Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр районӗнчи Ахматово ялӗнче тухнӑ пушара сӳнтерсен ҫуннӑ япаласен айӗнче ҫын виллин пайӗсене тупнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Пушкин урамӗнчи харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушара асӑрханӑ ентешӗсем кун пирки пушар хуралне тӳрех пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ вӑхӑта вут-ҫулӑм кил хуҫалӑхне тавраллах ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме икӗ техника тата вунпӗр ҫын хутшӑннӑ. Апла пулин те пӳрте те, ытти хуралта та упраса хӑварма май килмен. Палӑртса хӑвармалла, пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫунӑк айӗнче ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнӑ. Ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тата вут мӗншӗн тухнине пӗлес тӗллевпе халӗ специалистсем тӗрлӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн машинине приставсем арестленӗ. Ӑна каялла илес тесе унӑн ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн ҫырса панӑ 67 штраф тӳлеме тивнӗ. Арҫын кунсӑр пуҫне исполнительнӑй сборшӑн 50 пин тенкӗ кӗсйинчен кӑларнӑ. Ҫак ҫын штрафсен коллекционерӗ тейӗн. Приставсем парӑмсене татманскерӗн «Тайотта Королла» машина пулнине пӗлнӗ. Рейда тухсан ҫак машинӑна Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрханӑ. «Тимӗр урхамаха» арестленӗ. Арҫын машинӑна тавӑрас тесе пӗтӗм штрафа тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн Инстаграмри станицине пӑхса тӑракансем пӗлеҫҫӗх: вӑл федераци каналӗсенчен пӗрне интервью панӑ. «Мир 24» канал журналисчӗпе калаҫнӑ интервьюна нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ютуб-каналта пӑхма пулать. Калаҫу пирӗн регион цифра телекуравӗ ҫине куҫасси пирки пулнӑ. Интервью «Евразия. Дословно» программӑпа килӗшӳллӗн пулнӑ. Чӑваш Ен цифра телекуравӗ ҫине ака уйӑхӗн варринче куҫӗ. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, нумай ӗҫ тунӑ ку тӗлӗшпе, анчах пӑтӑрмахсем те пулман мар. «Мир 24» канал журналистсем пирӗн патра 4 кун пулӗҫ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем республика пирки сюжетсем ӳкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейри технологи университечӗ 2018 ҫулта вӗренӳ заведенийӗсем кадрсене мӗнле хатӗрленине тишкернӗ, мониторинг тунӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пилӗк техникумпа колледж Раҫҫейри чи лайӑх 500 вӗренӳ заведенийӗ йышне кӗнӗ. Списока Шупашкарти медицина колледжӗ, Канашри транспортпа энергетика техникумӗ, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Атӑлҫи патшалӑх технологи университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗ кӗнӗ. Палӑртмалла: пирӗн республикӑра 33 вӗренӳ учрежденийӗче вӑтам професси пӗлӗвӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче паян хулатӑвӑм комитечӗ пухӑннӑ. «Тӑван Ен» тетелти кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, сӳтсе явнӑ проектсен йышӗнче Мӑн Кивпулӑх патӗнче тума палӑртнӑ аквапарк та пулнӑ. Комитет пайташӗсене темиҫе проектпа паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Чумкасси патӗнче ҫуртсем лартма уйӑрнӑ лаптӑк, Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫурт-йӗр хӑпартма уйӑрнӑ 17 гектарлӑ лаптӑк пулнӑ. Унсӑр пуҫне Хурамакасси ҫывӑхӗнчи санитарипе хӳтлӗх лаптӑкне улшӑнусем кӗртессине пӑхса тухнӑ. Ку ыйту та ҫурт хӑпартма ҫӗр уйӑрнипе ҫыхӑннӑ. Мӑн Кивпулӑх патӗнчи проет эскизӗпе килӗшӳллӗн унта спортпа сывату комплексне хӑпартмалла. Унта апитерапи тата уҫӑ аквапарк пулмалла. Ячӗ унӑн «Пять озёр» (чӑв. Пилӗк кӳлӗ) пулмалла. Сӑмах май, ку ята халӑх лайӑх пӗлет — лавккасенче ку ятпа шуррине сутаҫҫӗ. Атайкасси патӗнче вара пилӗк кӳлӗ пурри питӗ иккеленӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Кубӑри делегаципе тӗл пулнӑ. Шупашкара Кубӑн Раҫҫейри посолӗ Херардо Пеньялвера Порталя та ҫитнӗ. Тӗлпулура тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Куба Чӑваш Енпе пӗрле хӗвел энергетикипе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех республика Кубӑна «Промтрактор» кӑларакан 45 бульдозера ӑсатма калаҫса татӑлнӑ. Икӗ ен сывлӑх сыхлавӗ, культура, туризм, спорт, вӗренӳ тытӑмӗсенче те ҫыхӑну йӗркелесшӗн. Михаил Игнатьев ҫапла палӑртнӑ: гуманитари тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫленине каҫал паллӑ тӑвакан виҫӗ юбилейпе ҫыхӑнтарӗҫ: Шупашкар 550 ҫул тултарӗ, Кубӑн тӗп хули 500 ҫулхине уявлать, Кубӑн туслӑх обществи йӗркеленнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ипатий Ильин Шупашкарта пурӑнакан Ипатий Ильин нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Ветерана сумлӑ юбилейпа Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ. 1941 ҫулта Ипатий Ильин шкул пӗтернӗ, ҫурла уйӑхӗнче ӑна Алма-Ата хулине артиллеристсен курсне янӑ. Вӑл Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, взвод командирӗ пулнӑ. Киле вӑл 1954 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ, ҫав ҫулах вӗсем мӑшӑрӗпе Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Ипатий Ильин Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, I тата II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсене, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта пурӑнакан Юлия Линберг «Пятница» телеканал эфирне тухакан «Пацанки-4» шоу кастингне хутшӑнать. Унӑн ҫамрӑксен кӑларӑмӗн ҫӑлтӑрӗ пулма майсем пур. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла асӑннӑ проектӑн ҫӗнӗ сезонне кӑтартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра иртекен кастинга ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти Юлия Линберг. Унӑн чун киленӗҫӗ те хӑйнеевӗрлӗ. Вӑл — ММА боецӗ. Профессипе вара — ӳкерӳ учителӗ. Аслӑ пӗлӗве Мускавра илнӗ. «Пӗтӗм Раҫҫейри питӗ правур арҫынаппасене пуҫтарнӑ кунта. Телешоура вӗсене ырӑ енне улӑштарма палӑртнӑ. Ҫак хӗрсен наркотиксем, пирус тата эрех-сӑра пирки манма тивӗ», — палӑртнӑ Юлия Линберг. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тепӗр пулӑшуҫа ӗҫе илнӗ. Ҫапла майпа Владимир Голубейков унӑн тӑваттӑмӗш пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ республикӑра транспорт реформине пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫул-йӗр строительствин проекчӗсене пӑхса тӑрӗ, регион экономикин аталанӑвӗшӗн те, экономикӑри кӑтартусене пӑхса тӑрассишӗн те Владимир Голубейковах яваплӑ пулӗ. Вӑл Харьковри летчиксене хатӗрлекен С.И. Грищевец ячӗллӗ аслӑ ҫар училищинче тата Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1987-2001 ҫулсенче ҫарта тӑнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкарти «Элара» заводра ӗҫленӗ. Каласа хӑвармалла, Владимир Голубейковсӑр пуҫне Элтепер пулӑшуҫи пулса Надежда Белова, Владислав Кротов тата Татьяна Михайлова ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ашшӗ-амӑшӗ сӗннине шута илсе Шупашкарти ача пахчисенче ачасене ҫӗнӗ йышши апат ҫитерӗҫ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун ача пахчисене кӳрекен продукци ашшӗ-амӑшне тивӗҫтермелле пек. Хальхи вӑхӑтра продукци йышӗнче банан, груша, апельсин, хӑяр тата помидор пур. Унсӑр пуҫне малашне ачасене йогурт, улма-ҫырла ярса хатӗрленӗ тӑпӑрчӑ пудингӗ тата ҫӑмарта хӑпартни ҫитерме йышӑннӑ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, паянхи кун Шупашкарта шкулчченхи ача-пӑча вӗренӳ учрежденийӗсенче апатланӑва лайӑхлатас тӗллевпе тӗрлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав шутра — ашшӗ-амӑшне анкета ыйтӑвӗсене хуравлаттарса, тӗлпулусемпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелесе, дегустаци ирттерсе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |