Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енри икӗ паллӑ ҫын: эстрадӑра чылайӑшӗ пӗлекен Евгений Кузнецов тата радиоертӳҫӗре тӑрӑшакан Ольга Элиме пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ. «Туй, туй, туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе ташларӑмӑр, сывлӑша чӗтретсе юрларӑмӑр! Паян Женя Кузнецова авлантартӑмӑр!!! Ольга Элимене качча патӑмӑр!!! Телей, юрату сунатпӑр сана, ҫӗнӗ ҫемье!!!», — тесе хыпарланӑ паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату Фейсбукра. Чӑваш эстрада юрӑҫисем валли сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ автор чылай сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫав шутра радиора ӗҫлекенсем, эстрада юрӑҫисем те пур. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, туя ҫамрӑксем Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ кану базисенчен пӗринче ирттернӗ. Унта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республикӑри паллӑ ертӳҫӗсем таранах тӗрлӗ юбилейпа Ҫӗнӗ ҫул йышши мероприятисене ирттереҫҫӗ. |
Хулара
![]() Паян, пушӑн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пассажира салонран кӑларса янӑ. Ҫакна тепӗр пассажир видео ӳкерсе «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Шупашкарти хура список» ушкӑна кӑларса хунӑ. Пассажир карточкӑпа усӑ курса терминалпа укҫа тӳлеме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Кӗсйинче вара укҫа пулман. Водителӗн терминал ӗҫлемен имӗш. Хӗрарӑм билет илме укҫа парайманнине кура арҫын ӑна ҫавӑтса салонран кӑларса янӑ. Хӗрарӑм тухасшӑн пулман. Водитель пассажиркӑна ҫавӑтса тухнӑ чухне ӳкнӗ. Карттӑпа тӳлейменнишӗн хӗрарӑм водителе айӑпланӑ: карточкӑна юрӑхсӑра кӑларнӑ-мӗн. Тен, унӑн укҫи пулман унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Лесси ятлӑ йытӑ ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн хуҫи, хӗрарӑм, 21 сехет те 35 минутра ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа тӑватӑ ураллӑ тусӗ инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки шыравпа ҫӑлав службин сайтӗнче хыпарланӑ. Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем «Юбилейлӑ» сад юлташлӑхне пӗр тӑхтамасӑр тухса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри альпинист снаряженийӗпе ҫӑла аннӑ та йытта ҫӳле илсе тухнӑ. Кайран йытӑ хуҫи Наталья Никифорова хӑйӗн тата тӑватӑ ураллӑ тусӗнчен ҫӑлавҫӑсене тав туса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Фото cap.ru Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Красноярск хулинче XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пуҫланнӑ, унта Чӑваш Енӗн тӑватӑ спортсменӗ вӑй виҫет. Кун пирки республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи Универсиадӑра ӑмӑртмашкӑн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Республикинчен тӑватӑ спортсмен кӗнӗ. Ҫапла майпа Универсиада ӑмӑртӑвӗсене Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристалҫӑсем, Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ тата Алексей Петров биатлонист хутшӑнаҫҫӗ. Палӑртса хӑвармарни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫалхи Универсиадӑра 50 ытла ҫӗршывран килнӗ 3 пине яхӑн спортсмен тупӑшать, вӗсем медальсен 76 комплектне ҫӗнсе илессишӗн хӑйсен ӑсталӑхне 11 тӗрлӗ спортра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна пӗчӗк хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн ҫирӗп йӗркеллӗ колоние 13 ҫуллӑха ӑсатнӑ, кайран тепӗр ҫулталӑк унӑн ирӗкне чикӗлеме йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Пуҫиле ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 4 сехет ҫурӑра полицие хӗрачана мӑшкӑллани пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна ҫитнӗ специалистсем преступлени пулнине ҫирӗплетнӗ, видеокамерӑра сӑнланнине тишкерме илнӗ. Каштахран арҫынна та тупса палӑртнӑ. Унӑн килӗнче ухтару ирттерни ӗҫ-пуҫа туллин уҫӑмлатма пулӑшнӑ. Хайхи арҫын ҫав кунхине ача пахчи патӗнче тӑнӑ, таврара никам та ҫуккине курса 7 ҫулти хӗрачана йӑтса илнӗ те гаражсем еннелле йӑтса кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑшкӑрсан вӗлерессипе хӑратнӑ. Гаражсен хыҫӗнче вара пӗчӗкскере мӑшкӑлланӑ. Унтан тарса ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева самбо енӗпе чапа тухнӑ ҫын сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Евгений Селиванова канашҫӑна ҫирӗплетме республика ертӳҫи ӗнер йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хушура ҫырни тӑрӑх хакласан, Евгений Селиванов Элтепере ырӑ кӑмӑлтан, чунӗ ыйтнипе пулӑшса пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, тӳлевсӗр ӗҫлӗ. Евгений Селиванов — Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн вице-президенчӗ, Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ. Кӑҫал 66 ҫул тултаракан самбиста нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкар хулин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетме депутатсемпе тӳре-шара пухӑннӑ ларура, Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Хисеп хучӗпе наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 4 сехет ҫурӑра Комсомольскинчи икӗ хваттерлӗ пӗр ҫуртра пушар тухнине, унта пурӑнакан икӗ хӗрарӑмпа виҫӗ ачана Александр Жирнов ҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, вырӑнти электроподстанцире электромонтерта ӗҫлекен Александр Жирнов тата унӑн ӗҫтешӗсем: Андрей Авдонин диспетчерпа Николай Силанов электромонтер пушар пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствине систернӗ кӑна мар, инкекрисене ҫӑлма васканӑ. Вӗсем ҫунакан пӳртрен пилӗк уйӑхри пепкене, виҫӗ ҫулти арҫын ачана тата ҫиччӗри хӗрачана, вӗсен амӑшӗпе кукамӑшне илсе тухнӑ. Андрей Авдонинпа Николай Силанова маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехечӗпе хавхалантарнӑ. Александр Жирнова вара «Пушарти паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗ районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра, 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, хайхи этем хӑйӗн паллаканнине ялта ҫурт тума е туянма хыснаран укҫа парасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ. Хут, паллӑ ӗнтӗ, чӑтать. Кӗҫех хӗрарӑм кӗсйине 560 пин тенкӗ ытларах шӑкӑрт кӑна кӗрсе выртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмӑн апла тӳлеве илме нимле ирӗк те пулман. Маларах вӑл хӑйне эткерлӗхе куҫнӑ ҫурта сутса янӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫурт-йӗр условине юри начарлатнӑ. Ун пеккисем патшалӑх пулӑшӑвне тепӗр пилӗк ҫултан ҫеҫ илейреҫҫӗ. Суд хӗрарӑма укҫана тавӑрса памалла тунӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Шупашкара «Счастливы вместе» (чӑв. Пӗрле телейлӗ) телесериалта Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ артист килӗ. Хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн кино актерӗ тата телеертӳҫӗ Виктор Логинов Ӳнер академийӗн журналистикӑпа телевидени уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе 15 сехетре тӗл пулӗ. Артистпа курнӑҫӑва академи йӗркеленӗ. Виктор Логинов Екатеринбургри патшалӑхӑн театр институтӗнче театрпа кино актёрӗн ӑсталӑхне алла илнӗ. Екатеринбургри академи драма театрӗнче тата Урал ҫыравҫисен Камера театрӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫулта Мускава «Счастливы вместе» телесериалта ӳкерӗнме тухса кайнӑ. Унта вӑл Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ. Екатеринбургра ҫав сӑнара хисеп туса палӑк та лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗр улми куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Николаев урамӗнчи пасарта ыран та ӗҫлӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» тӗрлӗ сорчӗпе паллашма, килӗшнине туянма пулать. «Ҫӗр улми - 2019» курава уҫма тата ҫавна май иртекен мероприятисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Курав пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Курава ирттерме Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви тата Ҫӗр улми ӳстерекенсен пӗрлешӗвӗ пулӑшать. Кӑҫалхи курава ҫӗршывӑн 21 регионӗнчи тата Беларуҫ Республикинчи 90-а яхӑн компани килсе ҫитнӗ. Вӗсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» туса илмелли ҫӗнӗ йышши технологисемпе, ҫӗр улмин сӑтӑрҫисемпе тата чир-чӗрӗпе кӗрешмелли мелсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫынсем вара ҫӗр улмирен пӗҫернӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗсе астивсе пӑхма пултарасҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |