Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ.

Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ.

Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ.

Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах.

Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ.

 

Республикӑра

Улатӑр хулинче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша вӑхӑтра турттарманни пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӑшӑрханса унччен те ҫырнӑччӗ-ха. Хӑйсен пӑшӑрханӑвне ҫирӗплетме сӑн укерчӗксемпе видеосем те вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Кайран прокуратура тӗрӗсленине ӗнентерсе хыпарланӑччӗ. Ҫак йӗркесен авторне хула администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа та калаҫма тӳр килнӗччӗ.

Паян, ав, пӑх та кур — улатӑрсем каллех ҫӳп-ҫап ыйтӑвне хускатнӑ. Улатӑрта ҫеҫ мар, вӑл тӑрӑхри ялсенче те ҫавӑн пек иккен.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, урамсене е тасатмаҫҫӗ, е тасатсан та начар тасатаҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап унта та, кунта та йӑваланать имӗш. Республика влаҫӗсенчен е журналистсенчен кам та пулин курӗ-и тесе чунне ыраттарса ҫырнӑ улатӑрсем.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье тӗнче тетелӗнчи «Правды ПФО» хаҫата хӑйсен нуши ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Икӗ ачаллӑскерсем 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пушарта пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен ҫурчӗ Шупашкарти Ермак урамӗнче вырнаҫнӑ. Кил хуҫи водительте ӗҫленӗ, арӑмӗ ачасемпе ларнӑ. Вӑхӑтлӑха вӗсем Ермак урамри пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнма пуҫланӑ.

Кӗҫех ҫемьере виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ. Амӑш капиталӗпе Ермак урамӗнче кивӗ пӳрт туяннӑ. Унта газ та, шыв та ҫук-мӗн. Ҫурта хӑвӑрт юсайманран стройматериал пӗчӗкшерӗн туяннӑ. Стройматериала никам та ан вӑрлатӑр тесе ӑна хӑйсен вӑхӑтлӑх пурӑнакан ҫӗре пушатнӑ. Ҫавӑ кӳршӗсене килӗшмен мӗн те Шупашкар хулин Калинин район администрацине ҫӑхавпа тухнӑ. Тара илнин килӗшӗвне таттарассишӗн администраци суда ҫитнӗ. Унта ҫурта саккунлӑ мар майпа туса лартнине палӑртнӑ.

Ҫапла вара виҫӗ ачаллӑ ҫемьен хӗл кунӗнче хӑтсӑр та хутса ӑшӑтма кӑмака ҫук сивӗ ҫурта куҫма тивнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Тӑван амӑшне вилмеллех хӗненӗскере ҫирӗп йӗркеллӗ колоние тӑхӑр ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын 77 ҫулти амӑшне тискеррӗн хӗненӗ, кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен, ҫав шутра — пуҫӗнчен те, ҫапнӑ. Йывӑр сурансене чӑтайман ватӑ хӗрарӑм — ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлемен, амӑшӗн пенси укҫипе ҫисе-ӗҫсе пурӑннӑ арҫын хӑйне ҫуратнӑскере унччен те ҫутӑ кун кӑтартман иккен, хӗненӗшӗн ӑна 10 талӑклӑха хупса хуни те пулнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫитес тӑхӑр ҫула унӑн йӗплӗ пралук леш енче ирттерме тивӗ.

 

Экономика

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тӗпчев пынӑ вӑхӑтра должноҫрен хӑтармалла тунӑ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.

Ҫапла йышӑнӑва Чӑваш Ен ертӳҫи «О противодействии коррупции» (чӑв. Коррупцие хирӗс тӑрасси ҫинчен) саккуна пӑханса тунине ӑнлантарнӑ.

Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче экономика министрне Владимир Аврелькина Федерацин Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Вице-премьера ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.

 

Политика

Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар мэрӗ Евгений Кадышев Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн Президиумӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта Словаки Республикипе килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Халӗ Тренчин хулипе ҫыхӑнусем йӗркелес ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.

Палӑртмалла: Тренчин – туристсен центрӗ, ӑна канакансем килӗштереҫҫӗ. Вӑл Словакин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, Чехипе чикӗленет. Ҫак хулапа ҫыхӑну тытни мӗн парӗ? Депутатсем ҫак ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ йыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.

Каламалла: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енпе Словаки Республикинчи Тренчин хулипе килӗштесре ӗҫлени пирки килӗшӳ ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54785
 

Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Шупашкарта Алькешре килсӗр йытӑсем йышланма пуҫланӑ. Ҫынсем урама пӗччен тухма хӑракан пулнӑ. Йытӑсем ҫырмара пурӑнаҫҫӗ, ирхине контейнерсенче апат шырама килеҫҫӗ. Хӑш чухне вара анчӑксем кунӗпех урам тӑрӑх чупаҫҫӗ.

Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче хаҫасӑр пӗр йытӑ 9 ҫура ҫурланӑ. Халӗ вӗсем Пионер урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫынсем тӑрантаркалаҫҫӗ. Ӳссен, ахӑртнех, вӗсем те халӗ ҫынсене хӑратакан кӗрт йыттисен кӗтӗвне лекӗҫ.

Микрорайонта пурӑнакансем ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑхӑр ҫураран тӑваттӑшӗ валли хуҫа тупнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра тепӗр икӗ йытӑ ҫурламалла. Ун чух тата йывӑртарах пулӗ. Ара, ҫурасем ӳссен ҫынсемшӗн хӑрушлӑх пулса тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54787
 

Республикӑра

«Лиза Алерт» шырава ҫӑлав отрядне нимеҫӗсем кирлӗ. Ҫавна май кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра тӗлпулу иртет. Йӗркелӳҫӗсем отряд мӗнле пуҫланса кайнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, шыравсем мӗнле иртни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.

Нимеҫӗсем питӗ кирлӗ. Кашни ҫулах ачасем, ваттисем, ахаль ҫынсем ҫухалаҫҫӗ. Вӗсене тупмашкӑн ҫӑмӑл мар, ыттисем те айккинче юлмасан ӗҫ кал-кал кайӗ.

Нимеҫӗ пулмашкӑн ятарласа вӗренмелле мар. Чи кирли – пулӑшас туртӑм пулни. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне кӗрес килсен «Контактра» халӑх тетелӗнче вӗсен ушкӑнӗнче хӑвӑрӑн ят-шыва тата телефон номерне ҫырмалла.

Каласа хӑвармалла: «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ 2010 ҫулта йӗркеленнӗ.

 

Политика

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне министрсем отпуск ҫумне тепӗр 12 канмалли кун (тӳлевлӗ) илеймӗҫ.

2012 ҫулта Элтепер тӳре-шаран нормӑламан ӗҫ кунӗ пулнине палӑртнӑ. Ку министрсене, патшалӑх службин ертӳҫисене, администрацири хӑш-пӗр управлени пулӑшуҫисемпе пуҫлӑхӗсене пырса тивнӗ. Нормӑламан куншӑн вӗсем тӳлевлӗ 12 канмалли кун илме пултарнӑ.

Халӗ вара 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑннӑ хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа министрсемпе хӑш-пӗр тӳре-шара канмалли хушма 12 кунсӑр тӑрса юлнӑ. Эппин, вӗсем халӗ киле 17 сехетре киле кайма пултараҫҫӗ.

 

Спорт

Челепи облаҫӗнче фристайл енӗпе иртнӗ ӑмӑртура пирӗн ентеш Дмитрий Мулендеев маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Дмитрий – Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ. Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, вӑл каллех ӑмӑртӑва тухӗ. Хальхинче пирӗн ентеш биг-эйр дисцирлинӑра тупӑшӗ.

Дмитрий Мулендеев Интаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӑмӑртура унӑн тренерӗ Никита Васильев ҫук. Вӑл Лана Прусаковӑпа пӗрле АПШна тупӑшӑва кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1875, 1876, 1877, 1878, 1879, 1880, 1881, 1882, 1883, 1884, [1885], 1886, 1887, 1888, 1889, 1890, 1891, 1892, 1893, 1894, 1895, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 26

1928
97
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...