Культура
![]() Паян Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Кокель ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XIII пленэр-симпозиум уҫӑлнӑ. Ӑна Патӑрьел район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи культура мероприятийӗн географийӗн нихҫанхинчен анлӑ. Унта Лӑпкӑ океан патӗнчен пуҫласа Хӗвеланӑҫ Европӑран килсе ҫитнӗ. Хакас Республикинчи, Хабаровск крайӗнчи, Чулхула облаҫӗнчи художниксем пленэра кӑҫал пуҫласа хутшӑнаҫҫӗ. Сумлӑ йышра Беларуҫри Витебск хулинчи Светлана Врублевская доцент та пур. Пленэр Турханти вӑтам шкулта утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче куравпа тата «ҫавра сӗтелпе» вӗҫленӗ. Пленэр-симпозиума хутшӑннисен ӗҫӗсене пухса Шупашкарти художество музейӗнче те курав уҫӑлмалла. Пленэра йӗркелесе пыраканӗ — культурологи докторӗ Владимир Васильев. Илемлӗх ертӳҫи — Раҫҫей халӑх художникӗ Ревель Федоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хӑтлӑ хваттере куҫарӗҫ. Сӑмах япӑх тесе 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен йышӑннисем пирки пырать. Республика программине 2019-2025 ҫулсенче пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Асӑннӑ ӗҫлӗ хутӑн пӗрремӗш тапхӑрӗпе килӗшӳллӗн нумай хваттерлӗ 10 ҫуртра пурӑнакан 181 ҫынна 2019-2020 ҫулсенче хӑтлӑ хваттерсене куҫармалла. Чӑваш Енӗн Стройминӗ паян пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна 96,15 миллион тенкӗ килмелле. Кун пирки Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑламалли фондпа пирӗн республика хушшинче ятарлӑ килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна 8 муниципалитет хутшӑнать: Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсем, Улатӑр, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Программӑпа килӗшӳллӗн 287 ҫуртра пурӑнакан 753 ҫынна куҫармалла. Ун валли 371,3 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесре ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче марал пӑланӗ ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл амӑшӗпе пӗрле. Вӑл Красавчик тата Ляля ятлӑ пӑлансен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Тин кӑна ҫуралнӑ пӑлан валли ят шыраҫҫӗ. Ӑна ҫынсем «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав мелӗпе суйлӗҫ. Маралсем 8 уйӑхран ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем пӗр ҫура ҫуратаҫҫӗ. Палӑртмалла: маралсем читлӗхре сайра-хутра йыш хушаҫҫӗ. Ҫавӑнпа зоокӗтес ӗҫченӗсемшӗн ку пысӑк савӑнӑҫ. Чӗрчунӑн ҫак тӗсне Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Аҫисен мӑйрака пур, амисен – ҫук. Аҫисен мӑйраки хӗл вӗҫӗнче ӳкет, ун вырӑнне ҫӗнни ӳсет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн алимент парӑмӗ самаях пухӑннӑ. Вӑл 13 ҫулти ачишӗн алимент тӳлемен. Хӑй вара чаплӑ машинӑпа ярӑнса ҫӳренӗ. Малашне ҫуран утма тивӗ, мӗншӗн тесен суд приставӗсем унӑн «Хендай Солярис» машинине арестленӗ, сутма тӑратнӑ. Исполнительнӑй производство пуҫарсан та арҫын вырӑнтан тапранман, ачишӗн пӗр пус та укҫа паман. Ҫапла майпа унӑн 500 пин тенке яхӑн парӑм пухӑннӑ. Машинӑна арестлесен те парӑмҫӑ хӑнк та туман. Ҫавӑнпа приставсем ӑна сутма тӑратнӑ. Халӗ укҫа-тенкӗ алимент шыраса илекен пайӑн депозит счечӗ ҫине килнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Пархоменко урамӗнчи 50-мӗш ҫурт ҫунса кайнӑ. Икӗ хутлӑ ҫуртра тӑватӑ ҫемье валли вырӑн пулнӑ. Иккӗмӗш хутран кӑмрӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Алексеевсем иккӗмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар 22 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ. Алексеевсен залӗнче урайӗнчен тӗтӗм тухма пуҫланӑ. Малтанах пралукран тухнӑ тесе ӑна татса янӑ. Ашшӗ огнетушительпе кӳршисем патне чупнӑ анчах кая юлнӑ ӗнтӗ – ҫулӑм алхаснӑ. Тӗтӗм нумайлансах пынӑ. Алексеевсем ачисемпе, йыттипе пӗрле урама чупса тухнӑ, хӑйсемпе пӗрле паспорт ҫеҫ илейнӗ. Ҫемье халӗ пӗрремӗш хута пурӑнмалла тӑвасшӑн. Вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнкалаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Илпеш ялӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрне промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки халӑха пӗлтермен. Аса илтерер: унта Китай ҫыннисем сӗт савучӗ ҫӗклеме палӑртнӑ, анчах ҫынсем хирӗҫленӗ. Халӗ илпешсем питӗ кӑмӑлсӑр. Китай инвесторӗсем Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче савут ҫӗклес ыйтӑва хускатнӑ, анчах унта та халӑх хирӗҫ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн китайсем каллех Илпеш тӑрӑхне таврӑнни вырӑнти халӑха питех те кулянтарать. Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухасшӑн. Вӗсем ӑна йӗркелеме ирӗк илнӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 10 сехетре илпешсем Кӳкеҫ поселокӗнчи Ленин палӑкӗ умне пуҫтарӑнӗҫ. Унта килнисем ЧР Министрсен Кабинечӗ ку постановление саккуна пӑхӑнса тунипе туманни пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пучинкере пурнӑҫ тапса тӑрать Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑплама пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе ята кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ; иккӗмӗшӗнчен, ӗҫлӗ хута пӑсса, хӑйне кирлӗ пек тӳрлетнӗ теҫҫӗ. Ӗҫсене РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗнче тӑрӑшакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑванӗн Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрленӗ. Ҫав документа лешӗ Росреестра йӑтса кайса пурлӑха хӑй ячӗпе регистрацилеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Неяскин Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Владимир Путин хушӑвне Право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Полицин генерал-майорӗ ӗҫрен каяссине Чӑваш Енӗн ШӖМӗн планеркинче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине вӑл ӑнлантарса тӑманччӗ. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Елена Зайковская Чӑваш Ен спортсменки, В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн воспитанници Елена Зайковская киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Болгаринчи Варна хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва спортсменсем ӗнер пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 16 ҫӗршыври 400 ытла спортсмен пулнӑ. Турнирта 14-15 ҫулсенчи ачасем, 16-17 ҫулсенчи юниорсем, 18-21 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫнӗ. Аслӑ ушкӑнри ӑмӑртӑва Чӑваш Ен пики хутшӑннӑ. Вӑл — Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская. Елена Алексей Нягин тренер патӗнче пултарулӑха туптать. Варнари ӑмӑртура Чӑваш Енри хӗр 65 килограмран йывӑртарах виҫере кӗрешнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская ылтӑн медале тата ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |