Персона
Видеоран илнӗ скриншот Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ балалайка ӑсти, музыкант, дирижёр, педагог Эдуард Борисов 85 ҫул тултарнӑ. Эдуард Борисов — Чӑваш АССРӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Пулас музыкант Ижевскра ҫуралнӑ, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. 1966 ҫулта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче преподавательте ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл балалайка класне пуҫарса янӑ, халӑх инструменчӗсен оркестрӗн ертӳҫи тата дирижёрӗ пулнӑ. Пӑнтӑртаттарса каламалли халӑх инстурменчӗсен уйрӑмӗнче ӗҫленӗ. 1999-2017 ҫулсенче училищӗн симфони оркестрне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
2024 ҫулхи Трак ен пики - Анастасия Ершова Красноармейски салин культура ҫуртӗнче, Ҫемье ҫулталӑкне тата Хӗрарӑмсен кунне халалласа, йӑлана кӗнӗ «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ. Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухнӑ. Хӗрсем чӑваш нацин пӗр-пӗр апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ. Пикесен ӑсталӑхне ятарлӑ жюри хак панӑ. Ҫивӗч тупӑшура «Трак ен пики-2024» ята Анастасия Ершова (Трак вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ. «Вице-Трак ен пики-2024» — Анна Жидова (Упи вӑтам шкулӗ). «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» - Ирина Степанова (Красноармейски вӑтам шкулӗ), «Сӑпайлӑ пике» - Карина Родионова (Еншик Чуллӑ территории пайӗ), «Хӳхӗм пике» - Инна Андреева (Алманч вӑтам шкулӗ), «Тарават пике» - Агния Егорова (Чатукасси территори уйрӑмӗ), «Пултаруллӑ пике» - Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ), «Илӗртӳллӗ пике» - Кристина Иванова (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята вара Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл хальхи Элӗк муниципаллӑ округӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика училищинче скрипкӑпа, гитарӑпа, мандолинӑпа тата балалайкӑпа выялма вӗреннӗ. 1945 ҫулта ӑна ГИТИСӑн Чӑваш актер студийӗн виҫҫӗмӗш курсне вӗренме илнӗ. 1947 ҫулта вӑл Чӑваш академи драма театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл 1954 ҫулччен тӑрӑшнӑ. 1959 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗн тата симфони оркестрӗн никӗсне тӗпе хурса Чӑваш патшалӑх музыкӑпа драма театрӗ (халӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) уҫӑлать. Ӑна пуҫарса яраканни тата пӗрремӗш илемлӗх ертӳҫи Борис Марков пулнӑ. 1960 ҫулта Фёдор Павловӑн «Шыварманьне» лартать. Вӑл — чӑвашсен пӗрремӗш опери. Борисом Семенович 30 ытла опера, оперетта, музыка камичӗ лартнӑ. Борис Семенович пурнӑҫран 1977 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Шупашкарта ун ячӗпе урам хисепленет. Вӑл пурӑннӑ Ленин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2010 ҫулта Эле тӑрӑхӗнчи Тавӑтри вӑтам шкула ентешӗн ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
www.kino-teatr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Нестор Виноградов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унпа пӗрле тӑрӑшнисем аса илнӗ тӑрӑх, артист пултарулӑхне хаклакансем ӑна урамра, театрта ӗҫченӗсем кӗрсе ҫӳремелли алӑк патӗнче, чечек ҫыххипе кӗтсе илнӗ, вӑл вылянӑ рольсене кӑмӑлтан йышӑннӑ. Пулас артист Етӗрне уесӗнчи (кайран Муркаш районне кӗнӗ) Тивӗш ялӗнче 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта Чӑваш театрӗ ҫумӗнчи театр студине вӗренме кӗнӗ. Ҫартан таврӑнсан хальхи ГИТИСра (ун чухне Театр ӳнерӗн тӗп техникумӗ шутланнӑ) вӗреннӗ. Нестор Виноградовӑн театрти пӗрремӗш ролӗ – Пётр Осиповӑн «Ылханнӑ йӑх» спектаклӗнчи Максим сӑнарӗ. Пётр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», «Трахом юрри», «Кушар», «Айтар» пьесисемпе лартнӑ ӗҫсенче каярах вӑл тӗп рольсене калӑпланӑ Театрта ӗҫленӗ ҫулсенче ӑна 100 ытла сӑнар шанса панӑ. Нестор Петрович 1995 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пурнӑҫран уйӑлса кайнӑ. Ӑна Шупашкарти Мухтав аллейинче пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
rosstat.gov.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 68 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл — пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче. Ҫак цифрӑна Росстат пӗлтернӗ. Чӑваш Енре уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 68 пин те 657 тенке ларнӑ. Ку вӑл унчченхи ҫав вӑхӑтринчен 22,2 процент пысӑкрах. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫипе пирӗн республика Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ҫичӗ регионтан: Мари Элтан, Мордва тата Удмурт республикисенчен, Киров, Пенза, Саратов тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен. Чӑваш Енре пӗлтӗр вӑтам ӗҫ укҫи 50 пин те 186 тенкӗпе танлашнӑ. 2022 ҫулта вӑл 41,2 пин тенкӗ пулнӑ, 2021 ҫулта — 35,8 пин тенкӗ, 2020 ҫулта — 31,8 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӳре-шара М-7 федераци ҫулне кӑҫалах анлӑлатма тытӑнасшӑн. Ку Шупашкар ҫывӑхӗнчи 12 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула пырса тивет. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чылай ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫул ҫинче пӗрмай «пӑкӑ» пухӑнать. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫулла ведомство Явӑшпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫула реконструкци тума сахалтан та 18 млрд тенкӗ кирлине пӗлтернӗ. Унти ҫул ҫинче 4 полоса, 4 развязка, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли 8 каҫӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьелте Хусантан килнӗ ултавҫӑна тытса чарнӑ. Вӑл 62 ҫулти хӗрарӑма хӑратса унран 400 пин тенкӗ илсе тухса кайнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре пӗлтернӗ. Улталаннӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн тӑванӗн хӗрӗ ҫул ҫинчи инкек лекнӗ тесе хӑратнӑ. Яваплӑха кӑштах «ҫемҫетме» курьер урлӑ 400 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ял хӗрарӑмӗ ҫапла тунӑ та. Укҫана темле каччӑна тыттарса янӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрарӑм тӑванӗ патне шӑнкӑравлама ӑс ҫитернӗ. Укҫа илсе кайнӑ каччӑна кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Хусантан килнӗ 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
"Контактри" сӑн Ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче бокс енӗпе первенство иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ. Пенза хулинче иртнӗ ӑмӑртура 15-16 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче Муркаш шкулӗнче вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Алексей Алексеев 52 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Артемий Алексеев вара 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Еврази ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен Елизавета Долгова хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗнче ӗҫлет. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, Елизавета Долгова – педагог, психолог, писатель, тӑлмач. «Пухӑва ҫыравҫӑсен мастерскойӗ 65 ҫул тултарнине халалланӑ. Узбекистан, Казахстан, Туркменистан, Косово, Македони, Албани, Крым тата Турци ҫыравҫисем хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Мероприятие Yakup Omeroglu ертсе пычӗ», — тесе пӗлтернӗ Елизавета Долгова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Александра Макарова ярса панӑ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «ЭнергосбыТ Плюс» акционер обществин Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗн директорӗ Вячеслав Зданович пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 50 ҫулта пулнӑ. Вячеслав Юрьевич 1973 ҫулта Ташкентра ҫуралнӑ, унти политехника институтӗнче «Промышленность предприятийӗсен тата хуласем энергосбереженийӗ» специальноҫа алла илнӗ. Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче те вӗреннӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |