Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче хӗрарӑмсен «Ӑнӑҫу» конкурсӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра кун пек ӑмӑртӑва юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхине тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан 15 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче вӗсем зала хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленипе пӗрлех хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Конкурса хутшӑннисене тӳресем кӳрентерес темен — кашнинех тӗрлӗ номинацире хаахалантарнӑ. Людмила Михайлова (Александровка ял тӑрӑхӗ) «Хӗрарӑм пурне ҫӗнет» номинацире палӑрнӑ, Людмила Жигалова (Ильинка) – «Ырӑ ӗҫсен ҫулӗпе» ятлинче, Валентина Угарова (Катикасси) – «Чӗрене ачасене пaнӑ», Галина Короленко (Москакасси) – «Хӗрарӑм ҫуркунне», Оринино тӑрӑхӗнчи Светлана Вязова – «Ҫынсемшӗн тӑрӑшни», Галина Киселева – «Ӗҫлӗ хӗрарӑм», Ҫaтракасси тӑрӑхӗнчи Светлана Васильева — «Йӑла-йӗркене упраса аталантарасси», Татьяна Трофимова – «Ал ӑcти», Ирина Иванова (Турай) – «Ӗҫe парӑнни», Надежда Скворцова (Хорнуй) – «Ылтӑн чӗре», Шетмӗпуҫӗнчи Валентина Федорова – «Пултарулӑх ҫынсем валли» тата Елена Ильина – «Пысӑк кил хуҫи», Вера Тепеева (Юнкӑ) – «Тӗнчене ылмаштаракан хӗрарӑм», Иванова Валентина (Йӳҫкасси) – «Ял управҫи», Ольга Сютейкина (Ярославка) – «Ырӑ чӗре». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта халӑха йышпа зарядка тума Хӗрлӗ лапама пуҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ. «Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи Хӗрлӗ лапамра Пӗрлехи зарядка кунӗ иртӗ! Пурне те ирхи зарядкӑна йыхравлатпӑр! Хал пухассине тата хаваслӑ кӑмӑл пурне те шантаратпӑр», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче. Канмалли кун хавас кӑмӑл шыраса ҫaвӑнта ҫити камсем каяссине пӗлеймӗпӗр. Массӑллӑ ҫавӑн йышши мероприятисене бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсене тата студентсене чылай чухне илсе тухни вӑрттӑнлӑх мар. Ыран та, ахӑртнех, Шупашкарти пульницӑсенче тӑрӑшакансемпе ытти хысна учрежденийӗнчи ӳркенмен маттурсем пухӑнӗҫ-тӗр. |
Республикӑра
![]() Министрсем... Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗceне ялан ҫӳрекенсемпе парламент ларӑвне тӗнче тетелӗнчи трансляци вӑхӑтӗнче итлекенсем унти тавлашусене хӑнӑхнӑ пулӗ. Oппозици шутланакан партисен пайташӗсене тепӗр «халӑх тарҫисемех» пӳлме хӑтланнине сиснех ӗнтӗ. Ӗнер иртнӗ сессире те ҫaвӑн пек самантсем пулкаларӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов, aкӑ, хысна тытӑмӗнчисен шалӑвне ӳстерес ыйтупа профильлӗ министрсене итлес ӗмӗтлине пӗлтерчӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн парламентри элчи Юрий Васильев министрсене коммунистсемпе уйрӑммӑн тӗл пултарма та хирӗҫ мар тесе каларӗ. Ҫaв вӑхӑтрах Шупашкарти ҫӑкӑр савучӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Кислов, министрсене хӗрхенчӗ-ши... Вӑл «министрсене ыйтусене хуравлакан арҫын ачасене ҫaвӑрасран» регламента тӳрлетӳсем кӗртме сӗнессине систерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Димитриев министр Ӗнер Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ черетсӗр сессине васкавлӑн пухӑннине маларах эпир пӗлтертӗмӗр-ха. Унта пӗртен-пӗр ыйту пӑхса тухрӗҫ. Вӑл пенсине индексацилессипе ҫыхӑннӑччӗ. ЧР парламенчӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов пенсие кӑҫaлхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗрен шутласа парассине пӗлтерчӗ. Чӑваш Енре 32 пин ытла пенсионер пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫeрен, 7953 тенкӗрен, сахалтарах илнӗ. Ҫавна май вӗсене социаллӑ тӳлев хушса панӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче 7,05% ӳстерсе панӑ. Маларах асӑннӑ категори ҫавна туйман, мӗншӗн тесен вӗсен пенсийӗ унчченхиллех илнӗ. Социаллӑ тӳлеве виҫине вара катса юлнӑ. Ку ыйтупа ЧР ӗҫ министрӗ Сергей Димитриев ҫум докладҫӑ пулса сӑмах илчӗ. Пӗчӗк пенсисене индексацилеме йышӑннӑ хыҫҫӑн вӑл 507 тенкӗ ӳcмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Григорий Данилов депутат Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем черетсӗр сессине пуҫтарӑнчӗҫ. Васкавлӑ пухӑнни РФ Президенчӗ пӗчӗк пенсине пӑхса тухма хушнипе ҫыхӑннӑ. Ҫӳлтисем каланине пӑхӑнса пирӗннисем васкавлӑн тишкерме йышӑннӑ. Кун йӗркине ҫирӗплетиччен тӗрлӗ cӗнӳ яланхиллех пулчӗ. Оппозици шутланакан партисенчен пӗрин депутачӗ, Григорий Данилов, вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки вӗренӳ министрне отчёт тутарма сӗнчӗ. «Кашни министр тухса калаҫма хатӗр, – ҫирӗппӗн пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне ЧР Элтеперӗн парламентри элчи Юрий Васильев. – 30 пин тенкӗ илекен педагогсем те пур, 10 пинлисем те. Мӗншӗн? Ҫур ставкӑпа ӗҫлекенсем сахал илеҫҫӗ». Трибуна умӗнчи пысӑк пуҫлӑх тулли ставкӑпа тӑрӑшакан преподавательсем аван илнине пӗлтерчӗ. «Сахал илекен учительсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки тӗрӗссине каламалла. Йӗркеллӗ, таса чунлӑ, ӗҫчен, тиевлӗ учительсемпе врачсем тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ», — терӗ Юрий Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне 64-ри арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ултавҫӑсене 878 пин тенкӗ куҫарса панӑ-мӗн. Кӑҫал нарӑс варричне ун патне темӗнле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер ватӑ арҫын унччен 5 пин тенкӗ тӑракан эмел туяннине тӗпчесе пӗлнӗ, халӗ куншӑн 8 миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ имӗш. Анчах ӑна илес тесен унӑн малтан 4900 тенкӗ куҫарса памалла-мӗн, унтан ултавҫӑ каллех укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл унран хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ. Ватӑскер 39 пин тенкӗ патшалӑх пошлинишӗн, 89 пин медицина карточкишӗн, укҫана хӑвӑртрах илесе тесе черете хӑвӑрталтмашкӑн 330 пин тӳленӗ, 450 пин тенкӗ электронлӑ укҫана тенке куҫарма ярса панӑ… Юлашкинчен 180 пин тенкӗ ыйтсан тин ватӑскер ӑнланнӑ: ӑна улталаҫҫӗ! Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ултавҫӑн ятне-шывне палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шупашкарта ҪҪХПИ ӗҫченӗ Сергей Субботин троллейбус водительне, хӗрарӑма, уявпа саламласа чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кун пирки ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет. Людмила Иванова троллейбус рулӗ умӗнче 35 ҫул лурать. Ку – сахал мар, ҫапах вӑл ку таранччен ҫул-йӗр правилисене пӗрре те пӑсман. Сергей Субботин Людмила Ивановӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламланӑ май ҫул-йӗр правилисене пӑхӑннӑшӑн тав тунӑ, малашне те ҫаплах пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ республикӑра 100 ҫултан каҫнӑ миҫе хӗрарӑм пурнӑннине шутланӑ. Чӑваш Енре 100 ҫул тултарнӑ 61 ҫын кун кунлать. Вӗсенчен 57-шӗ – хӗрарӑмсем. Палӑртмалла: пирӗн республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 374 пин ҫын пурӑнать, вӗсенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ – хӗрарӑмсем (248 пине яхӑн). Чылайӑшӗ – медицина ӗҫченӗ (90 процент), педагог (85 процент). Ҫакна та каласа хӑварма кӑмӑллӑ: тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсенчен 19-шӗ Марта ятлӑ. Вӗсенчен 11-шӗ чӑнах та пуш уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Паян, пушӑн 8-мӗшӗнче, икӗ ватӑ хӗрарӑм, Марта ятлӑскерсем, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫейре кӑҫал Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗпе тата республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗпе «Юридический театр: роли и представления» (чӑв. Юридици театрӗ: сӑнарсем тата кӑтартнисем) фестиваль йӗркелет. Пуҫаруҫӑсем мероприяти тӗллевӗ халӑха право енчен ҫутта кӑларасси тесе калаҫҫӗ. Юридици театрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртмелле. Унта 14-ран аслӑраххисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Уйрӑммӑн та, ушкӑнпа та. Вӗсен 10 минутран ытла мар сценка евӗр япала хатӗрлемелле. Унта саккунлӑха пӑхӑнма хистени тӗпре пулмалла. Чи маттуррисене йӗркелӳҫӗсем хавхалантарма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын икӗ ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 18 ҫул та 3 уйӑх та 10 кунлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ҫак тискер ӗҫ 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. 49-ти арҫын кӳршисем патне, 51-ти упӑшкипе 47-ри арӑмӗ патне, пирус ыйтма пынӑ. Анчах ӳсӗрскере алӑк уҫса кӗртмен, ку вара парӑнман – хӑйӗх пӳрте кӗнӗ. Хайхискер унта кил хуҫипе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Шӑв-шава илтсе арӑме вӑраннӑ, кӳрши ӑна мӑйӗнчен чикнӗ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫавӑнтах вилнӗ, арҫын вара тухса кайнӑ. Ҫак тискер ӳкерчӗке 9 ҫулти хӗрача, вилнӗ арҫынпа хӗрарӑмӑн хӗрӗ, курнӑ. Вӑл пытанма ӗлкӗрнӗ. Кайран вал урӑх ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа ҫитме тӑрӑшнӑ, анчах укҫи пулман. Ирхине аппӑшӗ хӑй шӑнкӑравланӑ, ҫӗрле мӗн пулса иртни пирки тин пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |