Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Богданкӑра пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче инкек пулнӑ: йытӑсем тытмалли мини-приют тата хуҫи ҫунса кайнӑ. Пушарта хуҫипе пӗрле йытӑсем вилнӗ. Пушар Ватунин урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра ирхи 3 сехетсенче тухнӑ. Пушарнӑйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫурт тӑррине, пӗр верандӑна тӗп тунӑ. Кил хуҫи хӗрарамӗ 55 ҫулти Татьяна Иванова кинолог пулнӑ. Вӑл овчаркӑсене юратнӑ, 40 яхӑн йытӑ тытнӑ. Пушар тухни пирки хыпар ҫитсенех зоонимеҫӗсем пулӑшма васканӑ. Ҫурта тата картише кӗме май пулман – чылай йытӑ, сӑнчӑртан вӗҫереннӗскерсем, чупса ҫӳренӗ. 17 йытӑ валли хуҫа, кил тупса панӑ ӗнтӗ. Ҫапах темиҫе йытӑ вольерта-ха, нимеҫӗсем вӗсене пӑрахмаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫипе пӗрле 13 йытӑ, 5 кушак ҫунса кайнӑ, ыттисем урама тухма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти электромеханика колледжӗн вӗрентекенӗ Марина Ситникова Мускавран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурса хутшӑннӑ. Конкурс Мускавра нарӑс уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 90 яхӑн педагог хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Ен чысне педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗн математика вӗрентекенӗ Марина Ситникова хӳтӗленӗ. Пирӗн ентеш 90 вӗрентекене парӑнтарса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна мала тухнӑшӑн «Вӗренӳре ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ троллейбус маршрутне улӑштарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва хула администрацийӗнче тунтикун иртнӗ планеркӑра хускатнӑ. Планеркӑра 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссен маршручӗ улшӑнассине пӗлтернӗ. Пушӑн 23-мӗшӗнче, Андрей Васильев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче контакт сетьне туса пӗтерӗҫ, кун хыҫҫӑн 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссем «Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» чарӑну таран ҫӳреме пуҫлӗҫ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти биолог Виктория Штратникова НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑййа ертсе пыракан ҫак хӗрарӑма астуса юлнӑ: вӑл 5 ҫул каялла кӑларӑма пӗчӗк ачипе килнӗ пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ те ҫак вӑййа хутшӑннӑ. Хальхинче Виктория Питӗрти инженерпа тата Мускаври юристпа тупӑшнӑ. Пӗрремӗш раундра пирӗн ентеш вӗсенчен пӗринчен кӑна кая пынӑ, 1400 очко пухнӑ. Иккӗмӗш раундра вӑл ва-банк вылянӑ, ҫапла вӑл очкосене икӗ хутчен нумайлатнӑ. Кайран тепӗр 40 балл хушӑннӑ. Пирӗн ентеш пӗрре те йӑнӑш хуравламан. Виктория вӑйӑра Питӗрти инженертан иртсе кайнӑ, анчах Мускав юристне ҫитеймен. Ҫапла вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинчи Кӑнтӑр урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ арҫын обой ҫыпӑҫтарнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем ӗҫленӗ вӑхӑтра эрех те ӗҫкеленӗ. Обой ҫыпӑҫтарса пӗтерсен хваттер хуҫи, 54 ҫулти арҫын, ваннӑйне ҫӑвӑнма кайнӑ. Ҫӑвӑннӑ вӑхӑтра вӑл хупӑ алӑк урлӑ тусӗпе калаҫнӑ. Кӑштахран юлташӗ ваннӑйран сасӑ илтӗнме пӑрахнине асӑрханӑ та унта кӗрсе пӑхнӑ. Тусӗ ваннӑйне кӗрсен хваттер хуҫи вилнине курнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ваннӑра шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнипе пулманнине уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительне уйӑрса лартасси пирки ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ. Яваплӑ должноҫе Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ Петр Чекмарев йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ Петр Чекмарев 2007 ҫултанпа Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекен департаменчӗн ертӳҫинче вӑй хунӑ. Аслӑ пӗлӗве Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче илнӗ. Профессипе — агроном. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ ҫул вӗҫӗччен Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулса Юрий Акиньшин ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна хӑйӗн арӑмне вӗлернӗшӗн тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех хӑйӗн мӑшӑрӗпе харкашса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл халат пиҫиххине ярса тытнӑ та унпа арӑмне пӑвнӑ. 33 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын йӗркелӗх хуралне хӑех шӑнкӑравласа йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Тивӗҫлӗ специалистсем вилене пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма чӑнах та пусмӑрласа вӗлернине палӑртнӑ. Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май лару-тӑрӑва тӗплӗн уҫӑмлатма тӗрлӗ йышши тӗпчев ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шутра — медицинӑпа суд тӗпчевӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «СУ-56» тулли мар яваплӑ пӗрлӗхӗн тӗп директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна икӗ ӗҫчен умӗнче шалу парӑмӗ капланса кайнӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, фирма пуҫлӑхӗ предприятире ӗҫлекен икӗ ҫынна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен ӗҫ укҫи тӳлемен, ҫапла майпа вӗсен умӗнчи парӑм 310 пин тенке ҫитнӗ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство компанийӗн ертӳҫин хайхи ӗҫченсене шалу тӳлеме майсем пулнӑ, анчах вӑл пур укҫана урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ. Палӑртса хӑвармалла, кӑшт маларах кӑна Ҫӗмӗрле районӗнче фирма директорне ӗслекенсен умӗнчи шалу парӑмӗшӗн судпа айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре сакӑр пушар алхаснӑ. Вӗенчен пӗринче, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫӗнче, икӗ арҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Усал инкексем ытти тӑрӑхра та пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ишеккассинче 74-ри пенсионер вилнӗ. Шупашкарти Иван Яковлев проспектенчи 4-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче вара бар ҫунма тапраннӑ. Вӑл виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш хучӗсенче вырнаҫнӑ. Инкек вырӑнне ҫывӑхри ҫул-йӗр инспекторӗсем те пырса ҫитнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче унта 30 ҫынна яхӑн пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫынсене тата унта ӗҫленисене киле автотранспортпа кайма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑшӑ тумтирсӗрех урама тухнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗссен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Зоя Маслова Шупашкар район администрацийӗ хӑйӗн паянхи ӗҫченӗсемпе унччен тӑрӑшнисенчен 2,28 миллион тенкӗ ытларах шыраса илесшӗн. Ҫав тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ-мӗн. ...2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче администрацине «Артек» строительство организацийӗ Кӳкеҫӗн ҫӗнӗ микрорайонӗсенчен пӗринче тӑхӑр хутлӑ ҫурт хута янине пӗлтернӗ, ӑна хута яма ирӗк ыйтнӑ. Енсем кӑмӑлпа калаҫса татӑлайман енне строительсен суда тухма тивнӗ. Объекта вӑхӑтра хута ярайман енне пайҫӑсене укҫа тӳлеме тивнӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, администрацие пула тӑкакланнине «Артек» райадминистрацинчен шыраса илесшӗн пулнӑччӗ. Халӗ администраци унччен района ертсе пынӑ Георгий Егоровран тата халӗ администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Зоя Масловӑран тата ытти хӑш-пӗр специалистран ҫав тӑкака шыраса илесшӗн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |