Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитес кӗҫнерникуна, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшне, палӑртнӑ «тӳрӗ линие» тухмӗ. Ҫавӑн пекех ҫитес тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, графикпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ тӗлпулӑва та ирттермӗ: хула ҫыннисемпе курнӑҫмӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприятисене Алексей Олегович чылай пӗлтерӗшлӗрех ӗҫсене пурнӑҫланӑран ирттермӗ. Ҫав кунсенче сити-менеджер Сочи хулинче ҫуллен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумне хутшӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансемпе вӑл унтан таврӑнсан тӗл пулӗ, канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хуравлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби маларах пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ, тӗп ыйтӑвӗ Патшалӑх Канашне ертсе пыракана суйласси пулнӑ. Ҫапла майпа Альбина Егорова председатель должноҫне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫак ларӑвӗнче председателе ҫирӗплетмешкӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн депутачӗсем иртнӗ ларура вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ. Аса илтерер, Альбина Егорова 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх техника университетӗнче экономиста вӗреннӗ. Ултӑ ҫул хушши Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политикӑпа тариф службине ертсе пынӑ, 2016 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗн предселателӗн ҫумӗнче — хысна, финанс тата налуксем енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Валерий Филимонова председательтен кӑларсан ун тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Суд приставӗсен федераци службин сайтӗнчен илнӗ сӑн Суд приставӗсен ӗҫӗ ҫапла – парӑмсене шыраса илесси. Ҫав шутра – алимент укҫине те. Ҫак кунсенче приставсем алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районсенче ытларах пулни пирки каласа кӑтартнӑ. Алимент тӳлемесӗр парӑма кӗнисем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче нумай. Ҫак муниципалитетсенче кашни 68-85-мӗш ҫын парӑмҫӑ-мӗн. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх. Алиментпа парӑма кӗнисен 9 проценчӗ – хӗрарӑмсем. Парӑма татмасан приставсем мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Акӑ кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн ҫынна автомобиль рулӗ умне ларма чарнӑ. Пӗлтӗр парӑмҫӑсенчен 8,5 пин ача валли 175 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. 1400 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 673 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫынна участковӑй хӗненӗ. Ҫакӑншӑн полицейски тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Преступлени тунӑ вӑхӑтра ҫак полицейски Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмӗн участковӑйӗ пулнӑ. Авӑн уйӑхӗнче хайхискер Янкас ҫыннине общество вырӑнӗнче ӳсӗр пулнӑшӑн тытса чарнӑ та участока илсе ҫитернӗ. Анчах лешӗ ӑна унта хӗнесрен сехӗрленсе ӳкнӗ. Нумай шухӑшласа тӑман – вӑрманалла тарнӑ вӑл. Участковӑй те парӑнман – ӳсӗр ҫынна хӑваласа ҫитнӗ те патакпа хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн следстви органӗсем ҫак пӑтӑрмаха пӗтерме мерӑсем йышӑнмашкӑн представлени ҫырнӑ. Анчах участковӑя ӗҫрен кӑларман, ӑна РФ ШӖМӗн «Ҫӗрпӳ» уйрӑмне куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри икӗ пульницӑна юсамашкӑн федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Субсидие пайласси пирки ҫырнӑ хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Ку документпа Раҫҫей правительствин сайтӗнче паллашма пулать. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019-2021 ҫулсенче ҫӗршыври 45 регионти 53 пульницӑна юсамашкӑн тата ҫӗннисене тумашкӑн федераци хыснинчен 70,71 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫак субъектсен йышӗнче Чӑваш Республики те пур. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине тӑвӗҫ. Кун валли 161 миллион тенкӗ кайӗ. 208 миллион тенкӗпе вара Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин стационар ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен кӗҫех цифра телекуравӗ ҫине куҫасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май ҫынсен кирлӗ хатӗр-хӗтӗр илсе телевизора «цифра» ҫине куҫармалла. Паллах, ватӑрах ҫынсене ҫак ӗҫе тума ҫӑмӑл мар. Ҫапах пӑшӑрханмалла мар – нимеҫӗсем пулӑшӗҫ. Вӗсен йышӗне – студентсем, вӗрентекенсем, почтальонсем, социаллӑ ӗҫченсем. Малтанах вӗсене ятарласа вӗрентӗҫ, цифра телекуравӗн приемӗ пирки каласа парӗҫ, хатӗр-хӗтӗре тӗрӗс мӗнле суйламаллине ӑнлантарӗҫ. Вӗренӳ нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, пушӑн 4-мӗшӗнче вӗҫленет. Аса илтерер: кӑҫал ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче аналог телекуравне сӳнтерӗҫ. Цифра телекравӗнче ҫынсем 20 канал тӳлевсӗр курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнче усламҫӑ автобус водительне ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ: 143 пин тенкӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн акӑ мӗн палӑртнӑ: усламҫӑ пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус водительне 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ӗҫ укҫи – пӗтӗмпе 143 пин тенкӗ – тӳлемен. Кунсӑр пуҫне усӑ курман отпускшӑн 11 пин тенкӗ ытла паман. Усламҫӑ тӗлӗшпе икӗ уйӑх ытла шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе мӗнле тӗпченине Вӑрмар районӗн прокуратури тӗрӗслесе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри юсанмалли колонире ларакан ҫын судран пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна талӑкра 8 сехет ҫывӑрма чӑрмантарнӑ-мӗн тата камерӑра сывлӑш ҫитмен иккен. Айӑпланнӑ ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен колони ӗҫченӗсем обход тунӑ чухне шавлаҫҫӗ, ҫавна май талӑкра 8 сехет ҫывӑрма май ҫук. Суда 2015-2017 ҫулсенче камерӑсенче микроклимата тӗрӗслесе ҫырнӑ протоколсене тӑратнӑ. Айӑпланнӑ арҫын ҫирӗп условисенче ларать, ҫавна май тӗрӗслев ҫӗрле те пулать. Анчах ҫывӑракансене вӑратмаҫҫӗ. «Пӳлӗм икӗ пайран тӑрать, пурӑнмалли секцисене пайланӑ, периметрпа тимӗр читлӗхсем евӗр. Айӑпланнӑ арҫынсем ҫак пӳлӗмсенче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен пулаҫҫӗ. Тимӗр читлӗхсенчи секцисене бетон стенасемпе чикӗленӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн айӑпланнӑ ҫынсем воспитани ӗҫӗсен пӳлӗмӗнче пулаҫҫӗ», - тенӗ Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн пресс-службинче. Специалистсене камерӑсенче ирхине тата каҫхине микроклимата виҫме хушнӑ, анчах айӑпланнӑ ҫын тавӑҫа каялла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Вӗршӗнсем» (выр. «Стрижи») пилотаж ушкӑнӗ килӗ. Вӗсем пирӗн патра унччен те пулнӑччӗ-ха. Пилотсем 2014 тата 2015 ҫулсенче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. 2016 ҫулта та вӗсен килмеллеччӗ, анчах ун чухне плана кӗртни пурнӑҫланман, мероприятие пӑрахӑҫланӑ. «Вӗршӗнсем» - Раҫҫейӗн аслӑ пилотажлӑ авиаци ушкӑнӗ. Вӑл 1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Палӑртмалла: Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна та каласа хӑвармалла: 2001 ҫулта Республика кунне «Русские витязи» килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, Ладыковӑн ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарнӑ. Кун пирки Cheb.media портала пӗр-пӗрне пӑхӑнман виҫӗ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ. Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти Атӑл (выр. «Волжский» урамӗнче ҫынна хӗнени пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, Ладыков-кӗҫӗнни йӗрке хуралҫисене пӑхӑнман, вӗсенчен пӗрне тапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна полицин 2-мӗш уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Официаллӑ мар даннӑйсене ӗненес тӗк, 19 ҫулти Олег Ладыков халӗ вӑхӑтлӑх тытмалли изоляторта. Каярахпа «Ҫыхӑнура» формура хыпара ҫӗнетнӗ: полицейскисем Росгварди пулӑшнипе лимузина тытса чарнӑ (салонри ҫынсем ҫапӑҫу вырӑнӗнчен тарнӑ). Ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, полици уйрӑмӗнче Олег Ладыков полицин патруль службин пӗр ӗҫченне питрен ҫапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |