Чӑвашлӑх
![]() Ирина Клементьева тунӑ сӑн Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакансен ырӑ йӑла пур. Вӗсем Троица уявӗнче мӗн ӗлӗкрен вӑййа тухнӑ. Ҫак уява вӗсем халӗ те манмаҫҫӗ. Кивӗ Эйпеҫсем кӑҫал та вӑййа тухнӑ. Ырӑ йӑлана пӑхӑнаҫҫӗ - пурте чӑваш тумӗ тӑхӑнса тухнӑ, купӑс каласа юрланӑ-ташланӑ. Пӗр сӑмахпа, чунран савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Нумаях пулмасть куҫ курманнисен хушшинче Раҫҫей кубокӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Мария Мамаева унта 5 медаль ҫӗнсе илнӗ. Мария ӑмӑртура тӗрлӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе 2 ылтӑн, 2 кӗмӗл, 1 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва 17 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Паралимп вӑййисен, тӗнче, Европа шайӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗсемпе призерӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче литература пикникӗ иртнӗ. Кун пирки Ольга Фёдорова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Унта сӑвӑҫсем, поэзие юратакансем пухӑннӑ. Литература пикникӗнче Марина Карягина вырӑс ҫыравҫисен чӑвашла хӑй куҫарнӑ сӑввисене вуланӑ, Мальвина Петрова, Ольга Австрийская, Елизавета Долгова хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ, Геннадий Кириллов артист чӑваш ҫыравҫисен юптарӑвӗсене каласа кӑмӑла ҫӗкленӗ, Надежда Кириллова Геннадий Айхи хайлавне шӑрантарнӑ. Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ Виктор Аванмарт сӑввисем те янӑранӑ. Елчӗк округӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) гитара каласа хӑй ҫырнӑ юрӑсене юрланӑ. Ольга Фёдорова Анатолий Смолин сӑввине вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре «Славяно-тюркский мир: история и современность» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тата хальхи вӑхӑт) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви, Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата «Знание» Раҫҫейри обществӑн регионти уйрӑмӗ. Конференцие республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Куславкка округӗнчи Тӑвай ялӗнче пурӑнакан Зоя Белоусова «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» музея хӑйӗн ӗҫне парнеленӗ. Вӑл – хӑй тӗрленӗ панно, ӑна тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ. Зоя Белоусова – педагогика ветеранӗ. Ялти клубра йӗркеленӗ ал ӗҫ кружокне ҫӳреме пуҫласан вӑл тӗрлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн черетлӗ ӗҫне асламӑшне /е кукамӑшне/ Клавдия Павловна Петровӑна халалланӑ. Вӑл окоп чавнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакансем, унта килнӗ хӑнасем ҫак кӳлепесене асӑрхамасӑр иртменех пулӗ. Хулари 7-мӗш ача пахчи умӗнче («Солнечный город» ятлӑ вӑл) чӑвашла тумланнӑ ҫемье вырнаҫнӑ. Паллах, чӑн-чӑнни мар. Кӳлепесене улӑмран ӑсталанӑ, вӗсене чӑваш наци тумне тӑхӑнтартнӑ. Ҫак илемлӗ композицин авторӗ – Екатерина Швецова. Вӑл ӑна ача пахчи 10 ҫул тултарнӑ ятпа ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Хевеш урамӗнчи ҫурт ҫине тепӗр мурал пулӗ. Ӑна ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель ӳкерет. Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине унччен Андриян Николаевӑн сӑнне ӳкернӗ. Вӑл – Николай Овчиниковӑн «Салам, Ҫӗр» ӳкерчӗкӗн репродукцийӗ. Халӗ вара Ксения Кокель ҫав ҫуртӑн тепӗр енчи стени ҫине ӳкерет. Унӑн ӗҫе «Манӑн ҫурт – манӑн крепоҫ» ятлӑ. Ксения Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи «ФормART» стрит-арт фестивальне хутшӑнать, унта пирӗн республика чысне хӳтӗлет. Унӑн графитие ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Шупашкарти Алькеш поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, ҫуртӑн шалти отделкине, гаража сиенлетнӗ. Пушарта 1993 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн ӳчӗ самаях пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 689 пушар пулнӑ. Вӗсенче 35 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. 94 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗпе вӗсем вырӑнти ЗАГСа пырса ҫитнӗ, унта вӗсем ҫырӑннӑ. Дмитрий тата Татьяна каланӑ тӑрӑх, вӗсем йӑх-несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине упраса хӑварасшӑн, чӑваш тумне вара мӑнаҫланса тӑхӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() "Советская Чувашия" архивӗнчи сӑн Республика кунӗнче сыр пӗҫерекен предприяти уҫӑлнӑ. Ӑна Татьяна Юркина пуҫарса янӑ. 2021 ҫулта вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫарма республика хыснинчен 8 миллион тенкӗ илнӗ, хӑйӗн укҫине те хушнӑ. Ҫапла вӑл сыр пӗҫермелли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Халӗ ав предприяти алӑкӗсене уҫнӑ. Пуласлӑхра унта ҫулсерен 20 тонна таран продукци кӑларма палӑртаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫитес ҫул фермерсене «Перспектива» грантпа килӗшӳллӗн пулӑшма 150 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |