Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫавӑн пекрех пулса тухать Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хуравлани тӑрӑх. Ку пӑтӑрмахлӑ историе Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене ача пахчине ҫӳреме йывӑррине вӑл «Сурский рубеж» хаҫатра маларах ҫутатнӑ. Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккинчи Наталья Орлова тӑватӑ ачине Юнкӑ ялӗнчи ача пахчине кунсерен ӑсатать. Малтан ҫемье М-7 федераци трасси патне 2,5 километр утать, унтан тепӗр 700 метр — «Юнкӑпуҫ» чарӑнӑва. Ҫав вӑхӑтрах Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккине шкул автобусӗ ҫӳрет. Анчах вӑл ача пахчине каякансене лартса каймасть. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев ку ыйтупа Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне ыйту ӑсатнӑ. Унтан СанПин пирки ӑнлантарса хуравланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗкскерсене шкул автобусӗпе турттарни вӗсемшӗнех хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Алексей Кряжинов журналиста инструкци хыҫне пӗркенсе ҫырнӑ хурав питех те тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cаккун пӑсса пассажирсене турттаракан водительсен машинисене конфискацилеме сӗнеҫҫӗ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Сергей Яхатин прокуратурӑра иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. Кунашкал практика Краснодар крайӗнче пур. Унта унашкал ӗҫсем Аслӑ суд таранах ҫитеҫҫӗ. Палӑртмалла: саккуна пӑсса пасажирсене илсе ҫӳрекен водительсен транспортне КоАПӑн 14.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (саккуна пӑсса услам йӗркелени) патшалӑх валли конфискацилеме юрать. Кӑҫал кунашкал водительсен тӗлӗшпе 60 постановлени ҫырнӑ, административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсем пассажирсене «Блаблакар» тата «Контактра» тупнӑ. Ытларахӑшӗ «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳренӗ. Кунашкал водительсем рейс умӗн техосмотр тата медосмотр тухмасӑрах ҫула каяҫҫӗ. Хальлӗхе ҫакнашкал водительсен машинине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ 4 тӗслӗх пулнӑ. Унта транспорта постановлени кӑлариччен 2 уйӑх таран тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗр-пӗр тытӑмӑн ӗҫченӗ тесе ҫынсен килне усал шухӑшпа ҫитекенсем тупӑнма пӑрахман-ха. Ун пек тӗслӗх нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ. 84-ри кинемей патне икӗ хӗр пырса кӗнӗ. Хӑйсене вӗсем вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хайхисем кивӗ купюрӑсене ҫӗннисемпе ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Укҫан номерне ҫырса иленҫи тунӑ. Кайран тата ҫутӑ счетчикӗн кӑтартӑвӗпе паллашма подъезда тухнӑ. Ҫак самантра вӗсенчен пӗри хваттере каялла кӗнӗ. Кинемейӗн 70 пин тенкине ҫаклатса та тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна киле кӗртмелле маррине, пӗр-пӗр тытӑм специалисчӗ текенсенне удостоверенийӗсене тӗрӗслемеллине, укҫа-тенкӗпе хаклӑ япаласене ют ҫынсене тӗллеттерме юраманнине тепӗр хутчен асӑрхаттарса калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗ Федераци Пухӑвне Ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ Владимир Путин каланисенчен педагогсене миллионшар тенкӗ уйӑрса пулӑшас шухӑшлине палӑртасшӑн. Ҫамрӑксем хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче те, регионсен тӗп хулисенче те вӗренеҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче вӗрентекен профессине суйласа илнисем те пур. Анчах вӗсем яла талпӑнниех сисӗнмест. Пысӑкрах хуласене иленнисем яла мар, пӗчӗкрех хуласене те каясшӑнах мар. Владимир Путин «Земство учителӗ» программа йышӑнасшӑн. Ҫӗршыв ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ӑна 2020 ҫултан хута ярасшӑн. Ҫапла вара яла е пӗчӗк хулана ӗҫлеме куҫса каякан педагогсене хыснаран миллионшар тенкӗ укҫа парса пулӑшасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Федерацин хӑрушлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин генеральнӑй директорне Маргарита Замчинскаяна тытса чарнӑ. Вӑл – ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ. Вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пулнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Хыпар» хаҫатра тухнӑ статьяна тӗпе хурса пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тата монополипе кӗрешекен службӑна Финанс министерствипе «Аудит-Консалтинг» фирма хутшӑнӑвӗсене тӗрӗслеме ыйтнӑ. Республикӑри хӑш-пӗр ведомство тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан организацисем Маргарита Замчинская ертсе пыракан компанире экспертизӑсемпе аудит саккас панӑ. Палӑртмалла: Маргарита Замчинская 1957 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тӗреньел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӳлерех асӑннӑ компание 1995 ҫултанпа ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ, е Чӑвашӑн сарӑ кун тӗнчинче те хӗрӳ ӗҫ пырать
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать, Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать, Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Ҫил тивен пучах пуҫ тайса ларать, Тӳпене, ҫӗре ӑшшӑн тав тӑвать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Таврара хӗрӳ ӗҫ кӗвви янрать, Ӗҫ кӗвви янрать – ҫӗнӗ вӑй парать. Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи, Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.
Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи пирки эп тахҫанах шухӑшлатӑп, сӗмленетӗп. (Вулӑр: Яковлев Ю.В. Скворцов – мистик // Юрий Скворцов. Шупашкар, 1992. 30–47 с.; Унӑнах: К проблеме экзистенциального страха в чувашской литературе // Чувашская литература: Вопросы истории и теории. |
Республикӑра
![]() НТВ тунӑ видео скринӗ Шупашкарти студенткӑна кӳршин сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Анчах хӗр айӑпне йышӑнмасть, арҫын хӑй ӑна тапӑннӑ-мӗн. Анастасия Йӗпреҫ поселокне ашшӗне асӑнма килнӗ. Каҫхине вӑл сессие хатӗрленме пӳлӗме кӗнӗ, ҫав вӑхӑтра урамра янӑрашнине илтнӗ. Ӳсӗр кӳрши амӑшӗнчен эрех ыйтать-мӗн. Хӗр арҫынна лӑплантарас тесе тухнӑ, анчах лешӗ ун ҫине сиксе ӳкнӗ. «Ман ҫине сиксе ӳкрӗ те курткӑран ярса тытрӗ, мана чышкипе ҫапма пуҫларӗ. Эп ӑна хам ҫумран сирме тӑрӑшрӑм, вӑл мӑя пӑрассипе, алӑ-урана хуҫассипе хӑратма тытӑнчӗ», - каласа кӑтартнӑ Анастасия. Малалла мӗн пулнине вӑл япӑх астӑвать. Арҫынран хӑтӑлса пӳрте кӗрсен аллинче хачӑ пулнине ҫеҫ астӑвать. Унӑн шухӑшӗпе, пахчара ӗҫленӗ чухне вӑл ӑна кӗсьене чиксе хунӑ. Хӗр чӳречерен пӑхнӑ – арҫын хӑйне йӗркеллех туйнӑ. Каҫхине вара кӳршине пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл пӗр эрне выртнӑ. Настя ун тӗлӗшпе тавӑҫ ҫырнӑ, анчах усси ҫук. Следстви шухӑшӗпе, ӳсӗр арҫын студенткӑшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Халӗ пикен судчен ирӗклӗн тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче инкек пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта виҫӗ ватӑ ҫынна икӗ овчарка тапӑннӑ. Пӗри, 76 ҫулти хӗрарӑм, вилмеллех суранланнӑ. Ку инкек ир-ирех пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йытӑсенчен шар курнӑ икӗ ватӑ ҫын хӑйсене мӗнле туйни пирки пӗлтернӗ. Пӗри — амбулатори сиплевӗнче, тепри Ҫӗрпӳ районӗн пульницинче выртать, унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Инкек вырӑнӗнче юн нумай тӑкӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсен кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем йытӑсем тапӑннине курман, мӗншӗн тесен ку ирех пулнӑ. Ял халӑхӗ овчаркӑсем каҫхине ирӗкре чупса ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хуҫисем вӗсене хӑш чухне каҫхине сӑнчӑртан салтса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑвашупрдор ҫул юсакан подрядчик шырать. Лайӑх хыпар: Улатӑр районӗнче икӗ ҫулта 10 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ: «Шӑмӑршӑ – Суйкӑн – Алтышево – Энӗш» участока. Ҫак ҫул чӑннипех те хӑрушӑ лару-тӑрура пулнине вырӑнти ҫынсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Шӑмӑршӑпа Суйкӑн хушшинче вара вӑрманти ахаль ҫул кӑна, ун тӑрӑх ҫӳреме йывӑр. Ҫак участок ҫинчи кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, ҫӗннине сарӗҫ. Ҫул унчченхинчен сарлакарах пулӗ. Ку ӗҫе кӑҫал ҫу-ҫурла уйӑхӗсенче тӑвӗҫ, унтан техника тӑхтавӗ пулӗ. 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче каллех ку ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ хак – 113 969 004 тенкӗ. Аукцион пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакан 23 ҫулти йӗкӗте ҫар хӗсметне каясран тарса ҫӳренӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Чебоксары24» сайт пӗлтерет. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫынна суд РФ УКн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче каланипе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ, унран 20 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Каччӑ иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче повестка парсан та вырӑнти ҫар комиссариатне медицина, ҫар-тухтӑр тата призыв комиссийӗсем витӗр тухма пӗрре те пыман. Ҫав вӑхӑтрах чӗннӗ ҫӗре пымасӑр тӑма унӑн нимӗнле сӑлтав та пулман. Ку вара ҫар хӗсметӗнчен пӑрӑнма хӑтланни шутланать. Палӑртса хӑвармалла, каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫапла майпа преступлени тунине кӳнтеленсем те ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |