Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма икӗ эрне шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑма ҫывӑх тӑванӗсем, юлташӗсем тата нимеҫӗсем шыранӑ, унӑн сӑнӳкерчӗкне, вӑл мӗнлерех пулнине халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарнӑ. Пӑшӑрханса ӳкнӗ тӑванӗсем хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Юрать, ҫухалнӑскер чӗрӗ-сывах тупӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан хӗрарӑм тупӑннӑ. Нимеҫӗсем те, шырав отрядӗнче тӑраканскерсем, вӑл тупӑннине пӗлтернӗ: «Тупӑннӑ. Чӗрӗ. Шырава хутшӑннисене пурне те тав», - тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехетре Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви упраленийӗ пӗлтерет. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ. Пушарта 48 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 44-ри пӗлӗшӗ ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ ку инкек тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑм тӗпелтен тухнӑ. Ҫак тӗслӗхре ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни ҫирӗпленнӗ. Следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчӗҫҫӗ, суд экспертизисем ирттерӗҫ. Пушар газ плитипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти ача Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче иртекен олимпиадӑна хутшӑнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври ӑслӑ ачасем, тата тӗрӗсрех каласан, химие лайӑх пӗлекенсем, пухӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамраксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗ хими предметӗнчен пуҫланать. Хими предметне лайӑх пӗлекен ачасем малтан муниципалитет тата регионсем шайӗнчи ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, кайран ҫӗршыв шайне тухма тивӗҫнӗ. Ӗпхеве Раҫҫейӗн 51 регионӗнчен 9-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш классенче вӗренекен 200 ытла ача пухӑнмалла. Чӑваш Енрен Ӗпхӳри олимпиадӑна Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан Артем Евдокимов (вӗрентекенӗ – Валентина Павлова) хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пушӑн 12-мӗшӗнче Халӑх вӗренӗвӗн тата ӑслӑлӑхӗн профсоюз организацийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗпе Зинаида Степановӑпа ЧР вӗренӳ министрӗ Срегей Кудряшов ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Кун пирки профсоюзӑн пресс-центрӗ пӗлтерет. Вӗсем республикӑра вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ пирки калаҫнӑ. Профсоюз вӗрентекенсен оклачӗсемпе ставкисене хӑпартмалла тесе шухӑшлать, ҫакна ҫине тӑрсах ыйтать. Нумаях пулмасть Чӑвашстат вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 2018 ҫулхи вӑтам шалӑвне шутланӑ. Шкулти вӗрентекенсен кӑтартавӗ 24 356 тенкӗпе танлашнӑ, ача пахчинчи педагогсен – 22 500 тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Челепи облаҫӗнче слоуп-стайл енӗпе «Раҫҫей Кубокӗн» финалӗ пулнӑ. Палӑртма кӑмӑлла: унта пирӗн ентеш мала тухнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсен турнирӗнче Дмитрий Мулендеев ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл тупӑшӑвӑн тӑватӑ тапхӑрӗнче вӑй виҫнӗ, вӗсенче Дмитрий виҫӗ ылтӑн медале тата «Раҫҫей Кубокӗ – 2019» ята тивӗҫнӗ. Хӗрарамсен ушкӑнӗнче слоуп-стайл енӗпе Лана Прусакова вара кӗмӗл медаль илнӗ. Вӑл Раҫҫей Кубокӗн малтанхи тапхӑрӗсене хутшӑнман, мӗншӗн тесен фристайл енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне хатшӑнма хатӗрленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей (халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн филиалӗ шутланать) поэзипе музыка каҫӗ ирттерет. «Имена поэтов славьте в песне вы» (чӑв. Поэтсен ятне мухтӑр эсир) ят панӑ мероприяти пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланмалла. «Сӑвӑ вулама, юрӑ юрлама юратакан тата ҫавна итлеме кӑмӑллакансене пурне те йыхравлатпӑр», — тет музей ертӳҫи Антонина Андреева. Поэзипе музыка каҫне Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши музейне 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл урамӗнче уҫнӑ. Вӑл Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан С.В. Черкасов мещен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурта Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомне панӑ. 1921 ҫулхи ҫуркунне унта чӑваш поэзийӗн никӗслевҫи тата паллӑ патшалӑх деятелӗ Ҫеҫпӗл Мишши куҫарупа издательство комиссийӗн тӑлмачи пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Opera21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӗп хормейстерта ӗҫлекен, Чӑваш АССРӗн халӑх артистне Анатолий Фишера уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине ӗмӗрлӗх уйӑрса тӑма йышӑннӑ. Капла хута паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Анатолий Фишер 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ижевскра ҫуралнӑ. Фортопиано класӗпе музыка шкулӗнче вӗреннӗ, Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче, Мускаври П. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи хор дирижирӗн факультетӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Уйӑхсерен паракан пособие Чӑваш Енри ытти паллӑ культура ӗҫченӗ унччен те тивӗҫнӗччӗ. Укҫана 2014 ҫулта кӑларнӑ «О государственной поддержке культуры и науки в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси ҫинчен) хушупа килӗшӳллӗн параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки тюркских народов. Туссен юмахӗсем» кӗнеке икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Кӗнекене пурӗ 11 халӑхӑн 11 юмахӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче — чӑвашсен, пушкӑртсен, тутарсен, алтайсен, якутсен, казахсен, азербайджансен, узбексен, кӑркӑссен, туркменсен, турккӑсен. Кашни юмах сюжечӗ тӗрлӗрен пулин те вӗсен теми пӗр пек: юмахсем ӗҫченлӗхе вӗрентеҫҫӗ, ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ пулма хӑнӑхтараҫҫӗ, усал туни усалпа таврӑннине ӑша хывтараҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Ачасене илӗртме кӗнекене хитре ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Федорова. Художникӗ – Татьяна Бурдина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар ҫывӑхӗнчи ял-хулапа ҫыхӑнтаракан маршруткӑсенче пассажирсене шутран ытла лартаҫҫӗ. Ҫакна Шупашкарти Ленин район прокуратури нумаях пулмасть ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Транспорта лартма юранинчен ытла ҫын илсе ҫӳрекеннисем —А.П. Салмин, О.П. Евсюков уйрӑм усламҫӑсем тата «Шупашкарти таксомотор паркӗ» акционерсен хупӑ обществи иккен. Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ маларах асӑннӑ ҫав усламҫӑсен тата Хулари таксомотор паркӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хутсене ятарлӑ орган пӑхса тухса явап тыттарӗ. Юлашкинчен асӑннӑ таксомотор паркӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе вара прокуратура кӑлтӑка пӗтерме хушса хут та ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче сысна грипӗпе чирлесе пӗр ҫын вилнӗ. Чирлесе ӳкнӗ хӗрарӑма пульницӑна вырттарнӑ, анчах вӑл тепӗр кунхине сывлама пӑрахнӑ. Ҫак хыпара ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетнӗ: унашкал тӗслӗх чӑнах та пулнӑ. Ведомство асӑрханма та сӗннӗ: профилактика тӗлӗшпе алла час-часах ҫумалла, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла. Сысна грипӗпе чирленине акӑ мӗнле пӗлме пулать: ӳт температури пысӑк, ӳслӗк тухать, сунас пуҫланать, пыр тата пуҫ ыратать, сывлама йывӑр, мышцӑсем ыратаҫҫӗ, конъюктивит аптӑратать. Сысна грипӗ ерсен тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла, унсӑрӑн чир шала каять. Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 1-7-мӗшӗсенче Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 6184 ҫынна шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |