Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче 57 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ку преступленине кӳрши тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ. Хайхискерсем темиҫе ҫул вӑрҫӑнса пурӑннӑ-мӗн. Ҫак арҫын хӑйӗн пахчи патне машинӑпа пырайман, мӗншӗн тесен кӳрши ӑна хупласа лартнӑ. Ҫав кун вӗсем каллех хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та кӳршине темиҫе хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Кӑна вара следовательсем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Старикова 65 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Хусанти патшалӑх культура институтӗнчи библиотека факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл мӗн паян кунччен вулавӑшра ӗҫлесе пурӑннӑ. Шупашкарти 4-мӗш вӑтам шкулта, Тӗп ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче, «Промтрактор» акционерсен обществин ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче тӑрӑшнӑ. 1997 ҫултанпа Светлана Старикова Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: патентпа техника пайӗнче аслӑ библиограф, марктингпа инноваци пайӗн заведующийӗ, директорӑн ҫумӗ, вулавӑш директорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енпе Никарагуа пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Никарагуан Раҫҫейри тулли праваллӑ пайташӗпе Альба Асусена Торреспа тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва республикӑн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов, культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫен министрӗн тивӗне пурнӑҫлакан Светлана Каликова хутшӑннӑ. Енсем тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Альба Асусена Торрес чӑваш ҫӗрне чӗннӗшӗн тав тунӑ. «Кунта килни маншӑн пысӑк чыс. Никарагуа правительствипе халӑхӗнчен пысӑк салам. Хӑйӗн поэчӗсемпе, космонавчӗсемпе, ытти мухтавлӑ ҫыннисемпе паллӑ тӑрӑха чӗннӗшӗн пысӑк тав», — тенӗ республикӑна виҫӗ кунлӑха килнӗ хӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсен Чӑваш Енри шкулӗн хӗрӗсем ҫак канмалли кунсенче Хусанта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен тӑватӑ медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту Хусанти «Ак Барс» кӗрешӳ керменӗнче иртнӗ. Пирӗн хӗрсем унта пӗр ылтӑн, пӗр кӗмӗл тата икӗ бронза медальпе таврӑннӑ. Чӑваш Ен Спорт министерствине пӗлтернӗ тӑрӑх, 57 килограмчченхи виҫере Вероника Чумикова бруят хӗрне Ирина Ологоновӑна ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа ентешӗмӗр Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Мария Кузнецова 65 килограмчченхи виҫере кӗмӗл призер пулса тӑнӑ. Пъедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине Раҫҫей спорт мастерӗ Евгений Захарченко тата ҫӗршывӑн спорт мастерӗ Анастасия Яковлева хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫлекен Владимир Синдеев чӑвашла ят йышӑннӑ. Кун пирки республикӑри паллӑ тележурналист, драматург, поэт, сценарист Марина Карягина Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Хампа хавхаланса ӗҫлекен Владимир Синдеев оператора ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатӑп! Паянтан унӑн ҫӗнӗ ят: Алмас. Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ, манпа пӗр шухӑшлӑн тӑван республикӑн хастар ҫыннисене ҫӗклекенӗн, юнпа вырӑс пулсан та, чӑвашла ячӗ те пулмалла тесе шутларӑмӑр. Чи пахи — ҫак шухӑш патне вӑл хӑй пиҫсе ҫитрӗ. Шӑп 45 ҫул тултарнӑ кун!», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче пурӑнакан Чемеровсем ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма тытӑнӗҫ. Нумаях пулмасть вӗсене, нумай ачаллӑ ҫемьене, пӳрт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Чемеровсен – 5 ача. Чи асли 19 ҫулта, кӗҫӗнни – 7-ре. Вӗсем ҫурт черетне 2013 ҫулта тӑнӑ. Чемеровсем валли 88 тӑваткал метрлӑ ҫурт туса панӑ. Кун валли 2600000 тенкӗ уйӑрнӑ. Пӳртре сивӗ тата ӑшӑ шыв пур, канализаци хунӑ. Сӑмах май, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче кӑҫал тепӗр нумай ачаллӑ ҫемье валли ҫурт туса парӗҫ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра 33 ҫемье валли 110 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен участокри врача кӑшӑлвируса хирӗҫ ӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн явап тыттарӗҫ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева оперштабӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб эрнекун ларӑва пухӑннӑччӗ. Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑр кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн профилактика ӗҫӗсене пурнӑҫлассипе ҫине тӑман. Чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ ҫынсене вӑл вӑхӑтра шута илмен тата COVID-19 анализне илме яма васкаман. Направлени пулсан та анализ пама кайманнисем те пулнӑ пирӗн республикӑра. Ун пеккисен тӗлӗшпе иртнӗ эрнере икӗ протокол ҫырнӑ. Вӑрмарти лавккасенчен пӗринче администратор маскӑсӑр ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе те протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер Патӑрьел районнне лаша спортне кӑмӑллакансем пуҫтарӑннӑ. Ӑратлӑ рысак лашасемпе тупӑшакансем лаша спорчӗн ветеранӗн Н.П. Кошкинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртнӑ. Хаклӑ парнесене тивӗҫес тесе хамӑр республикӑри 20 районпа хулари, ҫавӑн пекех ют регионсенчи маттурсем пухӑннӑ. Финалти чупура пӗрремӗш вырӑна Патӑрьел районӗнчи Альберт Хамбиковӑн Кофеин лаши мала тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Шӑмӑршӑ районӗнчи Александр Максимовӑн Панчерӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Патӑрьел районӗнчи Алексей Красновӑн Победитель (чӑв. Ҫӗнтерӳҫӗ) лаши. Хавхаланмалли тупӑшура Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗнчи Валерий Красновӑн Эпитаж ӑйӑрӗ ҫӗнтернӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сергей Головинӑн Гамбит рысакӗ тата асӑннӑ тӑрӑхри Петр Сидоровӑн Мистер Детройчӗ те хуҫисене парне ҫӗнсе илме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Анатолий Рыбкин Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре, Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Раҫҫей ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗн Анатолий Рыбкинӑн «Палитра памяти» куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава Мускаври Пречистинка урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра уҫӗҫ. Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Питӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче, Красноярскри художество институтӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Мускавра 1980 ҫулта иртнӗ Олимпиадӑна художник пулса хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӗҫӗпе Анатолий Рыбкин Францире, Индире, Тунисра, Китайра тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. 50-а яхӑн курав уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен хайлавӗсенчен тӑракан «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекене тишкернӗ. Кӑларӑма 11 авторӑн: Нина Царыгинан, Екатерина Кошелеван, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинан, Анастасия Владимирован, Валентина Селенинан, Ирина Кошкинан, Мальвина Петрован, Анастасия Данилован, Екатерина Устинован, Олесч Михайлован – хайлавӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑмра тӗрлӗ темӑна хускатнӑ: тӑватӑ ураллӑ туссем, ҫутҫанталӑка хӳтӗлесси, ҫемьери хутшӑнусем ҫинчен тата ытти те. Кӗнекене хаклама авторсем те пуҫтарӑннӑ. Литература клубне пухӑннисем кӗнекери калавсем, юмахсем, халапсем – вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли питех паха хайлавсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.