Политика
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн транспорт министрне Владимир Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫрен ямашкӑн вӑл хӑй ыйтса ҫырнӑ-мӗн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Владимир Иванова министртан кӑларма темиҫе сӑлтав та пухӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗн ӑна ӗҫрен кӑларассипе ҫыхӑннӑ хушӑвне официаллӑ порталта вырнаҫтарнӑ. Унта асӑннӑ тӑрӑх, Владимир Иванова министр пуканӗсӗр хӑварни вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Владимир Иванов ку должноҫе икӗ ҫул каялла, тӗрӗсрех каласан, 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Унччен малтан вӑл Чӑваш Республикин предпринимательсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ лавккаран пӗр каччӑ хӑйӗн кӗсйине пилӗк бритва станокӗ чиксе илсе тухнӑ. Ҫакна суту-илӳ учрежденийӗнче вырнаҫтарнӑ видеокамера ӳкерсе юлнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн интернетри сайтӗнче хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхи 5 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Лавккари сӑнав камеринче упранса юлнӑ видеофайла пӑхсан ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк ҫын бритва вӑрланӑ вӑхӑтра шурӑ йӗрлӗ хура курткӑпа пулнӑ. Каласа хӑвармалла, сӑнӳкерчӗкре сӑнланнӑ яша паллакансене тата ҫав вӑхӑтра лавккара пулнӑ ҫынсене Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем 89176683032 е 89997560533 телефон номерӗсемпе шӑнкӑрлавласа каласа кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем Шупашкар хулинче наркопритон тупса палӑртнӑ. Тара илнӗ хваттере наркотикпе ашкӑнакан ҫынсем кашни кунах пуҫтарӑннӑ, унта наркӑмӑш хатӗрлесе тутаннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар облаҫӗнчи арҫын Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хваттер тара илнӗ, хайӗн пекех наркотикпе туслисене унта кулленех кӗртнӗ, пурте пӗрле вӗсем дезоморфинпа иртӗхнӗ. Ухтару вӑхӑтӗнче наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне пӑхса тӑракан уйрӑмӑн полици ӗҫченӗсем наркӑмӑшлӑ япаласене, ӑна хатӗрлеме усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, хайхи арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна притон йӗркеленӗшӗн тата наркотиксене пысӑк калӑпӑшпа упранӑшӑн явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Прогорода» ярса панӑ сӑн «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 11 сехетсенелле Шупашкарта Канаш район ҫынни 9 хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх вӑл унта «Алста» управляющи компанинче платник пулса ӗҫленӗ, ҫурт тӑррине вара юр тасатма хӑпарнӑ. Пӑтӑрмах 324-мӗш стрелок дивизийӗн 4-мӗш ҫуртӗнче пулса иртнӗ. Тӳрех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ, анчах тухтӑрсем арҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи водителе ҫуран ҫӳрекен хӗрарӑма машинӑн тӗкӗрӗпе ҫапса хӑварнӑшӑн суд тунӑ. Вӑл малтан чарӑннӑ, хӗрарӑма пӑхнӑ та малалла вӗҫтернӗ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулпа транспорта хирӗҫ утнӑ, кӳлленчӗкрен пӑрӑннӑ. Хайхискер хирӗҫ килекен машинӑна асӑрхаман, лешӗ ӑна машина тӗкӗрӗпе лектернӗ. Ҫав кун хӗрарӑм мунчаран таврӑннӑ, ҫул урлӑ каҫса мӗншӗн тротуарпа кайманнине вӑл ӑнлантарайман. Водитель вара ун чухне тусӗсемпе вӑрмана кӑмапана кайнӑ, юлташӗсем пӗр кӗленче эрех ӗҫсе янӑ. Пӗр лавкка патне ҫитсен ҫул ҫине хӗрарӑм ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Водитель кӑштах темӗн ҫапӑннӑ сасӑ илтнӗ. Водитель чарӑнсан тӗкӗр хуҫланнине асӑрханӑ, хӗрарӑм вара ӳкнӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑнӑ. Арҫын ӑна юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫни пирки асӑрхаттарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл киле ҫитсен 150 грамм эрех ӗҫсе выртнӑ. Инспекторсем ун патне ҫав кунах ҫитнӗ. Судра арҫынна виҫӗ статьяпа айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава кайнӑ. Вӑл унта «Усламӑн наци тӗллевӗсене ҫӗнсе илнинчи пӗлтерӗшӗ» форума хутшӑнӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлтернӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, форума РФ президенчӗ Владимир Путин та килӗ. Унта пухӑннисем РФ президенчӗ «ҫу уйӑхӗсенчи хушусенче» лартнӑ наци тӗллевӗсене пурнӑҫланинче усламҫӑсем мӗнле витӗм кӳни пирки калаҫӗҫ. Форумпа килӗшӳллӗн услама аталантарас тата инвестици климачӗ енӗпе тематика сессийӗсем те иртӗҫ. Ҫавӑн пекех «Усламӑн наци тӗллевӗсене пурнӑҫланинчи витӗмӗ» ятпа пленарлӑ лару та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 98 ҫул тултарать. Ҫавна май ку шӑматкун ҫак уява халалланӑ мероприятисем пуҫланӗҫ. Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче В.И.Чапаев музейӗнче «Чапаев ӑҫта – унта ҫӗнтерӳ» видеокӗпер, «Шашка Чапаев» Пӗтӗм чӑвашсен турнирӗ, «Чапаев пирӗнпе» кинолектори иртӗ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Суворов мӑнукӗсем, Чапаев ачисем» канмалли кун иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче вара «Музей мӗнле ҫуралнӑ?» интерактивлӑ заняти пулӗ. Тепӗр кунхине К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Пушкина вулатпӑр» флешмоб йӗркелӗҫ. Тӗп мероприятисем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулӗҫ. Ҫак кун Чӑваш наци мезейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех ҫитсе курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче регистрациленнӗ хӗрарӑм 18 ҫул тултарман 4 ачишӗн алимент тӳлемен. 2017 ҫултанпа парӑм 400 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Регистрациленнӗ вырӑнта ҫак хӗрарӑм пурӑнман, ҫавӑнпа ӑна приставсем шырама тытӑннӑ. 40 ҫултискере Чулхула облаҫӗнче тупнӑ, Муркаш районӗнчи суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ҫак хӗрарӑмпа суд приставӗсем калаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ачисем пирки пӗр сӑмах та ыйтса пӗлмен. Ӑна Чулхулари фермӑра юлнӑ ӗнесем кӑна пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл унта дояркӑра ӗҫленӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, суд ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн алимент тӳлемен амӑшне административлӑ майпа 10 талӑклӑха арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ЧР прокуратури тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ Шупашкарти биатлон центрне тунӑ чухне хысна укҫипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев ЧР Спорт министерствинче иртнӗ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт инвентарӗ тата ытти хатӗр-хӗтӗре туянмашкӑн уйӑрнӑ 34,3 миллион тенке вӑрлани ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ыйтнипе спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумӗ тата «Алза» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Палӑртмалла: министрӑн экс-ҫумне Алексей Яковлева унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне вӑл «Шурӑ чулсем» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центра, мунтинбайк центрне тунӑ чухне укҫа тӑкакланӑшӑн тата биатлон комплексӗ умӗнче йывӑҫсене каснӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Куншӑн ӑна колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ, халӗ вӑл унта ларать. «Алза» директорне Сергей Лаврентьева кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытса чарнӑ, халӗ вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 70 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫынна хваттертен кӑларса янӑ, уншӑн ӑна пӳлӗм уйӑрса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ хваттершӗн ултӑ уйӑх пачах тӳлемен ҫак арҫынна хваттертен кӑларса яма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче суд пулнӑ, 70 пин тенкӗ парӑма татмасан ӑна хваттерсӗр хӑварассине пӗлтернӗ. Анчах арҫын ҫакна та шута хуман — пӗр пусне те тӳлемен. Ҫавна май кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче суд арҫынпа тунӑ килӗшӗве татма, хӑйне вара 40,2 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттертен кӑларса ярса 10,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмпе тивӗҫтерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |