Республикӑра
![]() Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Кӑҫалхи ҫул тата 2020-мӗш ҫул пирӗн республикӑшӑн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ: Шупашкар никӗсленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. «Паян, пирӗн атте-аннемӗрсем туса хӑварнӑ ӗҫсене малалла тӑсса пымалла кӑна мар, пурнӑҫ таппипе тан ӗҫлесе пымалла. Юбилейсене халалласа эпир тӗллевлӗн ӗҫлетпӗр, ҫитӗнӳсем те ҫук мар. Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗ лайӑхланни чи пысӑк кӑтарту. Ҫӗршыв экономикине аталантарас ӗҫе те пирӗн регион пысӑк витӗм кӳни куҫкӗретех. Пирӗн тӗллевсене пурнӑҫлама вӑй-халӑмӑр та ҫителӗклӗ, кӑмӑлсем те пур, ресурссем хӑватлӑ. Тӗп пуянлӑх халӑхӑн йӑли-йӗрки, пуян ӗҫ опычӗ, кӑмӑл-туйӑм хӑвачӗ пысӑк пулни», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Ӑна Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вуларӗ. Михаил Игнатьев калаҫнине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе тата Наци радиовӗпе итлеме май килчӗ. Хӑйӗн Ҫырӑвӗнче Михаил Васильевич театр пирки те сӑмах пуҫарчӗ. Ку вӑл ытхальтен маррине тавҫӑрма йывӑр-ха: кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Михаил Игнатьев культура сферине укҫа сахал уйӑрнӑ вӑхӑт хыҫа юлнине палӑртрӗ. Юлашки пилӗк ҫулта ҫеҫ ҫак отрасле 7,5 миллиард тенкӗ уйӑрнине пӗлтрече. 2014 ҫулхинчен ҫакӑ 2,4 хут нумайрах. Театрсенче юсав ирттернине асӑнса кайнӑ май кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх пукане театрне юсаса пӗтерессине хыпарларӗ. Культура министерстви умне гастроль ӗҫне анлӑлатма, хамӑр республикӑри кашни хулапа районта, кашни пысӑк тата пӗчӗк салапа ялта спектакльсем кӑтартассине йӗркелеме тӗллев лартрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енри журналистсене преми парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Кунта сӑмах журналистсен премийӗ пирки пырать. Ҫулсерен ҫирӗплетекен ҫак укҫана тивӗҫес тесе калем ӑстисем хӑйсен пӗлтӗрхи сумлӑ ӗҫӗсене тӑратнӑ. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тишкерӳҫи Юрий Михайлов тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш автономийӗн юбилейне тата тӑван тӑрӑхӑмӑрти ятлӑ ҫынсене халалласа ҫырнӑ материалсен ярӑмӗпе конкурса хутшӑннӑ. «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тепӗр тишкерӳҫи Ирина Клементьева ял старостисем ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе Леонид Ильин премине тивӗҫнӗ. Николай Никольский премине Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ редакторне Наталия Николаевӑна тата Михаил Краснов журналиста пама йышӑннӑ. Аслӑрах ӗҫтешӗмӗрсем сӑнани тӑрӑх ҫакна та палӑртмалла: журналистсен премине илме конкурса хутшӑнакансен йышӗ юлашки ҫулсенче чакса пырать-мӗн. |
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет. Ӑна Шотландири паллӑ поэт Роберт Бернс ҫуралнӑ кунне халаллӗҫ. Ҫак уява чылай ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарта ӑна «Бэлтайн ҫулӑмӗсем» ӗлӗкхи тата халӑх ташшисен студийӗ йӗркелет. Яланхи пекех фестивальте ҫак ҫӗршыв пирки нумай истори, сӑвӑ, юрӑ пулӗ. Чылай программӑна Шотлани ташшисене халаллӗҫ. Фестиваль кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра пуҫланӗ. Тепӗр кун 18 сехетре ЧР Наци вулавӑшӗнче Шотланди историйӗсене халалланӑ каҫ иртӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ, унта Юлия Ткачевӑн ӑсталӑх класӗ пулӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Ухсай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче ташӑ каҫӗ иртӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче фестиваль ӑсталӑх класӗпе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашра 6 султи хӗрача кӗске вӑхӑтлӑха ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, лешсем йӑпӑртлӑха кӑна тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗчӗкскер пушар тума ӗлкӗрнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашри Ленин урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Аслисем килте ҫук чухне хӗрача шӑрпӑк тупнӑ та япаласене чӗртсе янӑ. Тӗтӗм йӑсӑрланнине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах хваттере чупса кӗрсе хӗрачана урама илсе тухнӑ. Юрать, пӗчӗкскер шар курман. Ҫулӑм прихожӑйри стенасене сиенлетнӗ. Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр ачасен айӑпне пула 16 пушар тухнӑ, вӗсенче виҫӗ шӑпӑрлан аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 11 ҫамрӑк тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулнӑ. Вӗсене вӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Ҫамрӑксем сахал мар «хура» ӗҫ тунӑ: пуҫиле ӗҫ 25 томран тӑрать. Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнисен йышӗнче 18 ҫул тултарманнисем те пур. Суд вӗсене пурне те айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Улттӑшне колони-поселение тата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2-4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Виҫҫӗшне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул таран айӑпланӑ. Тепӗр икӗ ҫамрӑка 100 тата 140 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи авӑн тата юпа уйӑхӗсенче пулнӑ ку. Ҫамрӑксем Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Муркаш районӗсенчи ялсенчи 6 лавккана ҫаратнӑ. Ушкӑн хаклӑ япаласене вӑрланӑ, тӑкак пӗтӗмпе 500 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче каллех лавкка ҫаратма тӑнӑ, анчах хальхинче вӗсем йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра юр нумай хӳтерчӗ. Сире тем ҫӳллӗш кӗртсем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-и? Ара, хӑш-пӗр вырӑнта юра вӑхӑтра тасатмаҫҫӗ. «Кахал» управляющи компанийӗсемпе кӗрешме Шупашкар хула администрацийӗ акци пуҫарнӑ, вӑл «Стоп-кӗрт» ятлӑ. Сирӗн кил умӗнче ҫакнашкал ӳкерчӗк пулсан пӗр тӑхтамасӑр ӑна сӑн ӳкерӗр те stopsugrob@gmail.com элекронлӑ почтӑна ярӑр. Унта хӑҫан тата ӑҫта ӳкернине палӑртӑр. Хурав яма шантараҫҫӗ: юртан тасатнӑ лапама сӑн ӳкерсе ярӗҫ. Шел те, чылай чухне ҫул хӗррипе лартса тухнӑ машинӑсем юр хырма чӑрмантараҫҫӗ. Управляющи компанийӗ юр тасатасси пирки маларах пӗлтерсе хутсем ҫыпӑҫтарать, анчах ҫакна пур водитель те шута илмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Александр Андриянова тытса чарнӑ. Ҫакна Федераци хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ те ҫирӗплетет. «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем тӳре-шарана мӗншӗн тытса чарнине уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. Хӑрушсӑрлӑх служби комментари паман. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине шӑнкӑравласан ку ыйтупа ӗҫсен управляющийӗпе ҫыхӑнма ыйтнӑ. Лешӗ вара ку ыйтӑва хуравлайманнине пӗлтернӗ, ҫапах Александр Андриянов чӑнах та ӗҫ вырӑнӗнче ҫуккине каланӑ. Палӑртмалла: Александр Андриянов администрацире хула строительствин, ЖКХ тата инфратытӑм енӗпе ӗҫлет, ку должноҫа вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тавлашуллӑ ыйту
Культура
Нумай пулмасть юлташпа калаҫса илтӗм. Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ. «Чӑн та малтан ҫынсем унашкалах ухмах марччӗ», — терӗ вӑл. — «Ӑнлантаран, ӑнлантаран, вӗсен пуҫне вара нимӗн те кӗмест.». Ман юлташ карас телефонӗсем юсакан мастерской тытать. Юсамалли вара нумай — пӗрин телефонӗ блокировкӑланнӑ, теприн экранӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телефонне шыва чӑмтарнӑ… Ҫапла май ун патне пынӑ ҫынсемпе чылай калаҫма тивет, хӑш-пӗр япаласене ӑнлантарса памалла пулса тухать. Ытти юсав мастерскойӗсенче мӗнлине пӗлместӗп те, анчах ман юлташ хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ тума тӑрӑшать. Клиентсем унӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлччӑр тесе кӑсӑк япаласене те ӑнлантарса парать. Юлташ сӑмахӗсем хыҫҫӑн хам та шухӑша путрӑм. Чӑн та халӑх ухмахрах-шим? Ман юлташ паянхипе ӗнерхи куна мар, паллах, танлаштарать. Вунӑ-ҫирӗм ҫул каяллахипе хальхи вӑхӑта. Эпир унпа пӗр вӑхӑталла ҫуралнӑ та танлаштармалли, паллах, пурах. Паянхи кун эпир, калӑпӑр, 1990-мӗш ҫултисемпе танлаштарсан ӑслӑрах темелле. Пирӗн халь кашнин ахаль телефон ҫеҫ мар, смартфон пур, эпир тӗнче тетелне кӗрсе тем те пӗр пӗлме пултаратпӑр. |
Тӗнчере
![]() Таиландри Паттайа хулинче Шупашкарти арҫыннӑн паспортне тупнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак хулара кун кунлакан Сабир Сафиуллин «Про город» хаҫат редакцийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ: тен, паспорт хуҫи тупӑнӗ? Арҫын каланӑ тӑрӑх, вырӑнти ҫынсем курортра Чӑваш Енри ҫыннӑн паспортне тупнӑ. Унта ҫырнӑ ят – Васильев Андрей Робертович. Паспорта тупнӑ ҫынсем Сабир Сафиуллина ҫав ҫынна шыраса тупма ыйтнӑ. Андрей Васильевӑн прописки – Шупашкарта. Документ халӗ Pattaya Park отель ҫывӑхӗнчи каҫхи пасарта информаци будкинче выртать. ЧР ШӖМӗн пресс-служби вара ҫапла палӑртнӑ: ҫынсен тупнӑ паспорта Раҫҫей посольствине памалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |