Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Республикин тӗп хулинчи масарсенчен пӗринче вӑрӑсем ҫӳренӗ. Явӑшра. Пӑтӑрмах ҫинчен утӑн 17-мӗшӗнче полицине 61 ҫулти арҫын пӗлтернӗ. «Киа» автомобиль чӳречине палламан ҫынсем ватрӗҫ тенӗ вӑл. Вырӑна полицейскисене чӗнсе илнӗ арҫын. Палламан ҫынсем сумка тата портфель кӑларса илнӗ. 20 000 тенкӗ ытла тӑкак кӑтартнӑ. Вӑрлакан арҫынпа хӗрарӑма тытса чарма ҫынсем пулӑшнӑ. Машинӑри сумкӑсене 35 ҫулти арҫынпа 46-ри хӗрарӑм пӗҫертнӗ. Арҫын судпа темиҫе те айӑпланнӑ. Хӗрарӑмӗ унпа пурӑннӑ. Сумкӑпа портфеле вӑрманта пытарнӑ вӗсем. Вӗсене полицейскисен йытти шыраса тупнӑ. Вӑрӑсем унччен те хурахла хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ халӗ пакунлисем. Арҫынпа хӗрарӑм пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Белоруҫри Минск хулинче хурсене ҫырӑнтарман. Хулара пурӑнакан пӗр арҫын, Андрей, хӑйӗн икӗ хурне пӗрлештерес тенӗ. Харвистер аҫапа Кришна амана ҫырӑнтарасшӑн пулнӑ вӑл. Харвистер хваттерте пурӑннӑ. Кришна — дачӑра. Хур аҫи хур ами патне хӑнана час-часах ҫӳрет тенӗ арҫын. Пӗрле чухне вӗсем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ тенӗ. Халӑх ушкӑнӗсенчи подписчиксем икӗ хура кайӑк туйӗ туса пама сӗннӗ. Андрей хурсене паркра ҫырӑнтарма ыйтса ҫырнӑ. Анчах хула влаҫӗсем ҫырӑнтарма килӗшмен. Хӗрпе каччӑн хӑйсен заявлени ҫырмалла тенӗ хула влаҫӗсем. Белоруҫӑн Ҫемье кодексӗ хурсене ҫырӑнтарма ирӗк памасть тесе те ӑнлантарнӑ вӗсем. Хурсен хуҫи вӗсене хӑй тӗллӗн ҫавах пӗрлештересшӗн. Хулари пӗр паркра. Утӑн 28-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чие ҫырли сутма шухӑшланӑ. Хайхискер кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ, ҫынсем ӑна ытларах асӑрхаччӑр тесе сӑнӳкерчӗк лартнӑ: унта вара ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли хушшинче тӑрать. Хӗрарӑм ҫак сӑнӳкерчӗке Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ. Паллах, ҫак пӗлтерӗве чылай ҫын асӑрханӑ. Ку кӑна мар, нумайӑшӗ ун айне комментари ҫырмасӑр иртеймен. Хӑшӗсем Элтепер чие ҫырли сутма тытӑнни пирки шӳтленӗ. Михаил Васильевич хӑй те ҫак пӗлтерӗве курнӑ, комментари ҫырнӑ: «Ку чие ҫырли хӑйӗн пахчинчен пулсан эпӗ ӑна ӑнӑҫу сунатӑп». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тӗлӗнмелле ҫын пирки сюжет ӳкернӗ. Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнакан Раиса Калинина 75 ҫулта та трактор рулӗ умне ларать. Хӑй вӑхӗтӗнче вӑл ҫак транспорта республикӑн пур кӗтесне те ҫитнӗ – унӑн тӑван тӑрӑхри илеме курас килнӗ. Раиса Калинина паянхи кун та трактор тапратса ял ҫыннисене пулӑшать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл чунне парса ӗҫленӗ. Чи пӗрремӗш тракторӗ ДТ-54 пулнӑ, каярахпа ытти трактора та шанса панӑ ӑна. Хӑй вара МТЗ-50 тата МТЗ-80 тракторсене кӑмӑллать. Палӑртма кӑмӑллӑ: Раиса Калинина Чӑваш Енре Паша Анегелина трактористкӑн премине тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест. Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ. Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче машина мотоблок ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пӗр ҫын вилнӗ. Мотоблок водителӗ тӗттӗмре курӑнман та: унӑн ҫутӑ кӑтартакан паллӑсем пулман. Ҫав вӑхӑтра ҫак ҫулпах «Ниссан» машина пынӑ. Руль умӗнче ларакан 37 ҫулти хӗрарӑм мотоблока асӑрхаса ӗлкӗреймен – пырса тӑрӑннӑ. Мотоблок хуҫи, 40 ҫулти арҫын, шел те, вилнӗ. Палӑртмалла: «Ниссан» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн ҫулталӑкра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн икӗ штраф пулнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра мотоблоксемпе 11 авари пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйахӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Якимов урамӗнче вырнаҫнӑ 4-мӗш юсанмалли колонирен айӑпланнӑ арҫын тухса тарнӑ. 41 ҫултискер тарни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ. Айӑпланнӑ арҫынна ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта тытса чарнӑ. Унччен пӗрре те айӑпланман арҫын монтажникре Мускав хулинче ӗҫленӗ. Унӑн пӗр ача пур. Хайхискере Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Унӑн 2023 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче ирӗке тухмалла пулнӑ. Ӑна ҫаратнӑшӑн, ҫыннӑн паспортне е ытти пӗлтерӗшлӗ документа вӑрланӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Вӗренӳ министерстви Г.Н.Волков ячӗллӗ «Педагогикӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ йышӑнма сӗнет. Хушу проектне республикӑри право акчӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫак палла камсем тивӗҫме пултарӗҫ-ха? Вӗренӳ, ҫамрӑксен политики, ӑслӑлӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр тата тӑлӑха юлнӑ ачасене социаллӑ пулӑшу паракансем, общество органзицийӗсен пайташӗсем, педагогикӑна тата этнопедагогикӑна тӳпе хывнӑ ҫынсем илме пултарӗҫ. Кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ ылтӑн тӗслӗ, ҫаврака пулӗ. Пиччен енче ӑсчах-педагогӑн, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Геннадий Волковӑн сублимаци пичечӗ пулӗ. Ҫак паллӑпа пӗрле удостоверени парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Леонид Волков экс-полпред Чӑваш Ен хыснинчен укҫа шыраса илмӗ. Хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫаричченех, 2015 ҫулта, вӑл хӑйӗн премине тавӑрса панӑ. Ытлашшипех. Ҫакӑн пирки вӑл «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата паян пӗлтернӗ. Экс-полпред преми илсе чӑнах та йӑнӑшрӑм, хыснана тӑкак кӳтӗм пуль тесе шухӑшланӑран ҫапла тунӑ. Хӑйӗнчен шыраса илес тенинчен миллион тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Ӗнер Леонид Волкова суд тинех ирӗке кӑларнӑ. Экс-полпред тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе вара чарса лартнӑ, Леонид Волкова 40 пин тенкӗ штраф панипе ҫырлахнӑ. Бюджета ытлашшипех тавӑрса панӑ укҫана экс-полпред шыраса илесшӗн мар. «Эпӗ укҫашӑн ҫунакан ҫын мар. Чӑваш Ен вара дотацилле республика. Следстви вӑхӑтӗнче ҫавна темиҫе те палӑртрӗҫ. Нихҫан сӳнми ҫулӑм палӑк патне хума гвоздика туянса Чӑваш Ен хыснине самай тӑкак кӳнӗ терӗҫ. Ҫавна пулах ӗҫе Мускава парасшӑн марччӗ. Эпӗ ытлашшипех тӳленӗ укҫа республика хыснине пулӑшни пулчӗ тесе шутлӑпӑр», — тенӗ Леонид Волков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанра Учук иртӗ. Ваттисем лайӑх ҫанталӑкшӑн кӗлӗ вулӗҫ унта. Аслисен така пусмалла. Шурӑ тӗслӗскерне. Ҫамрӑксен пӑтӑ пӗҫермелле. Тутарстанри Азнакай районӗнчи Ҫутӑ Кӳлӗ ялӗнче ирттерӗҫ Учука. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче. 14 сехетре. «Таканкки» тӑвӗ ҫинче иртӗ чӑвашсен авалхи йӑли. Ҫынсен унта хӑйсен кашӑкӗсемпе тата тирӗкӗсемпе пуҫтарӑнмалла. 500-шер тенкӗ памалла кашни килтен. Ҫакна та каласа хӑвармалла: Тутарстанри Азнакай районӗнчи Ҫутӑ Кӳлӗ ялӗнче тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Авалхи йӑласене манӑҫтарасшӑн мар вӗсем. Ҫавӑнпа уй чӳкне ирттереҫҫӗ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене аса илӗҫ унта. Така шӳрпине ас тивме май килӗ. Калаҫса ларма. Ял-йышпа пӗрле пулма. Халӑхпа савӑнма. Шӳтлесе кулма. Хавасланма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |