Республикӑра
![]() Владимир Николаев Раҫҫей Федерацийӗн тӗп прокурорӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Шӑмӑршӑ районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ муниципалитетри надзор органне ертсе пыма Владимир Николаева шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи. Владимир Геннадьевич Николаев 1977 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1993-1998 ҫулсенче Хусанти патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе пӗтеричченех вӑл, 1997 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Канашри районсем хушшинчи прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшма пуҫланӑ. Каярах Владимир Николаев унта следовательте ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн транпсорт прокурорӗн ҫумӗ, Тӑвай районӗн прокурорӗ те пулнӑ. 2012 ҫултанпа Комсомольски район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ӑна Шӑмӑршӑна куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ визитпа Ҫӗрпӳ, Красноармейски районӗсенче пулнӑ. Республика Элтеперӗ Ҫӗрпӳ районӗнче йӑлари хытӑ каяша пухса тирпейлессине епле йӗркеленипе кӑсӑкланнӑ. Вӑл контейнерсене тӗрӗсленӗ, ял ҫыннисемпе калаҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев пӗр ял тӑрӑхӗнче пӗтӗмпе 28 лапам хатӗрленине хыпарланӑ. Паянах республика Элтеперӗ Красноармейски районӗнче пулнӑ. Унта та вӑл йӑлари хытӑ каяша пухса тирпейлессипе вырӑнти администраци епле ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Элтепере контейнерсене муниципалитетра ҫителӗклӗ вырнаҫтарнине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Клара Груздева Чӑваш Енри тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансене «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе час-часах наградӑлаҫҫӗ. Паян ҫавӑн пек черетлӗ йышӑну тунӑ. Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ орден медалӗпе виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Йышра — Федерацин казначействин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн кӑнтӑрлахи стационарӗн хирургӗ, уйрӑм заведующийӗ Геннадий Арсютов тата Шупашкарта пурӑнакан Клара Груздева ӗҫ ветеранӗ. Юлашкинчен асӑнни, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, 1962-1976-мӗш ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1929 ҫулта Тӑвай районӗнчи Эльпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Косулин Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр ылмашӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче вӑл Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Александр Ефремова вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑха вӑл 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн. Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама паянтан Николай Косулина шаннӑ. Ҫак ведомствӑра Николай Николаевич министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын-усламҫӑ кафере ӗҫлеме поварсене тата кассир-официантсене шыранине хыпарланӑ. Пӗлтерӗве кӑҫалхи ака тата ҫу уйӑхӗсенче тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Арҫын ҫамрӑксене ҫеҫ ӗҫе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Усламҫӑна юрӑхлӑ поварсен, кассирсемпе официантсен 35 ҫултан аслӑ пулмалла мар иккен. Ҫав пӗлтерӗве прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ. «Мӗнле-ха капла? Ку вӑл ҫула кура хӗсӗрлени пулать вӗт» — тӗлӗннӗ пакунлисем. Тата ҫын 35-рен аслӑраххи ӗҫлеме пултараймассине пӗлтермест-ҫке. Усламҫӑна ӗҫ вырӑнӗсем пуррине Ӗҫлӗх центрне пӗлтерменшӗн те явап тыттарас тенӗ. Ҫапла вара суд арҫынна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 28 ҫулти хӗрарӑмӑн коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тата кредитсемшӗн 372 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ. Анчах хайхискере приставсем 2017 ҫултанпа шыраса тупайман: регистрациленнӗ вырӑнта вӑл пурӑнман, телефонне тытман. Ҫапах ҫак хӗрарӑма тупма май килнӗ. Ӑна Шупашкрати ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрханӑ. Унта хваттер илме те ӗлкӗрнӗ хайхискер. Вӑл виҫӗ ҫул приставсенчен тарса пурӑннӑ, пурӑнмалли вырӑна темиҫе хутчен те улӑштарнӑ. Хӗрарӑм ӑна шыраса ан тупчӑр тесе хушаматне, ашшӗн ятне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ документсем илнӗ. Анчах ҫакна ҫеҫ шута илмен вӑл: приставсен мӗнпур патшалӑх регистраци органӗнчен информаци ыйтма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер 18 ҫул тултарман хӗре чуралӑха сутма хӑтланнӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак арҫын кафере 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗре 500 пин тенкӗпе сутма хӑтланнӑ. Рен ТВ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енри пӗр поселокра ҫуралса ӳснӗ. Кафере клиентпа калаҫса татӑлнӑ чухне арҫынна полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: арҫын халӑх тетелӗсенче хупӑ ушкӑнсенче хӗрсене тата ҫамрӑк хӗрарӑмсене сутма пуян клиентсем тупнӑ. Лешсем вӗсене ясар шухӑшӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе туянма палӑртнӑ. Арҫын халӑх тетелӗнче Чӑваш Енри 18 ҫул тултарман хӗрпе паллашнӑ та ӑна Мускава илсе килнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ хыҫҫӑн ӑна ашшӗ-амӑшне париччен сиплев учрежденийӗнче тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ-мӗн, ҫакӑншӑн ӑна айӑпласшӑн. Министр 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн следователӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Ефремов ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне 2016 ҫулхи раштавран пуҫласа 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса коммерци фирмине эрозипе кӗрешекен зонӑна кӗрекен вӑрмана касма ирӗк панӑ. Фирма 3,6 гектар ҫинчи йывӑҫсене карьертан хӑйӑр кӑларма каснӑ. Халӗ Александр Ефремов саккуна пӑснӑ ытти тӗслӗхпе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкарта маршрутка КаМАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ирхи 8 сехетре Ашмарин урамӗнче 52-мӗш маршрутка чарӑнса ӗлкӗреймен, тепӗр транспорт ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире автобус водителӗ суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Юрать-ха, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен нихӑшӗ те тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Автобусӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, кабини сиенленнӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнине ӗненес тӗк, малта пыракан КаМАЗ тӑрук чарӑннӑ, хыҫалти маршрутка водителӗ вара тормоз пусса ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шалти ӗҫсен министерствинче полицин генерал-майорне Сергей Неяскина савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура наградӑланӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ЧР ШӖМӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл экс-министр пирки ӑшӑ сӑмах чылай каланӑ, министр пулнӑскере аван пӗлнине палӑртнӑ. Сергей Неяскин тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенине пӗлтернӗ. ...Сергей Неяскина РФ Президенчӗн хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |