Персона
vk.com/litmusey сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче иртнӗ эрнере Алексей Талвире халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ тата «Кивелми кӗнекесен авторӗ» курав уҫӑлнӑ. Алексей Филиппович 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи Аслӑ Патӑрьел вулӑсӗнчи Аслӑ Патӑрьелте (халӗ Патӑрьел муниципаллӑ округне кӗрет) ҫуралнӑ. Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл взвод командирӗ, рота политрукӗ, «Комсомольская правда» хаҫат корреспонденчӗ пулнӑ. Кайран СССР халӑхӗсен тӗп издательствин чӑваш секцйӗнче, ВЛКСМ Теп комитетӗнче пропагандӑпа агитаци пайӗнче пичет инструкторӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн корреспондентӗнче, Чӑваш АССР Писательсен союзӗн правленийӗн писателӗнче ӗҫленӗ. Алексей Талвир пултарулӑхӗнче Чӑваш Енри индустриализаци тӗп вырӑн йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫӗ халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ, ӑна темиҫе чӗлхепе куҫарса пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Владимир Андрейченкӑн «Время Орды» роман-хроники кун ҫути курнӑ. Историлле прозӑна юратакансем ҫак писателе аван пӗлеҫҫӗ тесе ӗентереҫҫӗ Кӗнеке издательствинче. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр. Роман-хроника XIII ӗмӗре кӑтартса парать, ҫав вӑхӑтра патшалӑх епле аталаннипе, ун чухне пурӑннӑ паллӑ ҫынсемпе паллаштарать. «Патшалӑхсемпе вӗсен ертӳҫисене монгол орди ҫулӗ ҫинче ҫеҫ мар, Европӑра, Египтра та аркатнӑ. 1204 ҫулта Византи империйӗ арканса Латин империйӗ, Никей империйӗ, Ахея княжестви тата ыттисем пуҫӑнса кайнӑ. Генуйӑпа Венеци тинӗсре ҫапӑҫнӑ», – палӑртса хӑварнӑ автор. Роман сюжетне вӑл истори докуменчӗсене, летопиҫсене тӗпе хурса хатӗрленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
rusdram21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем Тулӑра пулнӑ. Унта вӗсем пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирех тухса кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче артистсем Тулӑри М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче спектакльсем кӑтартнӑ. Тулӑри куракансем пурӗ тӑватӑ спектакль пӑхма пултарнӑ: Д. Нигрогӑ «Тайны семьи Рейвенскрофт» детективне, Э.-Э. Шмиттӑн «Тектоника чувств» тата К. Гольдонин «Венецианские близнецы» камичӗсене, А. Белозеровӑн «Солдат и Змей Горынович» юмахне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
vk.com/knighnaja_palata пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Актуальные проблемы лексикографии, терминологии и теории перевода» (чӑв. Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннисен материалӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ конференцие пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш лексиографӗ Михаил Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнеке паллӑ учёнӑй эткерлӗхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Кӑларӑма институтӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ) туянма пулать. Кӗнеке хакӗ — 287 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поехали!» кӑларӑм ертӳҫисем Мария Осадник тата Евгений Покровский Чӑваш Енре пулӗҫ. Вӗсем кӑларӑмра республикӑри туризм аталанӑвне кӑтартасшӑн. Чӑваш Енри туризм аталанӑвӗн агентстви телеертӳҫӗсем валли ятарлӑ маршрут хатӗрленӗ. Унта чӑваш кухнине, культура, спорт тата кану мероприятийӗсене, экскурси кӗртнӗ. Чӑваш Енри туризм пирки ӳкернӗ кӑларӑм 45 минута тӑсӑлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Республикӑра чи лайӑх старостӑна суйланӑ. Ҫак ята Красноармейски округӗнчи Андрей Кондратьев тивӗҫнӗ. Виҫӗ ҫул каялла ӑна халӑх тӳрех 3 ял старости пулма суйланӑ: Шупуҫ, Вӑрманкас тата Туканаш. Ҫак ялсем пысӑках мар, хӗл каҫакан сахал. Ҫулла вара дачниксем самай килеҫҫӗ. Ҫынни нумай мар пулсан та татса памалли ыйтусем тупӑнсах тӑраҫҫӗ: ҫул тасатасси, ҫӳп-ҫап илсе тухасси, урамсенче ҫутӑ тӑвасси... Андрей Кондратьев пур ҫӗре те ӗлкӗрме, хастар пулма тӑрӑшать. Палӑртмалла: конкурса республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 30 ытла староста хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳри Станислав Богословский техникумра техник-строителе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн специальноҫпа ӗҫ тупайман. Пулӑшу ыйтса вӑл «Работа России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) Ҫӗрпӳри кадр центрне ҫул тытнӑ. Надежда Алексеева карьера консультанчӗ Станиславӑн кӑмӑлне кура трактриста вӗренме сӗннӗ. Ку специальноҫа «Нива» вӗренӳ центрӗнче алла илме май килнӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче Станислав ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерсе экзамен тытнӑ. «Тракторист таҫта та кирлӗ, вӑл ӗҫ йывӑр. Манӑн тантӑшсем вӑл спецаильноҫа алла илесшӗн мар. Эпӗ вара ку спецальноҫпа нихӑҫан та ӗҫсӗр юлмӑп. Ӗҫ укҫи те мана тивӗҫтерет», — тенӗ ҫамрӑк арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
alikovo-bib.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри паллӑ ҫыравҫӑ, Чӑваш АССР тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Лукин ҫуралнӑранпа паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май Элӗкри тӗп вулавӑшра «Аркадий Лукин – чӑваш поэчӗ» поэзи сехечӗ иртнӗ. Аркадий Лукинӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе библиотека ӗҫченӗсем паллаштарнӑ. Уяв каҫӗнче ентешӗн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем хайланӑ юрӑсем те янӑранӑ. Аркадий Лукин Элӗк районӗнчи Лутра Пакӑш ялӗнче 1934 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. Тӗп комсомол шкулӗнче журналистика курсӗнче тата СССР Писательсен союзӗн Аслӑ литература курсӗнче вӗреннӗ. Унтан Чӑваш кӗнеке издательствинче консультантра тата аслӑ редакторта, «Тӑван Атӑл» тата «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"На связи" форумри сӑн Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе «Улатӑр - Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс Йӗпреҫре чарӑнма пуҫлӗ. Ҫакна пассажирсене меллӗ пултӑр тесе тунӑ. Йӗпреҫре мӗн чухлӗ тӑрасси пуйӑсран килет. 6390-мӗш тата 6393-мӗш номерли 3 минут тӑрать, 6392-мӗш номерли вара - 1 минут. Палӑртмалла: унччен Йӗпреҫре пуйӑссем чарӑннӑ-ха, анчах поселокран 5-6 ҫухрӑмра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 57 ҫулти Ольга Валерьевна Воротынцева (Шадрина) ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Килтен кайнӑ кун вӑл сӑрӑ куртка, хура шӑлавар, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫак хӗрарӑма куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |