Республикӑра
![]() Моисеевсен ҫемйи ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьесене «Анне» паллӑпа чысласси пирки хушу пуснӑччӗ. Ҫак кунсенче ҫак наградӑна пирвайхи ҫемьесем тивӗҫнӗ. Ҫак чыса тӑватӑ амӑшӗ илнӗ. Куславкка районӗнчи ултӑ ача амӑшне Людмила Беляевӑна, Ҫӗрпӳ районӗнчи 5 пепке амӑшне Ирина Кузьминана, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тӑхӑр шӑпӑрлана ҫуратнӑ Ирина Моисеевӑна тата Элӗк районӗнче тӗпленнӗ пилӗк ача амӑшне Любовь Павловӑна «Анне» паллӑпа наградӑланӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене «Амӑшӗн мухтавӗ» паллӑпа чыслама тытӑннӑ. Ӑна пилӗк е тата ытларах ачана воспитани паракансем тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «БОС» (чӑв. Биологилле тасатмалли сооружени) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ) канма кайма путевкӑсем туянать. Кун пирки предприяти Патшалӑхӑн закупкисен сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Предприяти хӑйӗ ӗҫченӗсене санаторипе курорта сиплеме ярасшӑн. Путевкӑсене вӑл конкурс ирттерсе туянать. Пурӗ 70 ҫын валли илесшӗн. Пӗр путевкӑшӑн 7 266,67 тенкӗ кӑларса хума хатӗррине пӗлтернӗ. Путевкӑсемшӗн предприяти пурӗ 508,6 пин тенкӗ ытларах кӑларса хума хатӗр. Путевка сӗнекенсен хучӗсене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Тепӗр кунне конкурса пӗтӗмлетсе хӑш организацирен путевка илессине татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» акционерсен обществи валли тӗп директор пулма килӗшекен ҫынна шыраҫҫӗ. Пуҫлах пуканӗ пирки тӗмсӗлекенсен ыйтса ҫырнисене ӗнер йышӑнма пуҫланӑ. Хутсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗ таранах кӗтеҫҫӗ. Конкурс ирттересси пирки Чӑваш Енӗн Юстици тата Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ӗнер хыпарланӑ. Мӗншӗн вӑл ирттернине тавҫӑрма йывӑр мар. Предприятин устав капиталӗн 100 проценчӗ паянхи куна — республика аллинче. Сӑмах май, маларах ведомство предприятин акцийӗсене сутас кӑмӑллине пӗлтернӗ. «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» пуҫлӑхӗ пулма аслӑ пӗлӳллӗ ҫынна йышӑнӗҫ. Унӑн агропромышленность комплексӗ енӗпе пӗлӳллӗ пулмалла, асӑннӑ отрасльте 5 ҫултан кая мар ӗҫленине, ертӳҫӗ пуканне 3 ҫултан кая мар йышӑннине шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Преми лауреачӗсене чыслани Трак енӗн тӗп Культура ҫуртӗнче 2018 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине илме тӑратнӑ лауреатсен чыславӗ пулчӗ. Чыслав каҫне Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ, композитор-музыкант, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ уҫрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак пӗрлӗх 1989 ҫултанпа ӗҫлет, кун евӗр чыслав 29 хут иртет, ҫав вӑхӑтра кӑҫалхипе пурӗ 90 уйрӑм ҫын тата пултарулӑх ушкӑнӗ лауреат ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Лауреатсене преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Виталий Михайлов, Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ Преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси протоколӗпе тата Преми пама тӑратнӑ лауреатсемпе паллаштарчӗ. 2018 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине ҫак пултаруллӑ уйрӑм ҫынсене парас тенӗ: 1. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Конференцине хутшӑннисем Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата 2019 ҫулхи ентеш-юбилярсене халалласа «Янкас вулавӗсем» ятлӑ виҫҫӗмӗш ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Ӑна иртнӗ ҫулсенчи пекех район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пайӗ, Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗ, Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗ пӗр пулса йӗркелерӗҫ. Кӗмӗл пек янракан юрра Татах та уҫҫӑн янратам-и — Телейлӗ, тулӑх ҫӗр-шывра Асран кайми юрӑҫ пулам-и! — тенӗ Н. Янкас хӑйӗн пӗр хайлавӗнче. Асрах тытаҫҫӗ Трак енрен тухнӑ поэтсемпе писательсем, композиторсемпе журналистсем хӑйсен паллӑ ентешӗн сӑмахӗсене. Районти тӗп вулавӑшӑн ӗҫченӗсем ҫак мероприятине халалласа фойере пирӗн сӑмах ӑстисен кӗнекисен выставка-куравне йӗркеленӗ. Унпа конференцие хутшӑннисем, уява килнисем питех те туллин паллашрӗҫ. Конференцие уҫса ЧНКан районти уйрӑмӗн ертӳҫи З. Михайлова ҫакна палӑртрӗ: — Иртнӗ ҫул «Янкас вулавӗсем» ятлӑ пӗрремӗш ӑслӑлӑхпа таврапӗлӳ конференцийӗ япӑх мар шайра иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Август» фирма Тутарстанри «Алабуга» ятарлӑ экономика зонинче ҫӗнӗ савут хута янӑ. Кун пирки предприяти хӑйӗн сайтӗнче те, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хыпарланӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ илтнӗ тӑрӑх, савута малтанласа Чӑваш Енре тӑвасшӑн пулнӑ. Анчах «Август» ертӳҫисем ӑна Тутарстанра хута яма йышӑннӑ. Ҫак фирмӑн Вӑрнарта хутӑш препартсен савучӗ ӗҫлет. Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗнче республика Правительстви 2017 ҫӳлта епле ӗҫлени пирки отчет тунӑччӗ. Ҫавӑн чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов Михаил Васильевича хӑш-пӗр усламҫӑна хӗсеҫҫӗ тесшӗнни сисӗннӗччӗ. Ыйтӑвӗнче депутат хӑш-пӗр хушамата асӑннӑччӗ. Михаил Игнатьев Чӑваш Енри усламҫӑсене ӗҫлеме меллине ӗнентернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, 13-ри хӗрачана вилмеллех ҫапса хӑварнӑскере поселени колонине 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк арҫыннӑн хӗрне пытарнӑ ашшӗ-амӑшне 1 миллион та 600 пин тенкӗ тӳлемелле. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм Ленинла Комсомол урамӗнче 27 ҫулти таксист ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине ҫапса хӑварнӑ. Тренировкӑна кайма тухнӑскерӗн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Следстви вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, водитель ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машинине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ тата ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: светофорсӑр ҫул каҫмӑшӗ умӗн хӑвӑртлӑха чакарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре осетин ҫынни нумаях пулмасть инкеке лекнӗ. Йывӑр тиевлӗ фурӑпа пыраканскерӗн машини ҫул айккине тӳнсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Пысӑк фура ҫул айккинче темиҫе кун выртнине пӗлтерсе ӑна пулӑшма ыйтса халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫыракан та тупӑннӑ. Нушана лекнӗ водителе нумаях пулмасть туртса кӑларнӑ. Савӑннӑ водитель комментарине Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсен Чӑваш Енри управленийӗ Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. «Эпӗ ҫул хӗрринче инкеке лекрӗ. Шӑнкӑртам ачисене, ҫак районсене чунтан тав тӑватӑп. Йӗркеллӗ осетинсен ячӗпе тав тӑватӑп. Сире аллах пулӑшса пытӑр», — тенӗ вӑл. Йывӑр тивелӗ машинӑна ятарлӑ транспортпа туртса кӑларнӑ. Ҫак хыпара сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри хайхи осетина чӑвашсем мар, тутарсем пулӑшнӑ тесе ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Москакасси ял хутлӑхӗн депутачӗсем «Сычуань-Чувашия» фирма вӗсен тӑрӑхӗнче сӗт комплексне тӑвасси тавра калаҫма канашлу ирттернӗ. Унта халӑх тарҫисем пӗр шухӑшлӑ пулса пурте хирӗҫ сасӑланӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Москакасси ял хутлӑхӗн депутачӗсем сӗт комлексне тумашкӑн ял хутлӑхӗн тӗп планне улшӑну кӗртмелле маррине палӑртса сасӑланӑ. Ҫакна шута илсен ҫӳлерех асӑннӑ фирма ку тӑрӑхра нимӗнле производство та йӗркелеймӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Москакасси ялӗнче Эхветкасси ҫумӗнче сӗт комплексне тӑвас ыйтупа халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта та ял-йыш Катай компанине строительство пуҫармашкӑн ирӗк памалла маррине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова тӗрлӗ ӑмӑртура ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Халӗ вӑл Европа чемпионки ята иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ. Анжелика Сидорова шӑчӑпа сикекенсен Шотландири Глазго хулинчи ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Спорт тупӑшӑвӗ ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Европа чемпионатне ентешӗмӗр Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче нейтралитет ялавӗпе хутшӑннӑ. Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекенскер 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне ҫӑмӑллӑн ҫӗннӗ. Ылтӑн медале тата Европа чемпионӗн титулне иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Ун чухне вӑл шӑчӑпа 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗччӗ. Кайран вӑл Европа чемпионатне тухса кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |