Республикӑра
![]() Кӑҫал ейӳре Улатӑр районӗнче 765 ҫурт шар курма пултарать. Кун пирки Улатӑр хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Ҫак ҫуртсенче 1760 ҫын пурӑнать. Ейӳ сарӑлас тӑк ҫынсене шкулсене вырнаҫтарӗҫ. Килти выльӑх-чӗрлӗхе вара «Рассветовский» ял хуҫалӑх кооперативне вӑхӑтлӑха илсе кайӗҫ. Шыв илме пултарнӑ ҫуртсенче йывӑр чирлӗ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ тӗк вӗсене маларах Улатӑрти тӗп пульницӑн стационарне вырнаҫтарӗҫ. Палӑртмалла: Сӑр юханшывӗнче юр хулӑнӑшӗ нормӑран 15-20 сантиметр ҫӳллӗрех. Улатӑрта ейӳре шар курнисене пулӑшакан ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ: унта 90 ҫын кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри хӗр тӗнче тетелӗнче телефон туянас тенӗ те шар курнӑ. Кун пири ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. 23 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче 60 пин тенкӗпе Айфон сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна телефона илсе ҫитернӗшӗн тата курьер ӗҫӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ. Ҫамрӑкскер ултавҫӑсен серепине лекнине тӳрех ӑнланман-тӑр, сутуҫӑ ыйтнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ҫапла майпа вӑл 172 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ, ултавҫӑ кам пулнине уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта вӑйӑ салонӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ, ку ӗҫпе тӑватӑ ҫынна тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ҫакскерсем Шупашкарта икӗ ҫӗрте вӑйӑ салонӗсен ӗҫне йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗри – Модӑсен ҫуртӗнче. Салон уҫсан вӗсем ҫынсене ӗҫе илнӗ, кирлӗ техника туянса лартнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫак ҫынсен ӗҫне чарса лартнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе 12 шырав ирттернӗ, 50 ытла хатӗр-хӗтӗр туртса илнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енри ҫула 600 миллион тенкӗ ытла парса юсӗҫ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, М-7 федераци трасси пӗр пайне — Вӑрмара пӑрӑнса каякан ҫул хӗресӗ патӗнчен Энтри Пасарӗ таран юсасшӑн. Федераци тӗллевӗллӗ «Мускав – Улатимӗр – Чулхула – Хусан – Ӗпху» ҫула юсасси пирки RosTender.info пӗлтернӗ. Ҫулӑн 698 километрӗнчен пуҫласа 705 киломтер таран лаптӑка юсама 642 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫула ҫӗнӗрен сарма кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хысҫӑн тытӑнмалла. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлемелле. Хальлӗхе юсамашкӑн подряд организацине шыраҫҫӗ. Яваплӑха хай ҫине илес текен ҫул-йе организацийӗсен заявкисене пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 28-мӗшӗнче ҫӗтерӳҫӗ ятне калӗҫ. Ӗҫ заказчикӗ — Атӑл-Вятка регионӗнчи Автоҫулсен управленийӗ. |
Спорт
![]() Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин чӑваш спортсменкине Лана Прусаковӑна ҫӗнтерӳпе саламланӑ. Аса илтерер, Красноярск хулинче ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пырать. Унта пирӗн тӑватӑ спортсмен вӑй виҫет: Лана Прусакова, Кристина Кускава, Алексей Петров тата Дмитирий Мулендеев. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев — фристайлҫӑсем, Кристина Кускова — йӗлтӗрҫӗ, Алексей Петров — биатлонист. Лана Прусакова ӗнер фристайлӑн слоуп-стайл енӗпе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫав ятпа ун валли РФ Президенчӗ Владимир Путин телеграмма хатӗрленӗ. Саламра ҫак шухӑша палӑртнӑ: «Яваплӑ ҫак ӑмӑртура эсир умри тӗллеве пурнӑҫларӑр, хитре ҫӗнтертӗр, куракансене асра юлмалла ӑмӑртрӑр». Лана Прусакова, сӑмах май, унччен те сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Chuvashstars» пабликра Алексей Московский юрӑҫа пӗри, хӑй калашле, «пӗр сӗнӳ» панӑ. «Чӑвашлӑха, эстрада шайне ҫӗклес тесен чӑн малтанах пӗрремӗш утӑм тусан пӑсмӗччӗ — хӑвӑрӑн рекламӑна, афишӑрсене, PR-а, социаллӑ медиари постӑрсене чӑвашла туса пыма тытӑнмалла», — тенӗ ятне уҫҫӑн кӑтартман этем. Хайхи Алексей Московский концерчӗсене 99 проценчӗ тӑван халӑх ҫӳрет тесе шухӑшлать. «Ӑна хисеплеме тытӑнмалла чи малтан», — тенӗ вӑл. «Чӑвашла ӑнланманнисем тепӗр 1 процент пулсан вӗсемшӗнех 99 процент пирки манса, рекламӑпа PR-а вырӑсла туса чӑрманма кирлех мар», — ҫавӑрттарса хунӑ. Алексей Московские кура, тен, ыттисем те хӑйсен афишисене чӑвашла хатӗрлеме тытӑнӗҫ тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем канмалли кунсене пӑхмӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн учрежденийӗсем пуш уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче епле ӗҫлессине палӑртнӑ ӗнтӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче пульницӑсем этем ретлех канӗҫ. Тӳрех палӑртар: кунта сӑмах стационарта пулӑшу кӳрекенсем пирки мар. Амбулатори пулӑшӑвӗ ҫинчен калатпӑр. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче шурӑ халатлисем ӗҫе тухӗҫ. Вал кун вӗсем шӑмат кунхи расписанипе ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, яланхиллех канӗҫ. Ҫынна васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан пульницӑсем ӗҫлемеҫҫӗ тесе шикленмелле мар. Васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсем канмалли кунсенче те, уявсенче те талӑкӗпех йышӑнӗҫ. Ача-пӑча кухнисемпе ача-пӑча апатне валеҫекен пунктсем пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗпе 10-мӗшӗнче канӗҫ, 9-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Федераци пӗлтерӗшлӗ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче экологи саккунӗсене пӑсаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ. Хастар экологсем пилотсӑр сӑнлакан хатӗрпе видео ӳкернӗ. Ҫӳлтен пӑхсан тӗлӗнмелле ӳкерчӗк куҫ умне тухса тӑрать-мӗн. Ҫутҫанталӑкӑн федераци пӗлтерӗшлӗ хӳтӗлемелли территорире хӑйӑр кӑлараҫҫӗ, йывӑҫ-чус тирпейлеҫҫӗ, хаклӑ породисене касаҫҫӗ имӗш. Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашъел ялӗнчех мар вырӑнта йывӑҫ-чус тирпейлекен производство ӗҫленине, унта тӗрлӗ машина кӗрсе тухнине те ҫав видеора ӳкерсе илнӗ. Экологипе ҫыхӑннӑ саккунсене пӑснине кӑтартса паракан видеоматериала маларах асӑннӑ МИХ Ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ярса парассине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашская станковая живопись XX века» ятлӑ монографи-альбом кун ҫути курнӑ. Кӗнеке авторӗ — Юрий Викторов педагог тата искусствовед. Альбома Валерий Алексеев редакциленӗ. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене хатӗрленӗ Юрий Викторов XX ӗмӗрти станок живопиҫне нумай тӗпченӗ. Шӑпах ҫав тапхӑрта чӑвашсен станок живопиҫӗ амаланса аталаннӑ. Кӗнеке авторӗ XX ӗмӗрти ӑстасен ӗҫӗсене тишкернӗ. Ҫавна май Юрий Викторов станок живопиҫӗн тӗп жанрӗсем – истори, йӑла, портрет, пейзаж тата натюрморт — епле аталаннине кӑтартса панӑ. Кӗнеке ӳнерҫӗсемшӗн, художниксемшӗн, чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культурипе кӑсӑкланакансемпе тӗпчекенсемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Шупашкарти хӑш-пӗр музея хӗрарӑмсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Ҫакӑн пек парнене Чӑваш наци музейӗ, Музейпа курав центрӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ хатӗрленӗ. Ытти кун та музейсем куракансене тӗрлӗ курава йыхравлаҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче, акӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, А. Талвир ҫыравҫӑ тата прозаик ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Иксӗлми пултарулӑх» курав уҫӑлӗ. Тепӗр икӗ кунтан Чӑваш наци музейӗнче «В.К. Магницкий – исследователь Чувашского края» куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлесе кайӗ. Ӑна В. Магницкий историк тата этнограф ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Чӑваш тӗррин музейӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Разноцветье узоров кӗскӗ» курав йӗркелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |