Хулара
![]() Ҫул-йӗр ҫинче инкексем, шел пулин те, час-часах пулкалаҫҫӗ. Пур чухне те пысӑк пӑтӑрмахпа вӗҫленменни этем кипкепе суралнине пӗлтерет пулинех. Акӑ, Шупашкарта пулса иртнӗ пӗр тӗслӗх. Ӑна «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ. Машинӑри видеорегистратор тӑрӑх хакласан, пӗр хӗрарӑм таҫта питӗ васкани сисӗнет. Вӑл автомобиль ҫулӗ патне ҫитичченех чупса пыни курӑнать. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул ҫине ҫитсен те хӑвӑртлӑхне чакармасть — унталла-кунталла пӑхмасӑрах вирхӗнсе кӗме ӑнтӑлать. Унччен те пулмасть — такӑнса ҫул варрине персе анать. Юрать-ха, автомашина хуҫи чарса ӗлкӗрет. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнта кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта 28-ти хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче ӗҫлекенсене тата мӗн пур ачана ппр тӑхтаса тӑмасӑр эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки паян, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ. «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчинче ют япалана иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Ҫавна май шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗнчен мӗн пур ӗҫчене тата унта ҫӳрекен 215 ачана урама илсе тухнӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем иккӗленӳ вӑратнӑ япалана тӗрӗсленӗ те пурне те лӑплантарнӑ. Хайхи ҫав япала ача-пӑча вылямалли раци пулнӑ иккен. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ эрнере хула ҫыннисен хӑрушлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ултӑ пӑтӑрмаха шута илнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Пӗр водитель ҫул ҫинче аварие лекнӗ ҫынна пулӑшас тенӗ те… хӑй штраф тӳленӗ. Хайхискер ҫул ҫинче пынӑ чухне пӗр машина кювета чӑмнине асӑрханӑ. Унта ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем те пулнӑ. «Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чакаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне кювета ҫаврӑнса ӳкнӗ ҫӑмӑл машинӑна куртӑм. Малтанах эпӗ иртсе кайрӑм, анчах кайран таврӑнтӑм: тен, пулӑшу кирлӗ. Хамӑн машинӑна ҫулӑн тепӗр енче лартса хӑвартӑм та ҫул урлӑ каҫрӑм. Тӳрех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем патне пырса пулӑшу кирлипе кирлӗ марри пирки ыйтрӑм. Анчах вӗсем ман ыйтӑва хуравламарӗҫ кӑна мар, мана юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑшӑн штраф та ҫырса пачӗҫ. Япӑх пулас мар тесен ырӑ ан ту теҫҫӗ», — ҫапла каласа кӑтартнӑ пулӑшу сӗннӗ водитель. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗн сучӗ «Мунча-прачка комплексӗн» экс-директорӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна должноҫӗпе усӑ курса укҫа кӗсьене чикнӗшӗн явап тыттарнӑ. Суд приговорӗ ҫирӗп янӑранӑ: экс-директора ҫирӗп режимлӑ колоние 4 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унан комплекса кӳнӗ такака – 1 миллион ытла тенке – саплаштармалла. Следстви тата суд акӑ мӗн пӗлтерет: 2013 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑл предприяти кассинчен 930 пин тенкӗ илнӗ, унпа вырӑнти 7 ҫынран «Мунча-прачка комплексӗ» валли вутӑ туянма палӑртнӑ имӗш. Ку укҫана вӑл кӗсйине чикнӗ. Ҫавӑн пекех пуҫлӑх 2016 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2017 ҫулхи авӑнччен хӑйӗн автомобильне предприятие тара панӑ, куншӑн 120 пин тенкӗ компенсаци илнӗ. Ӗҫрен кӑларсан та лӑпланман вӑл: интернет-банкинг тытӑмне кӗме май пуррипе усӑ курса предприятирен хӑйӗн счечӗ ҫине 17 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн «Медиалоги» федераци информаципе аналитика компанийӗ Атӑлҫи федераци округӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен пуҫлӑхӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. 2018 ҫулта Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, 2017 ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарнӑ: 4500 ытларах. Ҫапла майпа ку кӑтарту 39124-па танлашнӑ. Медиаиндекса шутланӑ чухне федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернӗ, вӗсенчи кӑтарту тӑрӑх медиатанлаштарӑм хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкра хула администрацийӗ ҫӗнӗ конкурс пуҫарасси пирки пӗлтерет. «Хӗллехи Спортланди» ятлӑскере хулари ача пахчисем хутшӑнӗҫ. Ача пахчисен картишӗсенче воспитательсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ юртан композицисем тӑвӗҫ. Тӗслӗхрен, тӑвайкки, пӑрлӑ ҫулсем, лабиринтсем… Чи кирли – хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнни. Тата юртан тунӑ япаласен ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑмалла. Ӗҫсене конкурс комиссийӗ хаклӗ. Вӗсене нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хатӗрлеме юрать. Палӑртмалла: ҫак конкурса ача пахчинчи картишсене хӑтлӑлатас, хитрелетес, вӗренӳ учрежденийӗнче вӑй хуракансен йышӗнче пултаруллисене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна хӑйӗн арӑмне пусмӑрланӑшӑн, мӑшкӑлланӑшӑн тата ирсӗрле ясар шухӑшне чӑна ҫавӑрнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех арӑмне хӗненӗ, пуҫӗпе холодильник ҫумне темиҫе хутчен ҫапӑнтарнӑ, унтан ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Унпа та ҫырлахман — мӑшкӑлланӑ, ирсӗрле ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Ҫав кун упӑшки арӑмне пирвайхи хут асаплантарма иккен, унччен те ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Кашнинчех — ӳсӗрле. Арҫынна ҫавӑн хыҫҫӑнах тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Апла пулин те вӑл паянхи кун та хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухса йышӑну кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Кондратьев Чӑваш Ен прокурорӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Мари Элта ҫак должноҫрах ӗҫленӗ Александр Кондратьев йышӑннӑ. Александр Александрович 1989 ҫулта Звенигово районӗнчи прокуратурӑра следовательте стажерта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1994-2000 ҫулсенче унтах прокурор ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2007 ҫулта ӑна Мари Эл прокурорӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна ку ӗҫрен кӑларнӑ. Александр Кондратьев ҫӗнӗ должноҫра ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫук, чӑваш халӑх ташшисене тӗпчемен вӑл, халӑх ташшисене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелемен. Ҫитмӗл ҫул каялла вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне ҫуратнӑ – чӑваш халӑх ташӑ ӳнерне Ӑстаҫӑ парнеленӗ. Менелниксенче эпир пурне те ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма сывлӑх сунатпӑр. Куславкка районӗнчи Мушар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Александровна Милютина тус-тӑванӗн шанӑҫне ку тӗлӗшпе те тӳрре кӑларма тӑрӑшатчӗ (ара, каланине мӗн пӗчӗкрен итлеме хӑнӑхнӑ-ҫке-ха!). Шел, ҫӗр ҫула 5 уйӑх пурӑнса ҫитереймерӗ вӑл… 2014 ҫулта Елена Александровна хӑйӗн 95 ҫулне тӑван ялта ывӑлӗ-кинӗпе, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗн ачисемпе, пӗтӗм ял-йышпа паллӑ тунӑччӗ. Аслӑ урам хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе кӗрлесе тӑчӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе техӗмленчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ капмар чечек ҫыххи тыттарчӗ, Путин саламне вуласа пачӗ… Ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан Амӑшӗ ячӗпе чӑваш ӳнерӗн ӑстисем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраттарчӗҫ, ташӑ хыҫҫӑн ташӑ ҫаптарчӗҫ. Пӗри тепринчен маттуртарах: Александр Васильев, Людмила Семенова, Виталий Адюков, Хурамалти фольклор коллективӗ, Елчӗкри «Волжаночка» ансамбль… Елена Александровна хӑй вӑхӑтӗнче ял Совечӗн секретарӗнче тата культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, икӗ ывӑл ҫуратса ҫунат панӑ. |
Хулара
![]() 2019 ҫулӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш кунӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ачана хӑйне евӗрлӗ ятпа регистрациленӗ. Администраци сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пепкесене Турхан тата Радмила ятсем хунӑ. Ҫак икӗ ача пӗр ҫемьерен мар. Турхан Лукиановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Арҫын ача вӗсен — пӗрремӗш пепке. Турханӑн ашшӗ ячӗ те чӑваш ячӗллӗ — вӑл Тайӑр ятлӑ, Николай Лукианов паллӑ юристӑн кӗҫӗн ывӑлӗ. Хӗрача Радмила вара Анатолипе Елена ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӑшӑр виҫҫӗмӗш ачана кун ҫути парнеленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Космос Александрович ҫурални пирки нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |