Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ольга Васильевна Краснова кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен ӗҫе тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Хӗрарӑм хушӑран ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарать, ҫавна май хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест. Ольга Краснова килтен тухса кайнӑ чухне ҫыхнӑ калпак, тӗттӗм кӑвак куртка, хура атӑ, хура джинс шӑлавар тӑхӑннӑ, хӗрарӑмсен хура сумкине йӑтнӑ. Хӑй 165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран. Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлӑр: Роман Коломийцев координатор 89053435033, Светлана Сорокина инфорг 89053435010. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан тӑлахсем валли ҫурт-йӗр тума уйӑрнӑ укҫапа пур ҫӗрте те кирлӗ пек усӑ курайман. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ҫивӗч калаҫу пулнӑ. Раҫҫейӗн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствипе пирӗн республика тунӑ килӗшӳ тӑрӑх федераци хыснинчен пирӗн региона 53,5 миллион тенкӗ субсиди уйӑрма пӑхнӑ. Республикӑн 55 ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫакӑн валли республика хыснинчен 3,4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен хыснинчен тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме пӗлтӗр 93,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку вӑл маларах асӑннӑ килӗшӳре пӑхса хӑварнинчен 30 хута яхӑн нумайрах. 2018 ҫулта пӗтӗмпе 146 миллион тенкӗпе 150 тӑлӑха пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 111 миллиона яхӑн тенкӗпе ҫеҫ усӑ курнӑ, 119 ачана хваттер панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗнче тетелӗ пуррине кура ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне унта палӑртма пултарнине тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Пур чухне те пӗлсех тӗрӗссине ҫыраҫҫӗ-и вӗсем, е ҫук-и — ҫакна татса калама хӗн. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) ӗнер Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекен пӗр пуҫлӑха ятласа ҫырнӑ. Унӑн сӑн ӳкерчӗкне те лартса хунӑ, ятне-шывне те асӑннӑ. Ҫынна пули-пулми айӑплама тӑхтас тенӗ енне унӑн ятне эпир ҫапах та асӑнмӑпӑр. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — пай пуҫлӑхӗ пулма ӑна шаннӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнче кадр выҫлӑхӗ пуҫланнӑ имӗш. Иртнӗ ҫул ҫынсене ӗсрен кӑларма пуҫланӑ пулать. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ҫынсемпе ӗҫлеме пӗлмест тесе ӳпкеленӗ. Вӗренӳ пайӗнчи 4 штат единицинчен 3-шӗнче халӗ ҫын ҫук тесе ҫырнӑ. Ӗҫрен кӑларасран хӑранипе пост авторӗ хӑйӗн ятне кӑтартмассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ку таранччен тӳлевсӗрех кайса курма май пурччӗ – чӗрчунсем валли чӑрӑш илсе килсе памалла кӑначчӗ. Ара, ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн симӗс йӗплӗ йывӑҫа урама тухса ывӑтиччен зоокӗтесе килсе панӑ. Акцие нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Анчах акци палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленнӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен чӑрӑшсем типме пуҫланӑ, унашкаллисем вара чӗрчунсемшӗн юрӑхсӑр. Ҫапла пӗлтерет А.Г.Николаев ячӗллӗ парк администрацийӗ (унта «Ковчег» зоокӗтес вырнаҫнӑ). Палӑртмалла: акци вӑхӑтӗнче ҫынсем 147 йывӑҫ килсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин наградӑланӑ. Регион ертӳҫине Раҫҫейӗн ШӖМӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Чӑваш Енӗн ваҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республика ертӳҫине Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви умӗнче лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн хисеп тунӑ. Грамотӑна Сергей Неяскин министр Шалти ӗҫсен министерствин коллегийӗн паянхи ларӑвӗнче панӑ. Ҫак саманта асра хӑвармалла сӑн та ӳкерсе илнӗ. Ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Преступленисемпе кӗрешессине илсен, пӗлтер пирӗн республикӑра преступленисен шутне унчченхи ҫулхинчен 7,6 процент сахалтарах шута илнӗ. Пурӗ 11,8 пин ытларах регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ну, маттур, чӑн-чӑн фристайлҫӑ вӑл – Дмитрий Мулендеев. Пирӗн ентеш каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл нумаях пулмасть ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннине тин кӑна хыпарларӑмӑр – Дмитрий вара пире тепӗр ҫӗнтерӳпе савӑнтарма та ӗлкӗрчӗ. Аса илтерер: Дима Мулендеев Челепи облаҫӗнче иртекен Раҫҫей Кубокне хутшӑнать. Ӑмӑрту «Солнечная долина» курортра иртет. Хальхинче вӑл биг-эйр дисциплинӑра тупӑшса пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Унччен Дмитрий слоуп-стайлра мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Темиҫе ҫул каялла ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «СССР летчик-космонавчӗ А.Г.Николаев ячӗллӗ Планетари тӑвасси пирки» хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче пулӗ. Ҫавна май пӗтӗм парка реконструкцилӗҫ. Планетарие патшалӑх тата партнерсем пулӑшнипе тӑвӗҫ. Чӑннипе, унччен планетарие 2018 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хушура ҫапла палӑртнӑ: 2017-2019 ҫулсем. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитет, анчах Планетари ҫук-ха, ӑна тума пуҫламан та. Кӑҫал Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май влаҫ органӗсен порталӗнче мероприятисен планне вырнаҫтарнӑ: конкурссем, конференцисем, куравсем, фестивальсем тата ыттисем иртӗҫ. Космонавт пирки тематика фильмӗ те ӳкерӗҫ, «Николаев Андриян Григорьевич» электронлӑ коллекци хатӗрлӗҫ. Спорт мероприятийӗсем те иртӗҫ. Анчах планра Планетари пирки нимӗн те каламан. Ара, ӑна 2019 ҫул тӗлне тума палӑртнӑ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян «Сургут—Мускав» рейспа ҫула тухнӑ самолетра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Пӗр усал пассажира пула лайнерӑн маршрута ылмаштарма тивнӗ. Ҫула тухнӑ ҫав сынна штурм вӑхӑтӗнче тытса чарнӑ. Сургутран ҫӗршывӑн тӗп хулине килекен самолет «Шереметьево» аэропортра анса лармалла пулнӑ. Анчах вӑл Ханты-Мансийск автономи оокругӗнчи Югорск хули ҫинче ҫаврӑнса илнӗ те каялла ҫавра Ханты-Мансийскра анса ларнӑ. Самолета ҫапла тума пассажирсенчен пӗри Афганистана вӗҫме ыйтни хистенӗ. Ҫакӑн пирки Терроризма хирӗҫ ӗҫлекен наци комитетӗнче пӗлтернӗ. Салонта шӑв-шав ҫӗкленӗ пассажир 41 ҫулта пулни паллӑ. Вӑл — Раҫҫей ҫынни. Право тытӑмӗнче ӗҫлекенсен куҫӗ тӗлне вӑл унччен те лекнӗ. Пӑтӑрмахшӑн арҫынна явап тыттарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑран та паллӑ сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Чӑвашсен хастар ушкӑнӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ пуҫарнипе, ку куна паллӑ туса яланах Петӗр Хусанкай вил тӑпри ҫине ҫитсе пуҫ таять. Кӑҫал та ку йӑлана пӑсмарӗҫ — пысӑк ушкӑнпа пухӑнчӗҫ. Яланхи пекех паллӑ поэта сума суса ҫывӑхри 14-мӗш номерлӗ Всеволод Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ (ертӳҫи Светлана Петрушкина), Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ. Паллӑ поэта сума суса килнисен йышӗнче кӑҫал Атнер Хусанкай тӗпчевҫӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ, Виталий Родионов профессор, Владимир Милютин хореограф, Алексей Сӗрмек усламҫӑ, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Марина Карягина сӑвӑҫ, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, Вера Никифорова литература тӗпчевҫи тата ыттисем пулчӗҫ. Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка хулинчи пӗр кафере бармен пулса ӗҫлекен хӗрарӑма телефонпа шӑнкӑравласах 6 пин тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫав преступление уҫӑмлатаҫҫӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Кафене палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Сӗтел саккас панӑ, хаклӑ йышши коньяк кирлине пӗлтернӗ. Хайхи коньякне ятарлӑ лавккасене кӑна сутаҫҫӗ иккен. Кӑштахран арҫын тата шӑнкӑравланӑ, коньяка хӑех туяннине, ҫавна май укҫана тавӑрса парса спирт шӗвекне кайса илмеллине каланӑ. Бармен «прокуратура ӗҫченӗ» мӗн чухлӗ ыйтнине йӑлтах куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн эрех лавккине ҫул тытнӑ, анчах унта ӑна никам та кӗтмен. Асӑнса хӑвармалла, йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ен ҫынни марри кӑна паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |