Культура
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкарта «Мир» радиостанци ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, «Мир» телерадиокомпанин председателӗпе Радик Батыршинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки «МИР 24» хыпарлать. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта 96,5 FM хумсем ҫинче талӑкӗпех ҫак радиона итлеме май пулӗ. Эфирта пӗтӗм тӗнче хыпарӗсемпе пӗрлех халӑх кӑмӑллакан юрӑ-кӗвӗ те пулӗ. Хыпарсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та вулӗҫ. Малашне эфира автор программисемпе те пуянлатма палӑртнӑ. «Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне кӗрекен чи авалхи чӗлхесенчен пӗри. Эпир вӑл пирӗн хумсем ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупасса, чӗлхене аталанма пулӑшса пырасса шанатпӑр», – палӑртнӑ «Мир» МТРК председателӗ Радик Батыршин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 20 минутра Владимир облаҫӗнче микроавтобус КамАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. 39 ҫулти водитель вӗсене, 14 пассажира, Шупашкартан Мускава илсе кайнӑ. Авари «Атӑл М-7 ҫулӑн 214-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ, Мускав енне каяканскер, руле итлеттереймен те ҫула уйӑракан барьер ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра микроавтобус водителӗ тӑрук ӑнланса илеймен, пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ та ӳпӗнсе кайнӑ. Маршруткӑри виҫӗ ҫын вилнӗ, улттӑшӗ аманнӑ, вӗсене Владимирти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – реанимацире. Вилнӗ ҫынсем Пӑрачкав тата Улатӑр районӗнчи ҫынсем тесе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗмӗрлери пӗр хваттерте пушар алхаснӑ. Жуков маршал урамӗнчи 2-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунни пирки пушарнӑйсене кӳршисем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: пушар тӗпелтен тухнӑ. Залра вара 58 ҫулти хӗрарӑмӑн тата унӑн 29-ти ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Вӗсем хваттерте пӗрле пурӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Алексей Вязов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушӑ пукан хуҫи тупӑннӑ. Ку должноҫа Дмитрий Неяскин йышӑннӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Дмитрий Неяскин Алексей Вязов пекех ЗАГС пайӗсемпе ӗҫлӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Юстици министерствине кадр резервне кӗртмелли кандидатурӑсене пӑхса тухакан конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ун чухне Дмитрий Сергеевич Неяскина кадр резеврне кӗртнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Неяскин хушамат сайра хутра тӗл пулать. Унашкал хушаматлӑ тепӗр тӳре-шара пур: ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Сергей Неяскин. 2016 ҫулта панӑ интервьюра вӑл унӑн виҫӗ ывӑл пуррине пӗлтернӗ, вӗсенчен пӗри – Дмитрий Сергеевич Неяскин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ культура министрӗ Владимир Мединский Шупашкар 550 ҫул тултарнипе тата Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫитнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явмашкӑн ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уявсене хатӗрлекен Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ пулӗ. Владимир Мединский ҫак комитечӗн председателӗ шутланать. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев министра Шупашкара кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӗннӗ. Вӑл ун чухне шӑпах Мускавра ял территорийӗсене аталантарас енӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Министр Шупашкара килсен юбилей тӗлне федераци укҫи-тенкипе реконструкцилекен объектсене ҫитсе курӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре тепӗр савут панкрута тухнӑ. Сӑмах – Ҫӗнӗ Шупашкарти «Элма» автокомпонентсен савучӗ пирки. Палӑртмалла: пӗлтӗр тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, ку савут ӗҫ укҫине тӳлеменнипе чи пысӑк парӑма кӗнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ «Элма» авткомпонентсен савутне панкрута тухнине пӗлтернӗ. Халӗ унта 6 уйӑхлӑха конкурс производстви уҫнӑ. Савутӑн парӑм та сахал мар: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗ тӗлне вӑл кридиторсен умӗнче 8,5 ытла миллион тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ. Ӗҫ укҫине 225 ӗҫчен илмен. Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче шалун пӗр пайне тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын двигатель туянасшӑн пулнӑ, анчах ун вырӑнне ӑна икӗ михӗ кирпӗч ярса панӑ. Куншӑн вӑл самай укҫа тӳленӗ. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие килсе йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Chery Fora автомобиль валли двигатель сутнине курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ таваршӑн 27 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ, двигателе транспорт компанийӗ урлӑ ярса пама шантарнӑ. Посылка килнӗ-ха, анчах унта двигатель мар, икӗ кирпӗч пулнӑ. Арҫын сутуҫӑ патне шӑнкӑравланӑ, анчах лешӗ телефона сӳнтернӗ ӗнтӗ. Полицейскисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ярославльте пурӑнакан 29 ҫулти арҫын. Ӑна РФ ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Нурӑс салинчен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 10 ҫынна яхӑн пулнӑ. Юрать, никам та вилмен. «Луидор» автобус «Шупашкар-Сурское» автоҫулӑн 52 ҫухрӑмӗнче 10 сехет те 40 минутра ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель руле итлеттереймен. Салонри пассажирсем вӑйлах аманман. Каштахран пӗр ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑма коллекторсем шӑнкӑравласа йӑлӑхтарсах ҫитернӗ. Вӗсем парӑма татма ыйтнӑ. 3 эрнере коллекторсем хӗрарӑм патне 51 хутчен шӑнкӑравланӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн вара вӗсен ҫакна эрнере 8 хут кӑна тума юрать. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм суд приставӗсен службинчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗҫе ЧР Арбитраж судӗнче пӑхса тухнӑ. Коллекторсем ларӑва пыман. Суд приставӗсем административлӑ протокол ҫырса лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ. Коллектор организацийӗ парӑмҫӑн тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем патне те шӑнкӑравланӑ. Тепӗр суд ларӑвӗ нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ. Палӑртмалла: кунашкал тӗслӗх Чӑваш Енре тата пулнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче кӑна 15 ҫын коллекторсем тапӑнни пирки суд приставӗсен службине заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Карапаш ялӗнче ҫӳп-ҫап тиесе кайма килнӗ ятарлӑ техника кюветра чӑмнӑ. Водитель кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Ялта ҫула юртан лайӑх тасатман, вӑл шуҫлак, хӑйӑр та сапман. Ҫавна май машина кювета чӑмнӑ. Водитель тепӗр ик сехетрен кӑна тухайнӑ. Ӑна вырӑнти халӑх пулӑшнӑ. Вӑл малтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне шӑнкӑравласа трактор яма ыйтнӑ. Анчах хурав пулман, трактор ҫитмен. Водитель кунашкал пӑтӑрмаха пӗрре мар лекнӗ-мӗн. Юр вӑйлӑ ҫунӑ чухне вӑл Хуракасси ялӗнче те кӗрсе ларнӑ. Ун чухне ӑна полицейскисем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |