Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫ пӳрте тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен 64 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Халӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Ҫав кунах Шупашкар округӗнчи Вӑрманкасра пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм 61 ҫулти арҫынна кил-ҫуртсӑр хӑварнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, унтан ҫулӑм пӳрт ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи ҫӑлӑнса ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул халӗ ачасене йышӑнса вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме пултарать. Нумаях пулмасть вӑл лицензи илнӗ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Шкул хулари 64-мӗш шкулӑн вӗренӳ корпусӗ пулса тӑнӑ. Санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ те килнӗ. Ҫак кунсенче ведомство ӗҫченӗсем шкул коридорӗпе утса тухнӑ, классене, акт залне, столовӑя пӑхса ҫаврӑннӑ. «Юлашки штрихсем юлнӑ», ҫапла пӗлтернӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров телеграм-каналӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн вӗрентекенӗсем Александр Семенов тата Алексей Новиков Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк инженерӗ» конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Вӗсене ҫӗршыври профессионал инженерсен реестрне кӗртнӗ. Александр Семенов «Машиностроени» номинацире мала тухнӑ. Алексей Новиков вара «Агроинженери» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫапла вӗсем «Ҫулталӑк инженерӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: аграри университечӗ малтан Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
ru.freepik.com сайтри сӑн Нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 3-мӗшӗччен республикӑра 209 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек нумай тӗслӗх юлашкинчен раштавӑн 25-31-мӗшӗсенче пулнӑ. Ун чухне 361 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, юлашки эрнере ҫак амакпа аптӑракансен йышӗ чакнӑ. Унчченхи эрнере 26,6 пин тӗслӗх пулнӑ тӑк юлашки эрнере ку кӑтарту 25,8 пин ҫынпа танлашнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывра кӑшӑлвируспа чирлекенсем пульницӑна лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче «Весенняя капель» (чӑв. Ҫурхи тумлам). музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ҫуркуннехи пӗрремӗ уявпа Чӑваш патшалӑх симфони капелли саламлӗ. Хормейстерӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Татьяна Давыдова. Уява Илья Резник поэтӑн «Гимн семье» хайлавӗпе уҫӗҫ. Уявра тӑван ҫӗршыв эстрадин ылтӑн хичӗсем тата классика музыки янӑрӗ, кинофильмсенчи юрӑсемпе авторсен композицийӗсем пулӗҫ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ ыран, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 18 сехетре, пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Присавсен службин архивӗнчи сӑн Елчӗк муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫын «Лада Ларгус» машинӑна кредитпа илнӗ. Анчах вӑл парӑма татма васкаман. Ҫапла парӑм 500 ытла тенкӗ пухӑннӑ. Малтан приставсем ӑна машинӑна регистраци тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума чарнӑ. Унтан транспорта арестленӗ. Арҫын машинӑна сутасран хӑраса парӑма йӑлтах татнӑ. Исполнительнӑй сбор суммине те, 40 пин тенке, тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
shumer.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Хутарти культура ҫуртӗнче «С любовью к песне» (чӑв. Юрра юратса) регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Сергей Мухоморова асра тытса ирттернӗ. Кун пек фестивале вырӑнтисем тӑххӑрмӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ. Конкурса хор коллективӗсем, ансамбльсем, солистсем, инструменталистсем хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Калинушка» ансамбль (ертӳҫи — Валентина Телей) солисчӗсем Николай Фролов тата Александр Ильин та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Николай Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» драмӑна Раҫҫейри наци театрӗсен фестивалӗн программине кӗртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче Элистари Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртӗ. Унта Раҫҫейри 6 наци театрӗ хутшӑнӗ. «Шинель» пластика драмипе чӑваш театрӗ тӗрлӗ фестивале унччен те хутшӑннӑ. Вӑл ӗҫе Мускаври, Иркутскри тата Севастопольти куракансен хаклама ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура министерстви муниципалитетсенчи кинозалсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Канашлу Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. «2023 ҫулхи нарӑс уйӑхнчен тытӑнса эпир документлӑ тата илемлӗ наци фильмӗсене юсаса ҫӗнетнӗ кинозалсенче кӑтартатпӑр. Кӑҫал та ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Сеанссен расписанине малтанах йӗркелеме тата вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма сӗнетпӗр», — тенӗ Светлана Каликова министр. Иртнӗ ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗмӗрлери кинозалсене халӑх ытларах ҫӳренӗ. Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсенчи кинозалсенче халӑх сахал пулнӑ. Чи лайӑх кинозалсен ертӳҫисене министерство Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Республикӑн онкологи диспансерӗнче сайра тӗл пулакан пысӑк шыҫҫа касса кӑларнӑ. Хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче хырӑмӗ кӗтмен ҫӗртен ӳссе кайнине сиснӗ, хӑйне начар туйма тытӑннӑ. Анчах тухтӑр патне кайман. Ҫапла вӑл ҫур ҫул чӑтса пурӑннӑ. Хырӑмӗ калама ҫук пысӑкланса кайсан, сывлама йывӑрланса ҫитсен, вар хытса ларнипе аптӑракан пулсан ҫеҫ больницӑна кайнӑ. Хӗрарӑмӑн 40 сантиметр пысӑкӑш шыҫӑ пулнӑ. Вӑл ытти органсене те кансӗрленӗ. Ҫав шыҫӑ тератома пулнӑ. Ун варринче ҫу, ҫӳҫ тата шӑл пулнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шыҫӑ ун пысӑкӑш ӳссе кайни сайра пулать. Ҫавӑнпа вӗсем ҫынсене тухтӑр патне вӑхӑтра кайма, медосмотр тата диспансеризаци тухма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |