Культура
![]() Ольга Тургай страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче «Чӑваш кӗнеки кунӗ» мероприяти иртнӗ. Ольга Тургай драматург тата радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна тӑваттӑмӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш чӗлхи кунне Е. Рожанский ҫырнӑ «Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеки кун ҫути курнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти яхта клубӗ патӗнче шывра ишсе ҫӳрекен хӑна ҫурчӗсене илсе пырса вырнаҫтарнӑ. Атӑл юханшывӗ ҫине вырнаҫтарнӑ ҫав ҫуртсене хаклама республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ. «Шыв ҫинчи хӑна ҫурчӗсем республикӑра кирлӗ пулас пирки иккӗленместӗп. Ку ен аталанма пуҫлать ҫеҫ-ха. Хаусботсем пурри туристсене илӗртӗ, Чӑваш Енри ҫӗнӗ шыв маршручӗсене тӗпчеме пулӑшӗ», — тенӗ Олег Николаев. Шыври хӑна ҫурчӗсене кирек кам та кайса курма пултарать. Хаусбот-ҫуртсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ завочӗ туса кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫӗнӗ йышши продукцие туянас кӑмӑллисем халех пур иккен. Вӗсемпе пуричнен ытла Тутарстанпа Пушкӑртстанра кӑсӑкланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, Патшалӑх Канашӗн 30 ҫулхи юбилейӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ҫак сумлӑ ята И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров тата Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов тивӗҫнӗ. Иккӗшӗ те – Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Андрей Александров депутата 2016 ҫулта суйланнӑ, икӗ созывра пулнӑ. Владимир Викторов та ҫав ҫулах депутат пулнӑ, анчах ҫулталӑкран сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. 2021 ҫулта депутата каллех суйланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Галина Кузьмина ҫӗтӗк-ҫатӑкран кавир ҫыхать. Ҫак ал ӗҫӗпе вӑл унчченех кӑсӑкланнӑ. Тӑватӑ ҫул каялла ватӑ ҫын суккӑрланса юлнӑ. Юратнӑ ӗҫе ватӑ ҫын пӗрех пӑрахман. Вӑхӑта ирттермелле кинемей халӗ те кавир ҫыхать. Юлашки вӑхӑтра Галина Борисовнӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Лина Емельянова пулӑшса пырать. Кавирсене ватӑ ҫын тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене парнелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республика кунӗнче пирӗн пата сумлӑ хӑна килӗ. Вӑл – РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев. Министр ЧР Элтеперӗпе Олег Николаевпа физкультура тата спорт тытӑмӗнчи ыйтусене сӳтсе явӗ. Уявра Шупашкарти «Волга» стадион, «Ҫӗнӗ хула микрорайонти пӑр катокӗ уҫӑлӗ. Министр унта пулӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Маунтинбайк центрне кайса курӗ. Сӑмах май, Михаил Дегтярев министр пуканӗ ҫине нумаях пулмасть ларнӑ: кӑҫал ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ – ЧР строительство министрӗ ҫумӗ Алена Протасевич ӗҫрен кайнӑ. Вӑл ӗҫрен кайни пирки хушӑва паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ку должноҫре вӑл виҫӗ ҫул ӗҫленӗ. Алена Протасевич Строительство министерствине 2021 ҫулхи ҫӗрте уйӑхӗнче килнӗ. Уннчен вӑл Шупашкарти «Классика» тулли мар яваплӑ обществӑра архитекторта ӗҫленӗ. Халӗ строительство министрӗ виҫӗ ҫум юлнӑ: Владимир Максимов, Екатерина Филиппова тата Алена Александрина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сивӗ пӗр кун та пулманччӗ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче ҫанталӑк сивӗтет, шӑрӑх пирӗн пата халех таврӑнмӗ. Паян, канмалли кунсенче 22-24 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрлесерен 9-14 градус пулӗ. Ҫил кӑштах вӑйланӗ. Республика кунӗнче ҫумӑр ҫукалӗ. Кун хыҫҫӑн тата сивӗтӗ. Ҫитес эрнере ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ, кӑнтӑрла – 20, ҫӗрле 10 градус сивӗ тӑрӗ. Ку – ҫу уйӑхӗ вӗҫӗнчи ҫанталӑк евӗр. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗрех типӗ ҫанталӑк икӗ эрнене яхӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинче ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарман. Ӗҫе пурнӑҫлассишӗн «Экополис» организаци яваплӑ пулнӑ. Вырӑнти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайсан та вӗсене вӑхӑтра илсе кайса пушатман. Улатӑрти йӑлари хытӑ каяша турттарма «Ситиматик Чувашия» организаци «Экополис» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Прокуратура ҫӗртме уйӑхӗн 8 тата 10-мӗшӗсенче тӗрӗслев ирттернӗ те хулари Киров урамӗнчи контейнерсене вӑхӑтра пушатманнине асӑрханӑ. Яваплӑ организаци пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kredit-on.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ултавҫӑсем пӗр талӑкра Чӑваш Енри икӗ тухтӑра улталанӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти врач патне больницӑри заведующи шӑнкӑравланӑ, вӑл ӑна право хуралӗн органӗсенчен шӑнкӑравлӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ. Ют ҫын, чӑн та, шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑнпа медицина ӗҫченӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗпе пуплетӗп пуль тесех калаҫнӑ. Ҫав этем хушнипе арҫын тӗрлӗ банкри хӑйӗн укҫине, пурӗ 2 миллион тенкӗ ытла, тӗрлӗ банкомат урлӑ куҫарнӑ. Шупашкарти медицина сестри вара ӗҫтешне пулӑшас тенӗ. Лешӗ укҫине интернет-биржӑна хунине пӗлтернӗ. Улитавҫӑсем лешне укҫана каялла илес тесен поручитель карттин реквизичӗ кирлӗ тесе ӗнентернӗ. Банк карттин ревизитне пӗлнӗ хыҫҫӑ ултавҫасем инҫеит ҫыхӑну мелӗпе медсестар ячӗпе 1,5 миллион тенкӗ ытла кредит илнӗ, укҫана хӑйсен счёчӗ ҫине куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пӗр мотоциклист арҫын ҫине пырса кӗнӗ. 48 ҫулти арҫын Казахстанран тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ пулнӑ. Инкек ҫурҫӗр ҫитеспе пулса иртнӗ. Суранланнӑ арҫын васкавлӑ пулӑшу машининче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Мотоцикл хуҫи икӗ урапаллӑ транспортне пӑрахса инкек вырӑнӗнчен тарнӑ. Мотоцикла кирлӗ пек регистрацилемен пулин те унӑн унчченхи хуҫи урлӑ ҫӗнӗ хуҫана темиҫе сехет хушшинче тупса палӑртма май килнӗ. Мотоцикл рулӗ умӗнче Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи 24 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ иккен. Вӑл урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |