Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Ун пеккисем пирки кипкепе ҫуралнӑ теҫҫӗ. Сывлӑх енчен хавшакрах ачасен Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулӗнче пиллӗкмӗш класра вӗренекен 12-ри ача паян Атӑлта путма пуҫланӑ. Анчах Турри пӗрле пулнӑ.

Инкеке лекнӗскер май килнӗ таран тапаҫланнӑ-ха. Пулӑшу ыйтса та кӑшкӑрнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсен патрулӗ иртсе пынӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти участокӗн ертӳҫи Юрий Каргин ача сассине илтнӗ, ӑна пулӑшма васканӑ.

Инкеке лекнӗ ача ҫырантан 10 метрта пулнӑ. Шӑнса кӳтнӗскер ҫӑлав тросне те тытайман. Телее, иртен-ҫӳрен тупӑннӑ. Вӗсем вӗрене ҫыран хӗрринче тытса тӑнӑ, Юрий Каргин пӑр ҫийӗн шуса пырса ятарлӑ хатӗрпе ачана ҫаклатса илнӗ. Арҫын ачана ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Типҫырма ялӗнчи лавккана ҫаратма хӑтланнӑ. Сутуҫӑ ирхине ӗҫ вырӑнне ҫитсен лавкка котельнӑйӗн алӑкне ҫӗмӗрнине асӑрханӑ та полицейскисене чӗннӗ. Такам мачча тӑррине хӑпарса шала кӗме хӑтланнӑ, анчах ӗҫне пурнӑҫлайман.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Аслӑ сержант тата кинолог Артем Артемьев Яна ятлӑ йыттипе ӗҫе пикеннӗ. Кинологпа виҫӗ ҫул ӗҫлекен йытӑ хальхинче те йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑ.

Яна вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳксе пакунлисене кӳршӗ яла ертсе кайнӑ. Хайхи йытӑ хирӗҫ килекен арҫын тӗлӗнче чарӑннӑ. 40 ҫулти арҫыннӑн, унччен те судпа айӑпланнӑскерӗн, лавккана кӗме хӑтланни пирки каласа пама тивнӗ. Вӑл унта эрех патне кӗресшӗн пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55975
 

Республикӑра

Канашра иномаркӑпа микроавтобус ҫапӑннӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 6 ҫын шар курнӑ.

Инкек ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пулнӑ. 17 сехетре «Ниссан» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Микроавтобус салонӗнче 4 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – 17-ри тата 15 ҫулти ҫамрӑксем.

ГАЗельри пассажирсем суранланнӑ. Водитель хӑй чиперех. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ: водитель пассажирсене саккуна пӑхӑнсах илсе ҫӳренӗ, анчах салонрисем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ.

Иномаркӑри 35 ҫулти пассажирка та суранланнӑ. Руль умӗнче ларнӑ водитель ӳсӗр пулни паллӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/55999
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркассинче пурӑнакан Александра Родионова 105 ҫул тултарнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков ӑна ҫав ятпа киле ҫитсех саламланӑ. Парне панӑ, чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кинемей патне вӑл РФ Президенчӗн саламне те илсе кайнӑ.

Александра Родионовна ултӑ ҫултах амӑшӗсӗр юлнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере аслӑ пиччӗшӗсемпе тата аппӑшӗсемпе ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ, Урал тӑрӑхӗнчи шахтӑра та ӗҫленӗ.

Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кинемей туслӑ ҫемьере, ывӑлӗпе тата кинӗпе, мӑнукӗсемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе ыр курса пурӑнать. 105 ҫула хыҫа хӑварнӑ пулин те сывлӑх начаррине шарламасть иккен. Куҫӗ кӑна начартарах курать-мӗн. Ҫапах та уҫӑлма та вӑл тухса кӗрет.

 

Республикӑра

Шупашкарта икӗ мигрант массажистра ӗҫленӗ. Вӗсем Раҫҫее килнӗ чухне урӑх тӗллев пулнине палӑртнӑ, хӑйсен вара тепӗр план пулнӑ.

Ҫак икӗ ҫын Шупашкарти пӗр фирмӑра, пациентсене реабилитациленме пулӑшаканскерте, массажистра тӑрӑшнӑ. Ҫапла майпа вӗсем саккуна пӑсса ӗҫленӗ.

Мигрантсене йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ: кашнине 4 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Халӗ вӗсене Раҫҫее пилӗк ҫул таран килме чарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре

Шупашкар хули Крыма ҫитме йӳнӗ хуласен списокне лекнӗ. Ку хыпара «Новости» информагентство Aviasales сайт хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Юлашкинчен асӑнни авиабилетсен хакне пӗр ҫӗре пухакан ҫӑлкуҫсенчен пӗри шутланать.

Крым ҫур утравӗ ҫине самолетпа вӗҫсе кайма Сочинчен тата Дон ҫинчи Ростовран уйрӑмах йӳнӗ ларать. Кайса килме унтисен 5 пинтен те сахалрах тӳлемелле. Мускавран кайса килме 6 пин тенкӗ кирлӗ.

