Республикӑра
![]() Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫларӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр службисем водительсене руль умӗнче асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ӑна епле тасатса тӑнипе пӗрлех транспорт хуҫисем хӑйсене мӗнле тытнинчен те килнине палӑртаҫҫӗ. Асӑрханса ҫӳресен, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнсан инкек те пулмӗ. Ҫанталӑк пирки сӑмах май каласан, кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ тесе йышӑннӑ: ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтсе янӑ май сывлӑшӑн талӑкри вӑтам температури 5 градусран ытла чакнӑ. Ҫакна та шута илмелле. Ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн тӗп диспетчерскине (8352) 54-05-00, 8-917-679-23-16 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Трактор савучӗсем» концернӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, организацин Шупашкарти предприятийӗсенче ӗҫлекенсен йышне кӑҫал 2500 ҫын таран ӳстересшӗн. Концернта ӗнентернӗ тӑрӑх. унта производство калӑпӑшне ӳстерес тӗллев лартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Трактор савучӗсем» концернӑн граждан дивизионӗ рабочисем ҫитменнине ҫивӗч туйса илнӗ. Палӑртнӑ поизводство планне пурнӑҫлас тесе кӑҫал концернӑн Шупашкарти предприятийӗсенче йыша 2500 ҫын чухлӗ ӳстермелле. Паянхи кун концернӑн предприятийӗсенче программа управлениллӗ станоксемпе ӗҫлекенсем, электрогазосварщиксем, обрубщиксем, токарьсем, фрезеровщиксем, сверловщиксем, стропальщиксем, слесарьсем, формовщиксем стерженщиксем тата ыттисем ҫитмеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 (800) 350-54-50. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 32 ҫулти водитель паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнче пӗр хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ те тӗрӗссипе ятарлӑ вырӑнта каҫман-ха. Водитель тыткаларӑшӗ те питех тӗлӗнтерет. Пӑтӑрмах паян ирхи 7 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Рено Логан» автомобиль рульне тытса пыракан 32-ри арҫын Шупашкартан Ҫӗрпӗве кайнӑ чух ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Шар курни ҫавӑнтах вилнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑма ҫул айккине сӗтерсе кайнӑ. Ӑна вӑл юрпа хупласа хӑварма хӑтланнӑ. Кайран вырӑнтан кайса ҫухалнӑ. Инкеке лекнӗ (ҫаплах каламалла ӗнтӗ. Асӑрханусӑрлӑха пула хӑй те хуйха ӳкнине тавҫӑрма йывӑр мар) водитель хӑтланкаларӑшне куракансем пулнӑ. Кӗҫех водителе ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Урамсене таксофонсем темиҫе ҫул каяллах вырнаҫтарчӗҫ. Малтанхи вӑхӑтра вӗсем пурри пахаччӗ те пулӗ. Паян урамри таксофонпа усӑ куракансене, тӳррипе каласан, курман та. Ара, карас ҫыхӑнӑвӗ вӑйлӑ сарӑлнӑ хыҫҫӑн тин ҫитрӗҫ-ҫке вӗсем ялсене... Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар-ха... «Ростелеком» акционерсен обществи таксофонпа тӳлевсӗр шӑнкӑравлама май пуррине пӗлтерет. Анчах регион тулашне мар. Республика тӑрӑх. Вӑл пулӑшнипе тус-юлташпа, пӗр-пӗр организаципе ҫыхӑнайӑн. Ун валли таксофон картти те кирлӗ мар. Сӑмах май каласан, паянхи куна Раҫҫейре «Ростелеком» ҫеҫ универсаллӑ пулӑшу кӳрет. Ҫӗршывӗпе вӑл 148 пин таксофона тытса тӑрать. Таксофонсемпе усӑ курса ҫынсем васкавлӑ службӑсене тата ытти вырӑна талӑкӗпех шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шӑмат кун, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти 32-мӗш маршрута автобуссем йышӑннӑ. Асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекенсене пурӗ 15 МАЗ-206 турттарӗ. 32-мӗш номерлӗ транспорт «Машина тӑвакан техникум — Чантӑр» маршуртпа хутлать. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑтам класлӑ транспорта 72 пассажир таран лартма май килет. Унчченхисем 27 пассажир вырӑнӗллӗ пулнӑ. Автобус «Университет-2» микрорайонти Ф. Лукин урамне ҫитет. Чантӑра каякан автоубссене симӗс таблицӑпа палӑртнӑ. Автобуссем 12-15 минутра пӗрре хутлаҫҫӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкарти 33, 35, 42, 46, 52-мӗш маршрутсенче те автобуссем ҫӳреме тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ Регионсен хушшинчи суту-илӳ центрӗн (ӑна МТВ-Центр тесен халӑх лайӑхрах пӗлет) хуҫи улшӑннӑ. Ӑна Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗн Владислав Кригерӑн ҫемйи туяннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-портал пӗлтерет. Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӳ комплексӗ сахалтан та 2 миллиарда яхӑн тенкӗпе сутӑннӑ. Ҫапла майпа тулли мар яваплӑ «МТВ 21» пӗрлӗх, «МТВ-Центрпа» хуҫаланаканскер, харпӑрлӑхҫине улӑштарнӑ. «Контур. Фокус» тытӑмра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлӗх капиталӗ 100 проценчӗпех Лидия Кригер аллинче. Лидия Кригер вара Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн чи пуян депутачӗн Владислав Кригерӑн амӑшӗ. Палӑртса хӑвармалла, унччен «МТВ 21» Питӗрти «Бст Центр» пӗрлӗхӗн тата «Санкт-Петербург» лизинг компанийӗн учредителӗн Ирина Беликӑн пулнӑ. Николай Герасиовӑн суту-илӳ комплексӗ панкрута тухсан «МТВ-Центр» «Санкт-Петербург» банка пӑхӑнакан предприяти аллине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Улатӑрти сивӗтмӗш савучӗ панкрута тухнӑ. Хайхи предприятин темиҫе милллион тенкӗлӗх парӑм капланнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗ Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ сивӗтмӗшсем кӑларакан савут пакрута тухнине ҫирӗплетнӗ. Унӑн учредителӗ — тӑван республикӑн харпӑрлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Савутӑн, тӗпрен илсен, «Газпром межрегионгаз Чебоксары», «Электроприбор» савут тата ытти предприяти умӗнче 26 миллион тенкӗ ытла парӑм пухӑнса кайнӑ. Палӑртса хӑвармалла, хальхи вӑхӑтра конкурс ӗҫӗ-хӗлӗ пырать, вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, савутӑн тӗп директорне те ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑшарнире, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче «Kia Rio» ҫӑмӑл автомобиль икӗ хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ та тарса ҫухалнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн 79 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ, тепӗр хӗрарӑма пульницана илсе кайнӑ. Авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ водителе тупса палӑртма май килнӗ: вӑл Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ иккен. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. 41 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченне должноҫран кӑларнӑ, тытса чарнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗсене вара дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пӗр эрне хушшинче 4300 ытла ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Апла пулин те сезон чирӗсем сарӑлас енӗпе республикӑри лару-тӑру лӑпкӑ шутланать иккен. Акӑ, сӑмахран, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен 4346 ҫын грипп е ОРВИ ертнине тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ юлашки ҫичӗ ҫулхи вӑтам кӑтартупа пӑхсан — 6,9 процент, хӑрушӑ чикӗрен 51,2 процент сахалрах. Чирлесе ӳкнисен пысӑк пайӗ — ҫул ҫитменнисем. ОРВИпе нушаланасси Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта уйрӑмах пысӑк. Ҫавна май 1-мӗш класа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчех шкула пыма чарнӑ, 27 вӗренекене карантина янӑ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта 14 ҫын гриппа чирленине шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енри чӑннипех те ятлӑ та сумлӑ, паллӑ та ӑста журналист Александр Белов 65 ҫул тултарнӑ. Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсенчен ун ятне илтмен ҫын ҫук пулӗ. Ҫамрӑкраххисем ӑна «Советская Чувашия» хаҫатри ҫивӗч статйисем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ, аслӑраххисем вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Путь к коммунизму» (хальхи «Грани» хаҫатра) ӗҫленине кура пулӗ. Александр Белов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн пӗрремӗш редакторӗ пулнине те пӗлетпӗр. «АиФ-Чувашия» хаҫатра та редактор должноҫӗнче тимленӗ. Паян вӑл тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФо» хаҫатра тӑрӑшать. Ӗнер Александр Белов 65 ҫул тултарнӑ. «65 — ҫак число мана питех килӗшмест. Юбилей тейӗн, анчах темле пиҫсе ҫитейменскер. Ҫавӑнпа ӑна мӗнпе те пулин пуянлатас килет», — аса илсе ҫырнӑ ӗҫтешӗмӗр ӗнер Фейсбукра. Александр Белов амӑшӗпе, Зоя Уманскаяпа, ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ май унпа темле йывӑрлӑха та ҫӗнме май пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |