Хулара
![]() Шупашкарти пӗр паркра йывӑҫ ҫинче беседка пулнӑ. Ӑна арҫын хӑй тӗллӗн туса лартнӑ. Вӑл унта мангал, саксем лартнӑ. Пӗр сӑмахпа, канмалли вырӑн. Анчах нумаях пулмасть суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн йывӑҫ ҫинчи ҫурта ишсе антарнӑ. Инҫех мар вырнаҫнӑ дача хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын йывӑҫ ҫинчи беседкӑна тӗрлӗ мероприяти ирттерме тара панӑ. Анчах паллӑ ӗнтӗ: кунта нимӗнле хӑрушсӑрлӑх пирки те калаҫу ҫук. Малтанах суд арҫынна беседкӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ишсе антарма ыйтнӑ. Анчах вӑл хӑнк та туман. Кун хыҫҫӑн беседкӑна вӑйпах ишсе антармалла тунӑ. Ҫак ӗҫе тунине приставсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Халӗ суд йышӑнӑвне туллин пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 20-23 ҫулсенчи каччӑсем электронлӑ хатӗрпе усӑ курса машина сигнализацийӗсене сӳнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем «тимӗр урхамахсене» ҫаратнӑ. Кунашкал хатӗрсемпе вара Раҫҫейре пачах усӑ курма юрамасть. Каччӑсем ӑна тӗнче тетелӗ урлӑ саккас панӑ. Ҫамрӑксем машинӑсен салонӗнчен магнитолӑсем, видеорегистраторсем, телефон лартмалли хатӗрсем йӑкӑртнӑ. Вӑрӑсем питӗ шӑппӑн ӗҫленӗ, хӑш-пӗр водитель машинӑна ҫаратнине полицейскисенчен кӑна пӗлнӗ. Юрать, ҫамрӑксене тытса чарнӑ. Пӗр водителе ҫак ҫамрӑксем иккӗлентернӗ, ҫавӑнпа вӑл кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Полицейскисем вӗсен машинине тупнӑ, ҫамрӑксене тытса чарнӑ. Виҫӗ каччӑна ҫичӗ эпизодпа айӑпласшӑн. Вӑрланӑ япаласен пӗр пайне ухтарнӑ чухне тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сар.ru сӑнӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкара Раҫҫей культура министрӗ Владимир Мединский килнӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Кунта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, юбилейсене республика епле хатӗрленнине пӗлме йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ирттернӗ, филармонире юсав ӗҫӗсем епле пынипе паллашнӑ, искусствӑсен академийӗнче пулнӑ. Каҫхине министр культура ӗҫченӗсемпе курнӑҫӗ. «Шупашкар йӗркеленнӗренпе 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче— 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫӗ пулса кайнӑранпа 2020 ҫулта пӗр ӗмӗр ҫитет. Юбилейсене паллӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене регион пуҫлӑхӗпе Михаил Игратьевпа сӳтсе яврӑмӑр», — ҫырнӑ Владимир Мединский халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑн айне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш каналӑн «Стань Первым!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртӗ, унта паллӑ телеертӳҫӗсем, артистсем, мусӑкҫӑсем тата спортсменсем хутшӑнӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Акцие Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттересси пирки республика Элтеперӗ Перремӗш канал директорӗн халӑх проекчӗсемпе ӗҫлекен пулӑшуҫипе Александр Ильинпа тата «Музыка Первого» каналӑн тӗп продюсерӗпе Борис Хлудневпа калаҫнӑ. Палӑртмалла, «Стань Первым!» акци 20 ҫул ытла ӗнтӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун иртет. Акци вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсем ача ҫурчӗсенче, пульницасенче, нумай ачаллӑ ҫемьесем патӗнче пулаҫҫӗ, ачасене парнепе хавхалантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ыркӑмӑллӑх концерчӗсем те иртеҫҫӗ. Тӳлевсӗр гала-концертсем вара уҫӑ лапамра пулаҫҫӗ, вӗсене кирек кам та курма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Монолит Плюс» строительство фирмин пуҫлӑхне тата унчченхи прорабне судпа айӑпланӑ, пӗлтӗрхи кӗркунне строительство ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ чухне компанире ӗҫлекен икӗ ҫын тӑпра айне пулса вилнӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Семенов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Ирхине фирма директорӗ прораба ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ прроект ҫуккине пӑхмасӑрах шыв канализацийӗ хума хушнӑ. Хуҫа сӑмахӗнчен иртеймесӗр прораб ку ӗҫе тума 41 тата 49 ҫулсенчи икӗ арҫынна шаннӑ. 10 сехет тӗлӗнче тӑпра йӑтӑнса аннӑ та арҫынсем ун айне пулнӑ. Виҫӗ метр тарӑнӑшӗнчискерсене туртса кӑларса ҫӑлса хӑварма май килмен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн фирма директорӗн тата прорабра ӗҫленӗскерӗн икӗ ҫул ӗҫлесе татма тивӗ, унсӑр пуҫне вӗсен шалӑвӗнчен 5% тытса юлӗҫ. Компани пуҫлӑхӗн вара 2 ҫул хушши строительство тытӑмӗнчи предприятисене ертсе пыма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче шкул ачи машина кустӑрми айне лекнӗ. Кун тӗлӗшпе административлӑ тӗпчев ирттереҫҫӗ. Ирхине 8 сехет те 20 минутра «Энӗш» автоҫулӑн 103-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче, пулнӑ ку. 9-мӗш класс ачи Мересьев урамӗнче ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Анчах вӑл малтан транспорт килнипе килменнине лайӑх пӑхман. Ҫав вӑхӑтра «Фольксваген Транспортер» машина ҫывхарнӑ. Водитель тӑрук чарӑнса ӗлкӗреймен, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта ӑс пухакан арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Аварире ача суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Триер ялӗнче пӗртен пӗр ҫын кӑна пурӑнать. Вӑл та пулин ватӑ. Триер ялӗ Ҫӗмӗрле хулинчен 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унта тӗпленнӗ Нина Карпинская унччен хӑйех хӗл каҫмалӑх вутӑ хатӗрленӗ. Ара, ялта газ ҫук. Хӗлле кашни кунах кӑмака хутмалла. Кӑҫал вара Нина аппа вӑрмана вутӑ-шанкӑ хатӗрлеме ытлах ҫӳреймест. Кӑҫал Нина Карпинская пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов пулӑшма шантарнӑ. Депутат сӑмахне тытнӑ. Ҫак кунсенче Нина аппа патне пӗр машина вутӑ тиесе килнӗ. Халӗ вутӑ тепӗр хӗл валли те ҫитет. Палӑртмалла: Нина Карпинская Триер ялне 55 ҫул каялла качча килнӗ. Халӗ вӑл сурӑхсем, качака, йытӑ, кушак тытать. Унччен ӗнепе лаша та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче килсӗр-ҫуртсӑр ҫын 73 ҫулти арҫын патне пынӑ та вак укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен – кӗсйинчен кӑларса панӑ. Вӑл ӑна унччен те пӗрре мар пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтра килсӗр ҫын арҫыннӑн кӗсйинче хутлӑ укҫа пулнине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна куҫ хывнӑ, вак укҫа панӑшӑн арҫынна тав туса ыталаса илнӗ те хутлисене йӑкӑртнӑ. Ҫапла майпа вӑл ырӑ ҫыннӑн кӗсйинчен 4 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ чухне бомж самаях ӳсӗр пулнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: вӑрланӑ укҫапа вӑл лавккана кӗрсе эрех тата ҫимелли туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем М-7 ҫулпа утакан арҫынна тумӗ ҫумне светоотражатель ҫирӗплетменшӗн чарнӑ. Хайхискер Удмурт Республикин ҫынни-мӗн, Чулхуларан килелле ҫуранах утать. Арҫын Дзержинск хулинче стройкӑра ӗҫленӗ, анчах ӑна шалу тӳлемен. Ҫавӑнпа вӑл киле, Удмурт Республикине, ҫуранах утнӑ. Хӑш чухне, телее, ҫула май каякан водительсем лартса кайнӑ. Укҫа-тенкӗ ҫуккипе арҫын апатланайман та. Ҫитменнине, вӑл шӑнса хытнӑ. «Службӑра мӗн кӑна курмастпӑр… Выҫӑ тата шӑнса хытнӑ. Укҫа пухрӑмӑр, ҫимелӗх патӑмӑр, транспортпа Хусана лартса ятӑмӑр», - ҫапла ҫырнӑ Патшалӑх автоинспекцийӗн Инстаграмри страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан арҫын тӗреклӗ пулас тесе мышцӑсене ӳстерекен эмелсем саккас панӑ. Анчах ҫакӑ ӑна суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ. Арҫын ют ҫӗршыв сайтӗнче 80 эмел тӳми тата 10 ампула саккас панӑ. Эмел йышӗнче вара пирӗн ҫӗршывра усӑ курма юраман япаласем пулнӑ. Кӗҫех Раҫҫей почти тавар килнӗ тесе уведомлени панӑ. Арҫын саккаса илме кайнӑ. Анчах унтан тухнӑ ҫӗре ӑна полицейскисем кӗтсе тӑнӑ. Хими тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, эмел йышӗнче метандиенон, станозолол, тестостерон пулнӑ. Вӗсем – организма вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем, кунашкаллисемпе Раҫҫейре усӑ курма юрамасть. Арҫын тӗлӗшпе «Вӑйлӑ витӗм кӳрекен япаласене контрабанда туни» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |