Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри паллӑ журналистӑн, Алёна Оленован, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Алёна Дмитриевна 66 ҫулта пулнӑ, вӑл чылай вӑхӑт чирленӗ.

Алена Ткач (Оленова) 1958 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чита облаҫӗнчи Петровск-Забайкальский хулинче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх унивреситечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Журналистикӑри карьерине вӑл «Советская Чувашия» хаҫатран пуҫланӑ, 1988 ҫултанпа «Чӑваш Ен» ПТРКра тӑрӑшнӑ. 2004-2006 ҫулсенче РФ Пичет ӗҫӗн, телерадиовещанин тата МИХ енӗпе ӗҫлекен министерствӑра тӑрӑшнӑ. Кайран «Отличное телевидение» тӗп редакторӗ пулнӑ, унтан каллех «Советская Чувашия» хаҫата таврӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Белгород облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫар ҫыннине шыранине пӗлтернӗччӗ. Вӑл пӗрле ҫар службине пурнӑҫлакансене автоматран пенӗ, кайран тарса ҫухалнӑ. Регионта «Перехват» план ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Аса илтерер: ӗнер каҫхине 29 ҫулти ҫар ҫынни, Чӑваш Енрен килнӗскер, Белгород облаҫӗнчи ҫар дислокацийӗнче пеме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ.

Малтан вӑл пӗрле Калашников автоматне илнине пӗлтернӗ. Ӑна кайран инҫех мар тупнӑ.

«На связи» портал хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе контракт службинчи рядовой Алексей Журавлев, 1995 ҫулта ҫуралнӑскер, тунӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш декади историре чи ӑшши пулнӑ. Ун чухне сывлӑш вӑтамран 24,9 градус ӑшӑннӑ. Ку климат норминчен 5,4 градус ытларах.

Халӗ ҫанталӑк кӑшт уҫӑрах. Паян ҫӗрле 9-14 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Вырсарникун пирӗн пата шӑрӑх таврӑнӗ, 27-29 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑр ҫитес эрне вӗҫӗнче кӑна ҫӑвӗ, хӑш-пӗр вырӑнта пӗр тӑваткал метр ҫине 50 литр таран шыв ӳкӗ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Геннадий Михайлов тивӗҫлӗ канура пулин те ӗҫсӗр лармасть, вӑл гипсран тӗрлӗ япала ӑсталать.

Мучие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Эльвира Авдеева пулӑшса пырать.

Ватӑ ҫын гипсран илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталассинче чун киленӗҫне тупнӑ.

«Кӳлепесене тӑвасси пуҫа ӗҫлеттерме хистет. Вӗсене епле формӑллӑ тата мӗнле тӗспе сӑрласси таранах пуҫа вататӑп», — тет иккен мучи.

 

Пӑтӑрмахсем
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Белгород облаҫӗнче Чӑваш Енри таркӑна шыраҫҫӗ-мӗн. Ку хыпара «ПроГород» кӑларӑмра паян пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Белгород облаҫӗнчи сборнӑй пунктра пӑшалтан пенӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫар ретне контрактпа кайнӑ Чӑваш Енри 28 ҫулти каччӑ ҫар чаҫӗнче пӑшалтан пеме тытӑннӑ, унтан тухса тарнӑ. Ӑна икӗ статьяпа шыраҫҫӗ: тарнӑшӑн тата вӗлерме тӑнӑшӑн.

Пӑтӑрмахӑн сӑлтавне пӗлтермен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/98208
 

Персона
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти хӗрарӑмсен Киев-Николаев мӑнастирӗнче 15 ҫул ытла пурӑннӑ Любовь Стриженева актриса ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 83 ҫулта пулнӑ. Кун пирки Аристоклий Набокин манах хыпарлани тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.

Любовь Васильевна 1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. 1963 ҫулта МХАТӑн шкул-студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мускаври художество академи театрӗнче, вӑл икке пайланса Горький ячӗллӗ МХАТра ӗҫленӗ. 1997 ҫулта ӑна Раҫҫей халӑх артисткин ятне панӑ.

Пултаруллӑ артистка СССР Патшалӑх телерадиокомпанийӗн Пӗтӗм союзри радиовӗнче «Взрослым о детях» кӑларӑма ертсе пынӑ. «Вечный зов», «Каникулы Кроша», «Земля, до востребования», «Стежки-дорожки», «Бесы» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ.

2008 ҫулта мӑнастире тухса кайнӑ, унта Иудифь ятпа Турра юрӑхлӑ пулса пурӑннӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Владимир Земляникин тата Олег Стриженов паллӑ актерсен арӑмӗ пулнӑ. Любовь Стриженеван ывӑлӗ Александр Стриженов.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре банк ӗҫченӗсем клиентсен счёчӗ ҫинчи укҫана вӑрланӑ.

Улатӑрта банксенчен пӗрин вырӑнти уйрӑмӗн клиенчӗсем хӑйсен счечӗсем ҫинчен пысӑках мар суммӑшар укҫана такамсене куҫарса панине сиснӗ. Ҫынсем пӑшӑрханма пуҫласан банк ертӳҫисем те сисчӗвленнӗ.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн банк уйрӑмӗнче ӗҫлекен икӗ хӗрарӑм ҫавӑн пек хӑтланни ҫиеле тухнӑ. Вӗсем ватӑрах ҫынсен счёчӗ ҫинчи укҫана пӗчӗкшерӗн вӑрланӑ. Икӗ ҫул хушшинче 70-е яхӑн ҫавӑн пек операци туса ирттернӗ, пӗтӗмпе 100 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.

Тӗпчеве Шалти ӗҫсен министерствин тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем ирттереҫҫӗ. Преступление тупса палӑртнӑ вӑхӑтра малапрах асӑннӑ ҫав специалистсем банкра ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Вӗсем тӑкака ҫийӗнчех саплаштарнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре хуҫалӑхсем вырмана тухнӑ. Ку ӗҫе пӗрремӗш Елчӗк тата Улатӑр муниципаллӑ округӗсем пуҫӑннӑ.

Улатӑр тӑрӑхӗнчи «КиПиАй» кӗрхи тулла вырма тухнӑ. Хальлӗхе 50 гектар ҫинчи тырра пухса кӗртнӗ.

Елчӗк округӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра пӑрҫа выраҫҫӗ. 20 гектар ҫинче ӗҫ вӗҫленнӗ ӗнтӗ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче сивӗ пулчӗ, юр ҫурӗ пулсан та республикӑра вырмана ытти чухнехи пекех вӑхӑтра тухнӑ. Пӗлтӗр вырмана утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Сӑнавлӑ театр хӑйӗн 29-мӗш сезонне хупнӑ. Иртсе кайнӑ сезонта театр ҫӗнӗрен тӑватӑ спектакль лартнӑ, пурӗ 241 спектакль кӑтартнӑ. Вӗсене курма 23 пин ытла ҫын пынӑ. Артистсене тӗрлӗ наградӑпа чыслани те вӗсен ҫӳллӗ шарйи пултарулӑхне ҫирӗплетсе парать.

Театр историйӗ 1986 ҫулта пуҫланнӑ. Ленинградри Культура аслӑ профсоюз шкулти режиссёр уйрӑменчен вӗренсе тухнӑ Валерий Проворов Агрегат заводӗнчи клубра пантомима шкулне йӗркеленӗ. Унтан вӗренсе тухнисем «Дождь» мим-театр труппин тӗп йышне кӗнӗ. 1996 ҫулта мим-театр ҫулталӑк маларах уҫӑлнӑ Чӑваш патшалӑх сӑнавлӑ театрӗн йышӗпе пӗрлешнӗ. Актерсен пӗрремӗш йышӗ Питӗрти театр ӳнерӗн патшалӑх академийӗнчен тата Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи эстрадӑпа джаз уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнисем пулнӑ. Театр пантомимима клоунади жанрӗпе ӗҫленӗ май пантомимӑна, клоунадӑна, дель арте камите, драмӑпа балета пӗрлештерет.

 

Республикӑра

Шупашкартан Турциех вӗҫме май килӗ. Ҫапла шантарнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Анчах рейссене Шупашкарти аэропорта реконструкцилесен кӑна уҫма май килнине каланӑ вӑл.

Сӑмах май унччен пирӗн патран Антальйӑна самолетсем вӗҫнӗ. Анчах 2020 ҫулта пандемие пула рейссем хупӑннӑ. Кайран та вӗҫмен - аэропортра реконструкци пуҫланнӑ.

Паян Олег Николаев Турцин Хусанти тӗп консулӗпе Угур Йылмазпа тӗл пулса Турцие самолетсен рейсне уҫассине сӳтсе явнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 189, 190, 191, 192, 193, 194, 195, 196, 197, 198, [199], 200, 201, 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, ... 3874
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 18

1910
115
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
95
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
52
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
29
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...