Шупашкар хуличен те хаклӑ тӳлемеле мар. Крыма кайса килмелли вӑтам хак 7800 тенкӗпе танлашать иккен. Симферополе Шупашкартан каяс текенсен Мускав урлӑ ҫӳреме тивет. Чӑваш Енрен те авиарейссем пур-ха. Крыма самолетсем ҫӗртме уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫме тытӑнаҫҫӗ. Хак вӑтамран 11 пинпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ria.ru/20190318/1551893462.html
 

Раҫҫейре

Шупашкарти 23-мӗш ача пахчинче логопедра тӑрӑшакан Ирина Волкова Л.С. Выготский ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Уншӑн вӑл 50 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ.

Асӑннӑ ӑмӑртӑва шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекен пултаруллӑ специалистсене палӑртас тата шкул ҫитменнисемпе ӗҫлессине сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ енчен конкурса «Рыбаков фонд» ыр кӑмӑллӑх фончӗ регионсенчи партнёрсем пулӑшнипе йӗркелет.

Кӑштах Лев Выготскийпе те паллаштармалла. Вӑл 1896 ҫулта Белоруссинчи Орша хулинче ҫуралнӑ. Совет психологӗ ачасен аталанӑвне тишкерсе те чылай ӗҫ ҫырса хӑварнӑ. Ашшӗн ӗҫне хӗрӗ Гита Львовна (1925—2010) психолог тата дефектолог малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ, Елена Евгеньевна Кравцова, — психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Л.С. Выготский ячӗллӗ психологи институчӗн ертӳҫи.

 

Вӗренӳ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӑнара — Германинчи Вайльбург хулинчи гимназистсем. Вӗсене Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем кӗтсе илнӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ачасен ушкӑнӗн проекчӗ Гёте-институтӑн Раҫҫей нимӗҫӗсене пулӑшакан программинче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май 5-мӗш гимназири ҫӗнтерӳҫӗсене 2 эрнелӗхе Германие чӗнсе илнӗ. Нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Людмила Антонова ертсе пынипе 12 гимназист ют ҫӗршывра пурӑннӑ. Вӗсем Майн ҫинчи Франфуртри семинара хутшӑннӑ, Вальбург гимназийӗнчи занятисене ҫӳренӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ.

Халӗ нимӗҫ ачисем Шупашкара килсе ҫитнӗ. 5-мӗш гимназире пулнӑ май вӗсене пуринчен ытла электрон журнал тӗлӗнтернӗ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗмӗрле хулинчен Чулхула облаҫне тӳррӗн ҫитме ҫитме Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫулсеренех ҫул уҫаҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра — понтон каҫӑ, хӗлле — пӑр ҫийӗн. Хӗллехи вӑхӑтра пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫула раштавӑн 20-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Ӗнер вара ӑна хупма йышӑннӑ.

Чӑваш Енри ҫулсене тытса тӑракан «Чӑвашупрдор» предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв шайӗ 0,5 метр хӑпарнӑ, пӑр ҫуркаланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа пӑр кӗпер урлӑ мшаинӑсене каҫарма чарнӑ.

Ҫӗмӗрле хулипе ЧУлхула облаҫӗнчи Нават ялне (выр. Наваты) ҫыхӑнтаракан понтон кӗперпе 5 тонна таран таякан машинӑсене ҫӳреттернӗччӗ. Ун урлӑ автобус та хутланӑ.

Пӑр кайса пӗтсен Сӑр урлӑ яланхиллех понтон кӗпер хывӗҫ. Вӑл ҫулларан тытӑнса кӗркуннеччен ӗҫлӗ. Хальлӗхе вара ҫӗмӗрлесен тавран ҫӳреме тивет.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнарта чарӑннӑ пуйӑсран пыл вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

«Сергач хулине ҫитнӗ пуйӑсра вакунри контейнер уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Унччен маларах вӑл Вӑрнарта чарӑннӑ, ҫавӑнпа пуйӑссенчи тиевсене вӑрлакансемпе кӗрешекен ӗҫченсем тӳрех унта ҫул тытнӑ», — хыпарланӑччӗ Софья Савнеш.

441 банка пыл вӑрланӑ каччӑсене кӗҫех тытса чарнӑ. Вӗсем ҫав районтах пурӑнаканскерсем пулнӑ. 26-ри ҫамрӑк 23-ри тата 19-ти каччӑсене вакунтан тавар вӑрлама сӗннӗ.

Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем чукун ҫул станцине ҫитнӗ. Вакун питӗркӗчне ватнӑ та унти пыла машина ҫине тиесе кайнӑ.

87 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ ҫамрӑксене суд ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк та ултӑ уйӑх таран хупса усрамасӑр айӑплама йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1818, 1819, 1820, 1821, 1822, 1823, 1824, 1825, 1826, 1827, [1828], 1829, 1830, 1831, 1832, 1833, 1834, 1835, 1836, 1837, 1838, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 25

1848
177
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
122
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
100
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
75
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
74
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
30
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
16
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...