вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Юрать-ха, вӗсем ҫӑлав службине шӑнкӑравлама пултарнӑ. Унтан вара вырӑнти администрацие шӑнкӑравланӑ.

Ишлӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Юркина каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем патне кӑнтӑрла хыҫҫӑн шӑнкӑрав килнӗ. Тӑватӑ хӗрарӑм ҫухалса кайна иккен. Пуҫлӑх хӗрӗпе пӗрле тӳрех шырама кайнӑ, хӗрарӑмсене ҫав вырӑнтах юлма ыйтнӑ, вӗсем патне телефонпа шӑнкӑравласах тӑнӑ.

Кӗҫех полицейскисем те шырава хутшӑннӑ. Кӑмпана кайнӑ хӗрарӑмсене тӗттӗмлениччен шыраса тупма май килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66858
 

Ҫул-йӗр

Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакансем Канаша автобус ҫӳременнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырса янӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Алексеевич патне вӗсем унччен те шӑрҫаланӑ. «Икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ. Маршрут уҫӑлмарӗ», – пӑшӑрханаҫҫӗ ҫӗнӗ выҫлисем.

Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ял ҫыннисен Канаша такси е уйрӑм ҫынсен машинисене тытса кайса килме тивет.

Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, «Канаш–Ҫӗнӗ Выҫли» маршрутпа пассажирсене турттаракана палӑртма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви конкурс ирттернӗ, анчах унта хутшӑнакан тупӑнман. Юпа уйӑхӗнче конкурса ҫӗнӗрен йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CFNFpMJgxM2/
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем видеокамера объективне лекнӗ хӗрлӗ курткӑллӑ арҫынна телефон вӑрламан-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 10 сехет те 30 минут хушшинче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра «ГАЗель» автомашина Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче ларнӑ. Унпа илсе килнӗ тавара водительпе унӑн ӗҫтешӗ пушатнӑ. Карас телефонӗ кабинӑра выртнӑ. Машинӑна пушатса пӗтерсен телефон хуҫи ҫыхӑну хатӗрӗ ҫуккине асӑрханӑ. Япала ҫухални ҫинчен вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ.

Пакунлисем видеокамера объективӗ ҫине лекнӗ арҫынна шанмаҫҫӗ. Вӑл хӗрлӗ курткӑпа пулнӑ. Ӑна палласа илнисене 73-80-02 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана такам вӑрлама пуҫланӑ имӗш.

Палламан арҫын укҫана «ҫӑлмалли» меслет пӗлтернӗ. Хӗрарӑм вӑл каланине пурнӑҫласа пынӑ. Анчах ку укҫана ҫӑлма пулӑшман, пачах тепӗр май – хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 800 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.

Шар курнӑскер кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66833
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ялӗнче ҫурт ҫуннӑ. Ку кӑна мар, ҫунма тытӑнсан унта темӗн сирпӗннӗ.

Иртен-ҫӳрен ҫав кун 18 сехет те 50 минутра пӗр пӳрт ҫунма пуҫланине асӑрханӑ. Вӗсем пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ, лешсем хӑвӑртах ҫитнӗ.

Ҫулӑм ҫурт ҫинчен хуралтӑсем ҫине те куҫнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче пӳртре темӗн сирпӗннӗ, унтан ҫурт ишӗлсе аннӑ.

Юрать, ҫав вӑхӑтра хуҫисем килте пулман, вӗсем ӗҫе кайнӑ. Пушарта ҫынсем шар курман. Ҫуртан вара нимӗн те юлман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66841
 

Страницӑсем: 1 ... 1360, 1361, 1362, 1363, 1364, 1365, 1366, 1367, 1368, 1369, [1370], 1371, 1372, 1373, 1374, 1375, 1376, 1377, 1378, 1379, 1380, ... 3874
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 17

1910
115
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
75
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
64
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
51
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...