Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Следстви комитечӗн Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пушарта нимсӗр юлнӑ нумай ачаллӑ ҫемьене пулӑшнӑ. Вӗсем укҫа-тенкӗ, тумтир, усӑ курма кирлӗ япаласем пухнӑ та ҫемьене пырса панӑ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнакан 3 ачаллӑ ҫемье нарӑсӑн 26-мӗшӗнче ҫуртсӑр юлнӑ. Пушар ӑна тӗппипех тӗп тунӑ. Инкекре никам та шар курман. Анчах ҫемьен халӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнма тивет. Нумай ача амӑшӗ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсене тав сӑмахӗ каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта 36 ҫулти арҫынна пӗр уйӑха яхӑн шыраҫҫӗ. Евгений Соколов килтен нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа унран хыпар ҫук. Вӑл мӗнле майпа ҫухални те паллӑ мар. Евгений - ҫӳллӗ, хыткан арҫын. Ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 8-800-700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Сӑмах май, пушӑн 15-мӗшӗнче «Лиза Алерт» Наци вулавӑшӗнче ҫынсене шырама пулӑшас текенсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Мероприяти 18 сехет ҫурӑра пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
all-migration.com сайтри сӑн Шупашкарти хӗрарӑм ӗҫ шыранӑ вӑхӑтра тупӑш тумалли мел шыранӑ та самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ. 29 ҫулти хӗрарӑма палламан ҫынсем видеохостингра роликсем пӑхса укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Малтанах вӑл куншӑн укҫа илсе тӑнӑ-ха. Кайран ӑна укҫана криптовалютӑна хума ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, пысӑкрах тупӑш илес тесе вӑл тӗрлӗ банкран кредитсем илнӗ. Укҫана йӑлтах палламан счет ҫине куҫарнӑ. Тупӑшне илме тӑна та паман. Хӗрарам тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Галина Галвэл архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Францин тӗп хулине топ-модельсем, паллӑ ҫынсем, блогерсем Мода ҫурчӗсен тата тӗнчери ҫамрӑк дизайнерсен ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллашма килнӗ. Луврта Канаш хулинчи дизайнер Галина Галвэл та хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Галина хӑйӗн аллипе кӗпесем ҫӗлет. Кӑҫал пирӗн ентеш хайӗн ӗҫӗсемпе люкс сегментӗнче паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес тунтикун Раҫҫейри мӗнпур шкулта «Пӗлтерӗшли ҫинчен - калаҫу» класс сехетӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пирки калаҫӗҫ. Аса илтерер: ку проекта Чӑваш Ен ытти регионпа пӗрле пурнӑҫланӑ. Ку проект мӗнле ҫуралнӑ? Ӑна мӗнле пурнӑҫланӑ? Кун пирки шкул ачисене каласа кӑтартӗҫ. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫӗршыври халӑхсен историне, культурине тата географине вӗренмелли пособи пулса тӑрӗ. Сӑмах май, Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра та унпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Пултаруллӑ коллектив сцена ҫине «Акӑ ҫитрӗ ҫуркунне» программӑпа тухнӑ. Филармонин коллективӗн кашни композицийӗ музыка чӗлхин илемӗпе, ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе, артистсем ӑсталӑхӗпе, илемлӗ тумӗпе тыткӑнлать. Репертуарта юрӑсем, ташӑсем, вокалпа хореографи сюитисем пулнӑ. Сӑмахран, «Матушка Россия», «Веселись, народ!», «Ӗмӗр пӗрле пурӑнар» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Игорь Петров сӑнӳкерчӗкӗсем Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ӗпхӳ хулин П. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче иртнӗ регионсем хушшинчи «Тарасов вулӑвӗсем» наукӑпа методика семинарине Чӑваш делегацийӗ те хутшӑннӑ. Унта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн хастарӗсем, Лидия Филиппова ҫыравҫӑ пулнӑ. Аса илтерер: Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн ертӳҫи пулнӑ Иван Тарасов 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑччӗ. Иван Григорьевич Пушкӑртстанри Кӑрмаскал районӗнче ҫуралса ӳснӗ, чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Иван Тарасов чӑваш телекӑларӑмӗсене ертсе пынипе паллӑ. Вӑл «Ентешсем» тата «Еткерлӗх» ҫутӗҫ программисен, ҫавӑн пекех 350 ытла кӑларӑм авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнетнӗ терминалне ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнетесшӗн. Вӑл вӑхӑта аэровокзалӑн 85 процентне юсаса пӗтересшӗн. Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула яхӑн пырать. Реконструкции вӗҫлеме палӑртнӑ вӑхӑта темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Вӗҫсе каймалли зонӑна кӑҫалхи ҫулла уҫасшӑн. Пассажирсене регистрацилемелли, багажа автоматика мелӗпе йышӑнмалли, паспорт тӗрӗслевӗн, тӗрӗслев, стерильлӗ зонӑсене ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Игорь Петров сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин паллӑ общество ӗҫченӗ, вӗрентекен, журналист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иван Тарасов ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа регионсем хушшинчи семинар ирттернӗ. Кун пирки Елизавета Долгова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Мероприятие Чӑваш халӑхӗн чӗлхипе йӑли-йӗркине аталантарас тата упрас енӗпе Пушкӑртстанри Чӑваш Республикин канашӗ, П.М. Миронов ячӗллӗ Ӗпхӳри Чӑваш вырсарни шкулӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академин Пушкӑрт Республикинчи уйрӑмӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
"Контактри" сӑн Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан Феодосия Николаева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Кинемее саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ. Феодосия Федоровна нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл хайӗн ирӗкӗпе Улатӑр районне окоп чавма кайнӑ. Анчах ҫамрӑк пулнипе кӗҫех ӑна каялла янӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Феодосия Леонтий Николаева качча тухнӑ. Вӗсем 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ. Феодосия Федоровнӑн халӗ 17 мӑнук, 29 кӗҫӗн мӑнук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |