Чӑваш чӗлхи
![]() Ӑсталӑх лаҫҫинче Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн черетлӗ чей тӗлпулӑвӗ иртрӗ. Шупашкарти 11, 41, 40, 33-мӗш шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсем килсе ҫитрӗҫ. Тӗлпулу кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ иртрӗ. Александр Васильевич Блинов («Кала-ха» вӗренӳ пособийӗн авторӗсенчен пӗри, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тата «Язык для успеха» /чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи/ ют чӗлхесен шкулӗн ертӳҫи). Чӑваш чӗлхи урокӗсенче «Мемо» тата «Домино» вӑйӑсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен каларӗ. Каларӗ кӑна мар, пуҫтарӑннисене выляма та вӗрентрӗ (ҫитес вӑхӑтра ВК халӑх тетелӗнче те пулӗҫ. Эсир те вӗсене уҫласа илсе ачасемпе выляма пултаратӑр). Кунсӑр пуҫне Александр Васильевич тата савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерчӗ — «Кала-ха 3» вӗренӳ пособинчи юрӑсем хатӗр иккен. Эпир паян вӗсене итлесе килентӗмӗр те. Александр Марсович Степанов вара Fix Price лавккари таварсемпе чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ курма ӑсталӑх лаҫҫинче вӗрентрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Григорий Артемьев тунӑ сӑн Шупашкара автономлӑ майпа ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбус ҫитнӗ. Ӑна паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, трейлерпа илсе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ троллейбуса ҫӗнӗ маршрутпа ярӗҫ. 10-мӗш маршрут «Садовый» микрорайонпа хулан тӗп урамӗсене ҫыхӑнтарӗ. Шупашкарта пӗтӗмпе кунашкал пилӗк троллейбус ямалла. Хула троллейбуссене икӗ ҫуллӑх лизингпа 57 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Пӗр троллейбус валли хыснаран 11,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунашкал транспорт электричествӑсӑр ҫӳрет, ӑна подзарядка ҫеҫ тумалла. Хальлӗхе ҫӗнӗ транспорта 1-мӗш троллейбус депоне лартнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Григорий Артемьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем Уйӑх хупланнине курма пултарӗҫ. Паллах, ҫак хӑйне евӗр илеме пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмасан кӑна асӑрхама май пур. ТАСС, пӗлтернӗ тӑрӑх, Уйӑх хупланнине ирхи 6 сехет те 34 минутран пуҫласа 9 сехет 51 минутчен курмалла. Уйӑх чи вӑйлӑ хупланнӑ вӑхӑт – 8 сехет те 12 минут. Палӑртмалла: Чӑваш Енре пурӑнакансем кунашкал япалана юлашки хутчен пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл тӑватӑ сехете тӑсӑлнӑ. Ҫынсем ун чухне Уйӑх хупланнине сӑн ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм мӑнукӗн ашшӗпе пӗр чӗлхе ниепле те тупаймасть. Арҫын ывӑлне воспитани парасшӑн, анчах ачан кукамӑшӗ ҫакна хирӗҫ. Ашшӗ Кассем Анас – Сири ҫынни, беженец, хӑй Автралире пурӑннӑ. Арҫын ывӑлӗпе Австралие кайма хатӗрленнӗ ӗнтӗ, кӗтмен ҫӗртен ачана кукамӑшӗ вӑрласа Шупашкара илсе килнӗ. Виҫҫӗри ачан амӑшӗ пӗлтӗр ака уйӑхӗнче вилнӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хут уйӑрттарман, Мускав ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗнче суд арҫын ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, генетика экспертизи ирттернӗ. Кукамӑшне мӑнукне ӳстерме ирӗк паракан правӑна чӳк уйӑхӗнче пӑрахӑҫланӑ, ҫак тивӗҫе суд Кассема панӑ. Ашшӗ ывӑлӗпе Австралие кайма документсем хатӗрленӗ. Ачана та беженец тесе палӑртнӑ. Тӑрук ывӑлӗ ҫухалнӑ. Ӑна кукамӑшӗ Шупашкара илсе килнӗ-мӗн. Кассам полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ашшӗ, кукамӑшӗ тата ача Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмӗнче тӗл пулнӑ. Пакунлисем кукамӑшӗ майлӑ пулнӑ, ашшӗ полицирен ывӑлӗсӗрех тухса утнӑ. Арҫын лӑпланман, вӑл ывӑлне пӗрлех илсе каясшӑн. Кассам ШӖМӗн харпӑр хӑрушсӑрлӑх уйрӑмӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пурӑннӑ пулсан Федотов Михаил Романович чӗлхеҫӗ паян 100 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак куна асӑнса паян чӗлхеҫӗсемпе ытти хастарҫӑсем унӑн вилтӑпри ҫине ҫитсе пуҫ тайрӗҫ. Федотов Михаил Романович 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 13 Шупашкарта вилнӗ. Паллӑ чӗлхеҫӗне Карачура патӗнчи Мухтав аллеинче пытарнӑ. Михаил Федотова асӑнса сӑмах калакансен йышӗнче Валери Туркай сӑвӑҫ, Владимир Михайлович Терентьев тӑванӗ (ӑсчахӑн ӗҫне халӑха ҫитерессипе тӑрмашакан), мӑнукӗ тата чӑваш чӗлхипе литература тӗпчӗвҫисем пулчӗҫ: Виталий Станьял, Николай Егоров, Геннадий Дегтярев, Александр Кузнецов, Леонид Петров, Ирина Семёнова, Николай Плотников. Пухӑннисем паллӑ тюркологӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, унӑн ӗҫӗсене малалла тӑсма шантарчӗҫ. |
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнекене хӑтлӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хаклассине вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Анчах эпир кӗнеке авторӗн ятне темшӗн асӑрхаймарӑмӑр. Кӗнекере Чаваш Республикин халӑх артисткин Полина Чамжаеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — артисткӑн аса илӗвӗсемпе ҫырӑвӗсем. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенскер ҫак вӑхӑтра вуншар сӑнара калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Полина Чамжаева «Шупашкарти савни» спектакльте «Пиҫет палан, пиҫет пилеш, кӗр хӗрелет хӗрле...» тесе ҫепӗҫ сассипе юрланине театра ҫӳрекенсем паян та астӑваҫҫӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Шупашкарта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене Элли Юрьев художник ячӗллӗ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Конкурс учредителӗ — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулӗ, Чӑваш патшалӑх художество музейӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ. Ҫулсерен йӗркелекен конкурса ытти ҫул хамӑр республикӑри ҫеҫ мар, Раҫҫейри тата унӑн тулашӗнчи ачасем те хутшӑннӑ. Вӗсем 500 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн культура управленийӗ ӗнентерет. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулта (вӑл Шупашкар хулинчи Мир проспектӗнчи 98-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Валентина Мышкина Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри 25 ҫамрӑк вӗрентекен, Ҫамрӑк педагогсен канашӗн хастарӗсем, республикӑри Вӗренӳ профсоюзӗ пулӑшнипе Мускава ҫитнӗ. Вӗрентекенсене «Космос» хӑна ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ, унӑн чӳречисенчен Мускаври хитре вырӑнсем курӑннӑ: ВДНХ, Останкинӑри телебашня, В.Мухинӑн «Рабочи тата колхозница» скульптури… Мускава кайнӑ педагогсен йышӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Мышкина та пулнӑ. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче кафере апатланнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем Патшалӑх Думине кайнӑ, унта Алена Аршинова депутатпа тӗл пулнӑ. «Ҫавра сӗтелре» вӗсем ҫамрӑк вӗрентекенсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, педагогсен шалӑвне ӳстересси, класс ертӳҫин тӳлевӗ, отчетсене чакарасси… Ҫулҫӳрев Мускав паллӑ вырӑнсене ҫитсе килнипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ҫӗрле, Кӑшарнинче, Христос тӗнне ӗненекенсем вакка чӑмнӑ. Республикӑра каҫ пӑтӑрмахсӑр иртнӗ. Пакунлисен ҫапах сыхӑ пулма тивнӗ. Вакра шыва кӗнӗ вырӑнсенче шалти ӗҫсен органӗсен 700 ытла ӗҫченӗ йӗркене пӑхса танӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле йӗркене пӑснӑ 4 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вакра чӳхенме килнӗ ҫынсене тӗрӗсленӗ чухне иккӗшӗнне касакан-чикен япала тупнӑ, пӗрин ҫумра газ баллонӗ пулнӑ, тепри хунар-шокер илсе пынӑ. Ҫавӑн пекех пакунлисем 18 литр алкоголь тата спиртлӑ шӗвек туртса илнӗ. Палӑртмалла: кӗҫӗр республикӑри 127 ялта Кӑшарни кӗлли пулнӑ, мероприятие 25 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хӑрӑк йывӑҫсене иртме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ. Хулари парксемпе вӑрмансене йӗркелесе тӑма хулан сити-менеджерӗ 2017 ҫулта хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра Гузовский рашчинче хӑрӑк йывӑҫсене касма тытӑннӑ ӗнтӗ. Унти тата Кадет паркӗнчи йывӑҫсен тӑрӑмне специалистсем 2018 ҫулхи кӗркунне тӗрӗсленӗ. Специалистсем 537,58 кубла метр йывӑҫ касмаллине палӑртнӑ. Йывӑҫ касакана хулари тӳре-шара конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта «ЭКО» текен тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Предприяти ӗҫне Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ тӗрӗслесе тӑрассине шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |