Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫал «Цифровая трансформация сельского хозяйства» (чӑв. Ял хуҫалӑхне цифра енчен трансформацилесси) проекта пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑрӗ. «Раҫҫейӗн космос тытӑмӗсем» холдингӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Правительствипе холдинг пирӗн тӑрӑхра универсаллӑ цифра экономикине йӗркелессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ятарлӑ килӗшӗве енсем иртнӗ ҫул вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫсене 2019-2021 ҫулсенче пурнӑламалла. Агроэкспорта, агронаукӑна аталантарас, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес тата ялсене аталантарас ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Патшалӑх Канашне кӑҫал янӑ Ҫырура та асӑнса хӑварнӑччӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев агропромышленность комплексне туллин цифрӑламалли ыйтусене татса памаллине палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Чӑвашкасси — тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗ. Кунта пурин те ячӗсем тӗп чӑвашла: Илепер, Ахмантей, Сарпинес, Пинеслу, Илемпи... Эпир килхуҫи старикпе калаҫса ларатпӑр. Килхуҫи карчӑкӗ кӗлетрен туприне кӑларса хӗвел ҫине ҫакать. — Э-э-эй, хальхи арча вӑл ячӗ кӑна ӗнтӗ! — ятлаҫать карчӑк. — Каллех кӗве тапӑннӑ! — Тахҫан хӗр чухне ҫӗленӗ кӗпине силле-силле калаҫать, — Чӑн-чан арчара пӗр кӗве те пулмасть те ҫав... Чӑтаймарӑм, мучипе калаҫма чарӑнсах ун патне пытӑм та чӑн-чан арчара мӗншӗн кӗве пулманнине ыйтрӑм. — Ара, хальхи арчана кам мӗнле йывӑҫа курать, ҫавӑнтан тӑвать те. Ӗлӗк арча тума ятарлӑ йывӑҫ шыранӑ. Ҫав йывӑҫ шӑршине кӗве чӑтаймасть. — Мӗнле йывӑҫ вара вӑл? — Арчине мар, ҫав йывӑҫне арча тесе каланӑ тет ӗлӗк. — Мӗнлерех йывӑҫ пулнӑ-ши вара вӑл? — Ара, урттӑш пекскер тетчӗҫ. Анчах урттӑш вӑл пӗчӗккӗ, леш йывӑҫӗ вара юман пекех сарӑлса ӳсет тет. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Германире «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Виктор Чугаров режиссер хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Эпир Виктор Чугаровпа ҫыхӑнса фильм тӗллевӗпе кӑсӑклантӑмӑр. Акӑ епле хуравларӗ вӑл пире: «Фильм ӳкересси — маншӑн ӗҫ мар. Вӑл — манӑн чун киленӗҫӗ. Ӑна ӳкернӗ май эпӗ чунтан киленетӗп, пултарулӑха аталантаратӑп». Виктор Чугаров фильмӗнчи сӑнарсем — чӑвашла пӗлекен ҫынсем. Нимӗҫсем-и вӗсем е урӑх наци ҫыннисем-и — пӗрех. Кайран ҫав фильма пӑхни пӗр ачан чунӗнче те пулин чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑл ҫуратасса тем пекех шанать Виктор Чугаров. Ҫитес уйӑхра Виктор Парижра пурӑнакан, чӑвашла калаҫакан ҫынсене шырама пуҫласшӑн. Вӗсене те вӑл фильмра сӑнарласшӑн. Пуш уйӑхӗнче Шупашкарта ӳкерме ӗмӗтленет. Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Берлинта чӑвашсен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Голландинче ҫул ҫӳревпе пулнӑ ҫынсем Шупашкара заправкӑна кӗрсе тухнӑ. Электрокарпа ҫул ҫӳрекенскерсен зарядки ларас патнех ҫитнӗ. Шупашкарта вӗсем «Чӑвашэнерго» предприятин заправки патӗнче чарӑннӑ. Шупашкарти Гладков урамӗнчи 13-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫутӑ зарядкин станцийӗ пирӗн республикӑра пӗртен пӗрре ҫеҫ-мӗн. Шупашкарти электрозаправка станцийӗ тест мелӗпе ӗҫлет, ҫавна май машина аккумуляторне вӑл тулевсӗр зарядкӑласа парать. Запраквкӑпа усӑ курас тесен чип-карточка кирлӗ. Ӑна «Чӑвашэнергӑн» филиалӗнче тӳлевсӗр параҫҫӗ. Электромобиле регистрацилени пирки хут ҫеҫ ыйтаҫҫӗ. Голландирен Германипе Финлянди витӗр килекенскерсем Хусанти, Елабугӑри, Ижевскри тата Пермьри ҫавӑн пек станцисене те ҫула май пахалассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канаш хулинче тимӗр тирпейлекен производство хута яма палӑртнӑ. Вӑл асӑннӑ хулара аталантаракан«Канаш» социаллӑ пурнӑҫпа экономика территорийӗнче вырнаҫмалла. Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ территорие резиденчӗ тесе хальхинче «КанПромТех» тулли мар яваплӑ обществӑна йышӑнӑ. Ӑна ҫавна май ятарлӑ реестра кӗртнӗ. «КанпромТех» предприяти тимӗр-тӑмӑр тирпейлеме палӑртать. Ҫулталӑкра вӑл производство калӑпӑшне 6000 тоннӑна ҫитерме ӗмӗтленет. Производствӑна хута ярсан предприяти 40 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗ туса парӗ. Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерстви «КанпромТех» тулли мар яваплӑ общество производствӑна 90 миллион тенкӗ ытла хывма палӑртнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алексей Трофимов ӳнерҫӗ Паян кун тӑван халӑхӑн мухтавлӑ академикӗ Алексей Трофимов (Сатук) ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Алексей Сатук пирки Л. Пэленич Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл — чӑваш ӳнерӗнче искусствоведени докторӗ ята тивӗҫнӗ пӗрремӗш ӑслайҫӑ-тӗпчевҫӗ тата Раҫҫей художество академийӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсем йышӗнчи пӗртен-пӗр хисеплӗ академикӗ. Л. Пэленич Алексей Трофимова «малашне те чӑвашлӑх тӗнчинче хальхи пекех ҫирӗп ӑс-туйӑмпа малаллах утма» суннӑ. «Эсир пурнӑҫ сӑмахне, тӗнчемӗр тем пекех вӗркевлӗ пулин те ялан тӳрӗ чунпа хак парса, ырӑ кӑмӑллӑн вӗрентсе калатӑр. Тавах сире ӳнер вӑрттӑнлӑхӗсене ҫухалма паманнишӗн. Эсир ырӑ-сывӑ пурӑннӑ чух чӑваш тӗнчийӗ малашне те ешерме тивӗҫ», — тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сар.ru сӑнӗ «Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Чӑваш парни» программӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленет. Унӑн премьери нарӑсӑн 2-мӗшӗнче пулӗ, ун чухне Владислав Николев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Токолоро» спектакле те кӑтартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн культура министерстви хыпарлать. Театр туризмне аталантарма тивӗҫ «Чӑваш парни» театрализациленӗ программӑна пӗлтӗрех пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӑна иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Пхукет хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен фестивалӗнче те кӑтартнӑ. «Токолоро» спектакль вара — асӑннӑ программӑн иккӗмӗш пайӗ. Унта хаваслӑ кӗвӗ, чуна тыткӑнлакан ташӑ нумай, ҫавӑн пекех спектакльте тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхине илтме пулать. Палӑртса хӑвармалла, спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов лартнӑ. Художникне Любовь Борисовскаяна Самартан чӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче пурӑнакан Бариновсем пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнине, вӗсене тӳре-шара пулӑшма шантарнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫемье курӑмлӑ пулӑшу тивӗҫменнине, тӳре-шарана кӳреннине те хыпарланӑччӗ. Нумаях пулмасть РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов пушарта шар курнӑ нумай ачаллӑ Бариновсене ҫурт туянса панӑ. Депутат ҫав ялтах ҫурт илнӗ. Унччен маларах кил хуҫи хӗрарӑмӗ Наталья Баринова Николай Маловран пулӑшу ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн депутат сакӑр ачаллӑ ҫемье валли 510 пин тенкӗ тӑракан ҫурт туянса панӑ. Аса илтерер: ку таранччен Бариновсем тара илнӗ ҫуртра пурӑннӑ. Вӗсем депутат парнеленӗ ҫурта ҫитес эрнере куҫасшӑн. Нуша курнӑ ҫумье валли ҫынсем укҫа та пухнӑ, ку нухрат вӗсене халь питех те кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Полици ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет. Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын иртнӗ эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пӗрремӗш май урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 79 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ун чухне пӑрӑнса кайман-ха вӑл, тивӗҫлӗ канурискере хӑйӗн машинине лартса унӑн тӑванӗсем патне леҫнӗ. Кайран вара йӗп пек ҫухалнӑ. Кайран тин тӑванӗсем хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнине кура васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ. Чӑнах та, унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми суранланнӑ... Палӑртса хӑвармалла, ҫул-йӗр инспекцийӗ ҫак пӑтӑрмаха курнисене полицие 73-11-62 е 89276675984 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗлтӗр ҫӗршывра 38 пин те 500 ытла суя укҫа тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен финанс министерстви хыпарлать. 2018 ҫулта ултав ҫулӗ ҫине тӑнисем пысӑк укҫана ытларах пичетленӗ. Акӑ, сӑмахран, пилӗк пин тенкӗлӗххисене 27 пин те 763 штук тупса палӑртнӑ, 1 пин тенкӗлӗххисене — 9 пин те 310. Ҫӗнӗ купюрӑсене — 200 тата 2 пин тенкӗлӗххисене — килти принтерпа усӑ курса сайра хутра кӑна «ӳкернӗ». Суя укҫа федерацин Тӗп тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗсенче ытларах сарӑлнӑ: пӗтӗмӗшле шутӑн 71,2 прценчӗ чухлӗ. Ҫав вӑхӑтрах, палӑртса хӑвармалла, ют ҫӗршыв укҫине ӳкерекенсем те тупӑннӑ. Пӗлтӗр Раҫҫейре АПШн суя долларне 2352 штук тупса палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне еврона, китай юаньне, Пӗрлештернӗ королевствӑн стерлинг фунтне килтех пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |