Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкарта маршрутка КаМАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ирхи 8 сехетре Ашмарин урамӗнче 52-мӗш маршрутка чарӑнса ӗлкӗреймен, тепӗр транспорт ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире автобус водителӗ суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Юрать-ха, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен нихӑшӗ те тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Автобусӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, кабини сиенленнӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнине ӗненес тӗк, малта пыракан КаМАЗ тӑрук чарӑннӑ, хыҫалти маршрутка водителӗ вара тормоз пусса ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шалти ӗҫсен министерствинче полицин генерал-майорне Сергей Неяскина савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура наградӑланӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ЧР ШӖМӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл экс-министр пирки ӑшӑ сӑмах чылай каланӑ, министр пулнӑскере аван пӗлнине палӑртнӑ. Сергей Неяскин тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенине пӗлтернӗ. ...Сергей Неяскина РФ Президенчӗн хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче А-151 автоҫул ҫинче пӗр арҫын ҫул хӗррипе утнӑ. Хушӑран хайхискер ҫул ҫине тухса кайнӑ, машина ҫапса каясран та хӑраман. Хӑйне урӑхла тытакан арҫынна ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ та чарӑннӑ. Инспекторсем ҫак ҫынран тӗпчесе пӗлме пуҫланӑ. Чӑнах та, ҫакскер ӑс-тӑн енчен арпашӑнать-мӗн, пӗр вӗҫӗм пӗр ята каланӑ, хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтереймен. Инспекторсем арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пулӑшнипе ҫак ҫын кам пулнине палӑртма май килнӗ. Каярахпа ҫухалса ҫӳренӗ арҫынна тӑванӗсем патне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавра Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки РЕН ТВ сайтӗнче хыпарланӑ. 1983 ҫулта Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ арҫын Мускавра бизнес-центр тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Инкек асӑннӑ хулари Мир проспектӗнче пулнӑ. Пирӗн ентеш унта каменщикре тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутран аялалла ӳкнӗ, урай шӑтӑкне анса кайнӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫурт подъездӗнче икӗ арҫын виллине тупнине пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наставниклӑх институтне аталантарас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ. Софья Савнеш автор маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, «влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ». Наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав мелӗпе туса хунӑ. Халӗ вара патшалӑх наградисем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫавна май наставниксене хисеплӗ ят парассине те пӑхса хӑварнӑ. Саккуна ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын 28-ти хӗрарӑма балконтан урама пӑрахнӑ. Пӑтӑрмах нумай хваттерлӗ ҫуртри тӑваттӑмӗш хутра пулса иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Айӑплине суд 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи тавлашу кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашра сиксе тухнӑ. Арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта 29-ти хӗр пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫнӗ чух иккӗшӗ тавлашса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын та. Хӗрарӑма вӑл йӑтса илнӗ те балконтан пенӗ. Пӑрлӑ тротуар ҫине ӳксе лешӗ пуҫне, ҫурӑм шӑммине, кӑкӑр шӑммине суранлатнӑ. Шар курни пульницӑра вӑрах сипленнӗ. Апла пулин те тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман — хӗр ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Красноармейски районӗн «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӗнче тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса предприяти укҫине кӗсьене чикнӗшӗн айӑпланӑ. Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствин пысӑках мар кӑларӑмӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑшӑн) тата 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха вӑрланӑшӑн) ӗҫсем пуҫарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура палӑртнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта хӗрарӑм банкри хӑйӗн счечӗ ҫине 256 пин тенкӗ куҫарнӑ. Шалу тесе. Унсӑр пуҫне вӑл организаци кассинчи 46 пине яхӑн тенке хӑйӗн тунӑ. Ултав ҫиеле тухсан хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри темиҫе артистпа преподавателе, художникпа композитора патшалӑх стипендине пама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӑслӑлӑхра, литературӑра тата ӳнерте тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн уйӑракан патшалӑх стипенди республикӑри 14 ҫынна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Вячеслав Александров тата Петр Садовников; Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Борис Кукин; Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Михаил Мокшанов; Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ) Любовь Ильина; Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров; Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Назыр Гараев; И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин преподавателӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Валерий Григорьев; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедрин профессорӗ, экономика наукисен кандидачӗ Иван Данилов; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электричество тата электрон аппаратсен кафедрин заведующийӗ Евгений Егоров; И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи кивӗ лифтсене ылмаштарма палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал икӗ ҫуртри 4 лифта улӑштарӗҫ, килес ҫул — 24 ҫуртри 112 лифта. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри тӗплӗ юсав фончӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Долгов ӗнер Шупашкарта иртнӗ семинарта ӗнентернӗ. Лифт отраслӗнчи ыйтусене Наци лифт пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттернӗ семинарта сӳтсе явнӑ. Унта ӗҫ тӑвакан влаҫра тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекен тӳре-шара, строительство организацийӗсен тата управляющи компанисен ертӳҫисем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, лифт организацийӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Маларах асӑннӑ Вячеслав Долгов нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗрти пурлӑха юсасси ҫинчен калакан программӑна епле пурнӑҫланипе кӗскен паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав программине 5110 ҫурта кӗртнӗ, вӗсенче — 1100 лифт. Юлашки пилӗк ҫулта 49 ҫуртри 177 лифта ылмаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пуҫлӑх килет, пуҫлӑх каять тесе каласси ҫеҫ юлать-тӗр кун пек хыпарсене пӗлсен. Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче тӳре-шара час-часах улшӑнкаласа тӑрать. Кадр ылмашӑвӗ чылай чухне министр ҫумӗсене, сайра-хутра министрсене пырса тивет. Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Виктор Ковалёва ӗҫрен кӑларнӑ. 593-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра пичетленӗ. Министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Виктор Ковалёва ведомствӑри ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман. Виктор Ковалёва министр ҫумӗ пулма 2016 ҫулта шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |