Хулара
![]() Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта 43 киоска тӗпӗ-йӗрӗпех аркатӗҫ. Тепӗр 127-шӗ тӗлӗшпе халӗ судсем иртеҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларексен пӗр пайне ҫирӗплетнӗ схемӑра лартманнине пула аркатма йышӑнаҫҫӗ, уттисен тара илнӗ тапхӑрӗ иртсе кайнӑ. Сӳтме палӑртна тӑхӑр киоск тӗлӗшпе ыйтусем ҫук: вӗсен хуҫисемпе миравай килӗшӳ алӑ пуснӑ, ыттисен шӑпине суд татса парӗ. Палӑртса хӑвармалла, тӗп хулара 2015 ҫултанпа суд тата судченхи йышӑнусене пурнӑҫласа 138 киоска сӳтнӗ. Кӑҫал 212-шӗн тӗлӗшпе аукцион иртмелле. Вӗсен хакӗ тӗрлӗрен: 18 пин тенкӗрен пуҫласа 540 пин тенкӗ таран. Усламҫӑсен аукционра ҫӗнтерсен хальхи йышши чаплӑ киосксем лартмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна 7 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «МК Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ хулан Кӑнтӑр районӗнче пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ача пахчи умӗнчен утса иртекен хӗрачана арҫын асарханӑ та ҫӗклесе илсе ҫын ҫӳремен вырӑна — гаражсем патне — йӑтса кайнӑ. Йӑтса чупнӑ вӑхӑтра итлемесен, пӑхӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Хытах сехӗрленсе ӳкнӗ ача хирӗҫ чӗнмен. Хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пурнӑҫласан арҫын тарса ҫухалнӑ. Апла пулин те ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, суд йышӑнӑвӗпе арҫынна ун чухнех ирӗксӗр хӑварнӑ, халӗ вӑл суд пуласса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнче амӑшӗпе хӗрне машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Ҫав кун 18 сехет те 20 минутра автобус Канаш районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнуран иртсе ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑннӑ. Салонран 48 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 16-ри хӗрӗ тухнӑ та автобус хыҫнелле кайнӑ, айккинелле пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасантан Нурӑс еннелле «Лада Веста» пынӑ. Водитель ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ хӗрарӑмпа хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Красноармейски районӗнчи 24-ри каччӑ ларнӑ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Экономика аталанӑвӗн министрӗ тата вице-премьер следстви изоляторӗнче пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Ӑна унта икӗ уйӑхлӑха вырнаҫтарнӑччӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ареста ҫуллаччен тӑснӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ министрӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна ӗнер пӑхса тухнӑ. Суд Владимир Аврелькина ирӗке яма хирӗҫленӗ, ареста 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑ. Ӗҫе федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗпчет. Ку ӗҫе «Тасатмалли биологи сооруенийӗсен» директорӗпе Шупашкарти «Ордер» компани директорӗ те явӑҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле 2 сехет те 40 минутра Канашри Лермонтов урамӗнче пурӑнакан арҫын темӗн ҫатӑртатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Ҫурт ҫунать-мӗн. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр 6 ҫулти ывӑлне тата 37-ри арӑмне чӳречерен урама илсе тухнӑ, хӑй вара каялла кӗрсе ҫулӑма сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Пушарнӑйсем килсен арҫынна урама илсе тухнӑ. Вӑл ун чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне 40 ҫулти ҫемье пуҫӗ аллине пӗҫертсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман, сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманшӑн тухнӑ. Палӑртмалла: ирнӗ талӑкра Шупашкарта икӗ пушар алхаснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев паян ятарлӑ хушу алӑ пусса Алексей Алексеевич Грищенкӑна Чӑваш Республикин ҫурт тӑвӑм, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пуканне шанса панӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫапла сӑмах каланӑ: «Пирӗн ҫурт хӑпартасси умӗнче питӗ пысӑк ыйтусем тӑраҫҫӗ. Вӗсене тивӗҫлӗн татса парсан Чӑваш Ен халӑхӗ те хӑйне лайӑх туйӗ». Алексей Грищенко республика пуҫлӑхне отрасле малалла мӗнле аталантарасси пирки тата Строймин паянхи куна мӗн тунине каласа панӑ. «Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин «май» хушӑвӗсенче палӑртнисене те, эсир Хӑвӑн Ҫырура асӑннисене те пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр», — ӗнентернӗ ҫӗнӗ министр. Аса илтеретпӗр, ҫурт тӑвӑм министерстви пуҫлӑхсӑр пӗлтӗр, юпан 27-мӗшӗнче, юлчӗ. Унччен ку пукана Владимир Михайлов йышӑннӑччӗ. Алексей Грищенко Ростов облаҫӗнчи Сальск районне кӗрекен Сандата ялта 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Волгоградри инженерипе ҫурт тӑвӑм институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1992 ҫултанпа Шупашкарти «Волгостальконструкци» АПФ-ра, «Честр» акционерсен пӗрлешӗвне кӗрекен СУ-20, СУ-25 ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тавлашуллӑ ыйту
Культура
Паян пӗр киоска кӗтӗм те апат-ҫимӗҫ туянтӑм. Хам вара банк карточкипе тӳлерӗм. Ара майне туса панӑ та мӗншӗн усӑ курас мар? Тата карточкӑпа тӳлеме самай ҫӑмӑлрах — енчӗкре карточка сахал вырӑн йышӑнать, ваккине шутласа тӑма вӑхӑт кирлӗ мар. Тепӗр ансатлӑхӗ те пур — карточкине тӗксе илмелле ҫеҫ, нимӗнле код та кӗртмелле мар. Сутӑҫ ӗҫне вара карточкӑсем, паллах, йывӑрлатаҫҫӗ. Пӗрре кассӑна тата кӗсьене укҫа капла лекмест, тепре банк ҫак тӳлеврен хӑйӗн процентне хӑйпӑтса юлать. Вӑт хайхи, карточкӑпа тӳлерӗм те сутӑҫ мӑрлатса илчӗ — вакки ҫук-им тет. Эп вара ҫак меслетпе тӳлени маншӑн меллӗрех пулни пирки каларӑм. Сентре хыҫӗнче тӑракан хӗрарӑм ҫавах мӑкӑртатма пӑрахмарӗ — калӑн, эп ун таварне туянса ӑна темле сиен турӑм. Ҫак пӗчӗкскер пӑтӑрмахла япала мана шухӑша ячӗ. Мӗншӗн-ха пирӗн сутӑҫсем хӑйсене питӗ мӑнна хураҫҫӗ? Енчен те анӑҫра туянакан яланах тӗрӗс (выр. Покупатель всегда прав) тесе калаҫҫӗ пулсан пирӗн сутӑҫсене ҫакӑ темшӗн пырса тивмест. Ҫук, пирӗн лавккасенче те туянакансене юрама тӑрӑшакансем чылаях. |
Кӳршӗре
![]() Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ҫыравҫисен «Шевле» пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ. Малашне ку тивӗҫе «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева туса пырӗ. «Шевле» литпӗрлешӳ пухӑвне ҫитнӗ 12 ҫыравҫӑ сасӑласа ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ. Литпӗрлешӗве кӗрекен ҫыравҫӑсем кӗҫех тепӗр хут та пухӑнӗҫ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче вӗсем кӑҫалхи ӗҫ планне ҫирӗплетесшӗн. Аса илтеретпӗр, «Шевле» литпӗрлешӳ Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫат ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унччен ӑна Николай Ларионов ҫыравҫӑ ертсе пынӑччӗ. «Шевле» литпӗрлешӳ кӳршӗллӗ регионта ҫирӗм ҫул ытла ӗҫлет, вӑл вӑхӑтра унта кӗрекен ҫыравҫӑсем ҫӗр ытла кӗнеке кӑларма пултарнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Арманкасси ялӗнче Ананьевсен килӗнче пушар тухнӑ. Шел те, ҫулӑм ҫурта, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫемье килсӗр тӑрса юлнӑ. Пушарта выльӑх-чӗрлӗх те ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тухнӑ вӑхӑтра хуҫисем килте пулман. «10 ҫулта ӗҫлесе илни йӑлтах пӗтрӗ. Нимӗн те тӑрса юлмарӗ», - каласа кӑтартнӑ ҫемье пуҫӗ Анатолий. Ананьевсене пулӑшу кирлӗ. Инкекре алӑ тӑсакансем пур-ха: ҫынсем япаласем килсе панӑ. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн та тупӑннӑ. Ҫапах ҫири кӗпе-йӗмпе тӑрса юлнӑ ҫемьене татах пулӑшу кирлӗ. Ананьевсене мӗнпе те пулин пулӑшас тетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-927-991-81-82 (Марина Геннадьевна). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шоркка ялне васкавлӑ медпулӑшу машини килнӗ, анчах вӑл чирлӗ ҫын патне ҫитеймен – ҫул ҫинче кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем машинӑна тӗкнӗ вӑхӑтра фельдшер чӑтса тӑрайман – ватӑ ҫын патне пулӑшма кайнӑ. Ҫав кун Шоркка ялӗнчи ватӑ ҫыннӑн юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу яла вӑхӑтрах ҫитнӗ-ха, анчах пӗр урамра кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем те айккинче юлман – пулӑшма васканӑ. Кам вӗрен, кам кӗреҫе йӑтнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшер чирлӗ ҫын патне ҫуранах утнӑ. Утмалли вара сахал мар – 1 ҫухрӑм ытларах. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машинине те йӗркеллех кӑларнӑ. Шӑпах КамАЗ иртсе пынӑ, вӑл туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |