Чӑваш чӗлхи
![]() Сантӑр Савкилта Германире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, «Ирӗклӗ сӑмах» сайта пуҫараканӗ Александр Савельев паян 30 ҫул тултарнӑ. Ашшӗ амӑшӗ унӑн Тутарстанри Нурлат районне кӗрекен Лачака ялӗнчен. Александр хӑй вара нумай ҫул Мускавра пурӑннӑ, унтах аслӑ пӗлӳ илнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Савкилта чӑваш ятне илнӗ ҫамрӑк инҫетри ҫӗршыва ахаль кайман — унта вӑл тӗпчев ӗҫӗсене хутшӑнать. Eurasia3angle тӗпчевҫӗсен ушкӑнӗ алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерес тӗллевпе йӗркеленнӗ, Германири Йена хулинче тӗпленнӗ. Сантӑр Савкилта вӑл ушкӑнра 2016 ҫултанпа ӗҫлет. Сӑмах май, 2017 ҫулта, Александр историлле чӗлхе пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери 23-мӗш конференцине хутшӑннӑ (Сан-Антонио, АПШ) — унта вӑл чӑваш чӗлхинчи вырӑнти калаҫӑвӗсем кӑк тӗрӗк чӗлхине реконструкцилеме мӗн енчен пулӑшма пултарни пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Китайри конференцисене хутшӑннӑ, Шупашкара та пӗрре мар килсе кайнӑ. Сантӑр Савкилтана ытларах «Ирӗклӗ сӑмах» сайт йӗркелӳҫи пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑшнипе ҫав сайт хыпарсене аналитикӑллӑ та тӗрлӗ енлӗ ҫутатакан ресурс пек палӑрса юлчӗ. |
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Куславккари автостанцие хупма пултараҫҫӗ. Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫакна тума темиҫе сӑлтав та пур. Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче автостанци харпӑрҫи хупӑнасси пирки администрацие пӗлтернӗ. Ӑна нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хупма планланӑ. Вокзалӑн тупӑш ҫук-мӗн. Анчах вӑл хупӑнсан ҫынсен ытти ҫӗре мӗнле тухса ҫӳремелле? Ҫак ыйту шухӑшлаттарать тӳре-шарана. Анчах «АвтоВАСа» ку пӑшӑрхантармасть. Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерствинче пӑхса тухнӑ. «АвтоВАС» малалла икӗ условипе ӗҫлеме килӗшнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, перевозчиксен килӗшӳ тумалла тата хӑйсен автобусӗсене автостанцирен Куславкка районӗнче 6 маршрутпа ямалла. Иккӗмӗшӗнчен, пассажирсен вокзал кассинчен билет туянмалла. Тепӗр майлӑ каласан, водительсен хулари ытти чарӑнура чарӑнса ҫынсене лартмалла мар. Анчах ку услови куславккасен пурнӑҫне йывӑрлатӗ: автостанцие ҫитес тесен сахал мар утмалла. Автостанци чӑнах та хупӑнсан ҫынсем автобуссене «Булат» кафе умӗнче кӗтсе тӑма пуҫлӗҫ, унтах расписани ҫакӗҫ. Кун пек чухне билетсене водительсем хӑйсем сутӗҫ. Куславккари автостанци мӗнле майпа ҫакӑн пек лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ-ха? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хӑйӗн ачине чышкӑпа воспитани парасшӑн пулнӑ. Хайхискер 2009 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлне пӗрмай ҫапнӑ. Ҫакна амӑшӗ чӑтса тӑрайман – полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Куншӑн ашшӗне явап тыттарнӑ. Ҫак кунсенче суд пулнӑ, ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи утӑччен ывӑлне ытлашши ҫирӗп воспитани панӑ, пӗчӗкскере пӗрре мар ҫапнӑ. Юлашкинчен амӑшӗ ҫакна пӑхса тӑрайман, йӗрке хуралне кайса заявлени ҫырнӑ. Унччен вӑл полицие ҫитме шикленнӗ, мӗншӗн тесен упӑшкинчен хӑранӑ. Судра ача ашшӗ ӑна чӑнах та хӗненине ҫирӗплетнӗ, кӳнтеленсем те арҫын ывӑлне ҫапнине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать. Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра. Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и? Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен. Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен. Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Сар.ru сӑнӗ Раҫҫей культура министрӗн Владимир Мединскин шухӑшӗпе, Шупашкар сахалтан та 200-250 ҫул аслӑрах. Ҫакӑн ҫинчен вӑл Шупашкара иртнӗ эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, килсен каланӑ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат ытларикун тухнӑ номерте пӗлтернӗ. Владимир Мединский Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ чӑмӑртаннӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине уявласа ирттерме туса хунӑ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ертсе пынӑ. Унта Шупашкар таса та хӑтлӑ хула пулнине, ҫавна май Чӑваш Ен культура министерстви ҫумӗнче кинокомисси йӗркелеме, Мускавран, ытти хуларан паллӑ кинокомпанисене фильмсем ӳкермешкӗн чӗнсе илме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, историк пулнӑ май, Шупашкар хули 550 ҫулта кӑна пулма пултарайманни ҫинчен асӑннӑ. «Хаяр Иван патша ҫарӗ пуш хирте чарӑнманах ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сирӗн ӑсчахсен, археологсен ку ыйтӑва ҫине тӑрса тӗпчемелле. Раҫҫейри ҫӑлкуҫсемпе танах чикӗ леш енчисене те тишкермелле», — палӑртнӑ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Ульяна Салмина амӑшӗпе пӗрле Тӗкӗрҫ рашчин администрацийӗ патне вӑрӑм ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл зубр ҫури валли ят шыранине ҫырса кӑтартнӑ. Ульянӑпа амӑшӗ 20 яхӑн ят сӗннӗ. Рашча администрацийӗн ӗҫченӗсене тӳрех иккӗшӗ килӗшнӗ: Мулат тата Юман. Мулат ятра зубр амӑшӗн саспаллисем пур: вӑл Мулана ятлӑ. Юман вара ҫирӗп сывлӑха кӑтартать. Чӑвашсем сывлӑха юманпа танлаштараҫҫӗ-ҫке-ха. Кунсӑр пуҫне юман – республикӑн символӗ. Ҫапла майпа зубр ҫури Мулат Юманович пулса тӑнӑ. Рашча администрацийӗ пӗчӗк Ульянӑна 2019 ҫул валли календарь парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫемйипе зоопарка пӗр уйӑх тӳлевсӗр ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юратакансен кунӗ ҫывхарать. Аса илтерер: Ҫветтуй Валентин кунне нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Юратакансен уявӗнче Шупашкарти Мускав районӗ акци ирттерме палӑртнӑ. «Уйрӑлмасӑр – пӗр кун» ятлӑ вӑл. Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун ЗАГС уйрӑмӗнче уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсенчен заявлени йышӑнмӗҫ. Уявра ҫак шухӑшпа пынӑ упӑшкипе арӑмне тепӗр хутчен ларса тӗплӗн шухӑшлама ыйтӗҫ. Палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЗАГС пайӗнче уйрӑлакансем хальлӗхе ҫук-ха. Кӑмӑллӑ хыпар пур вара: ҫак кун 5 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юрий Шакеев тунӑ сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарта Ладыковӑн 19 ҫулти ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: хулара ҫамрӑксен ушкӑнӗ хирӗҫнӗ, тытса чарнӑ чухне Ладыков-кӗҫӗнни полицейские тапӑннӑ, полици уйрӑмӗнче пӗрне питӗнчен ҫапнӑ. Паян Шупашкарти Калинин районӗн судӗнче Олег Ладыковӑн ӗҫӗпе суд ларӑвӗ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 318-мӗш (влаҫ представительне хур кӑтартнӑшӑн) тата 115-мӗш (ҫапнӑшан) статйисемпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ларура прокурор ҫамрӑка икӗ уйӑхлӑха арестлеме ыйтнӑ. Суд вара урӑхла йышӑну тунӑ: Ладыков-кӗҫӗннине ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен килти ареста лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче пысӑк тиев турттаракан транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫак кунсенче йышӑну хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиев турттаракан автотранспорта хулана кӗме кӑҫал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чарӗҫ. Хула тӳри-шари кунашкал йышӑнӑва ҫуркуннесерен тӑвать, ҫапла майпа вӗсем ҫакӑ автомобиль ҫулӗсене ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра хытӑ арканасран упрама пулӑшасса шанаҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр хулана кун йышши машинӑсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӗме чарнӑччӗ, ҫак тапхӑр ун чухне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен тӑсӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |