Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.2 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем

Спорт
np.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
np.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче иртнӗ эрнере биатлонистсене пемелли ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарма тытӑннӑ. Асӑннӑ центр Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗ ҫумӗнче шутланать.

Центрта 30 электромеханика мишеньне (вӑл Финляндире туса кӑларнӑскер) вырнаҫтарнӑ. Ун йышшисем 50 ҫӗршыври 200 ытла стадионта пур иккен.

Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче ҫавӑн пекех йӗлтӗр роллер трассине тӑвасси малалла пырать. Ҫав ҫул 4 километр тӑршшӗ пулӗ. Вӑл трасса биатлонӑн тата йӗлтӗрҫӗсен пур енлӗ ӑмӑртӑвне ирттерме май парӗ. Объектра триатлонистсемпе велосипедистсем тренировкӑсем ирттерейӗҫ. Ӗҫе 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.

Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса Татьяна Акимова биатлонистка калани пирки 6 ҫул каялла Дмитрий Губерниев спорт комментарторӗ тӳрӗ эфирта темиҫе хутчен те асӑнса хӑварнӑччӗ. Дмитрий Губерниев ҫавӑн чухне каланӑ тӑрӑх, ун патне ачасем те пулӑшу ыйтса ҫыраҫҫӗ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӳре-шарана арестленине пӳрне касса янипе танлаштарнӑ. Кунта сӑмах республикӑн транспорт министрӗ Владимир Осипов тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пирки пырать.

«Ыраттарать, анчах вӗлермест», — ҫапларах хак панӑ тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха республика ертӳҫи. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, тахӑш самантра вӑл тимлӗхе ҫухатса тӳре-шарана шаннӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Пулатов ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ, усламҫӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ, Осипов ӗҫ вырӑнӗпе хӑйӗншӗн усӑ курнӑ, тӳлес ӗҫре йӗркене пӑснӑ.

 

Культура
sportishka.com сӑнӳкерчӗкӗ
sportishka.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен туризма аталантарма субсиди илесшӗн. Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви ирттерекен конкурса пирӗн регион пӗрлехи субсиди илме ҫак енсемпе заявка панӑ:

пляжсене аталантарасси тата хӑтлӑлатасси,

туризм инфраструктурине (прокат пункчӗсем, апатлану точкисем, турист оборудованийӗ тата ытти те);

кемпинг йӗркелесси;

пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттересси;

хула центрӗн турист кочӗ валли.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамбльне сумлӑ ята твиӗҫнӗ.

Коллектив Шупашкарти Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче ӗҫлет. Нумаях пулмасть ӑна Раҫҫей Федерацийӗн «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята панӑ. Приказа Раҫҫейӗн Культура министерстви раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн кульурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Федотов «Эревет» ансамбле 1981 ҫулта йӗркелесе янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектва тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ ят панӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар муниципаллӑ округӗнче полицейскисем ҫул ҫинче тӑракан кинемее асӑрханӑ. Вӑл нимӗн те ӑнланманнине, ҫухалса кайнине сиснӗ вӗсем.

Виталий Синельков тата Андрей Кртин инспекторсем чарӑннӑ та ватӑ ҫынна машинӑна лартнӑ. 93 ҫулти кинемей хӑй ӑҫта пурӑннине аран аса илнӗ. Вӑл ӑс-тӑн хавшанипе аптӑрать-мӗн.

Инспекторсем ӑна киле, Шупашкар хулине, илсе ҫитернӗ. Тӑванӗсем пӑшӑрханма та пуҫланӑ иккен, полицие пӗлтерме хатӗрленнӗ. Вӗсем полицейскисене тав тунӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнекун Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи скверта Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пулнӑ. Унта Хӗл мучипе Юр пике килсе ҫынсене савӑнтарнӑ. Ачасем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене пӗлнӗ, ташӑ батлне хутшӑннӑ. Спорт конкурсӗсем те иртнӗ.

Ҫитес уяв ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пулӗ. Хальхинче - Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58-мӗш ҫурт патӗнче. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта та Хӗл мучипе Юр пике килӗҫ. Чӑваш эстрада артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/92341
 

Пӑтӑрмахсем

Куславкка муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ольга Максимова (Федотова) асӑннӑ тӑрӑхри Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ. Ӑна ҫывӑх ҫыннисем ҫухатнӑ. 46 ҫулти хӗрарӑм ӑҫтине вӗсем раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлмен.

Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыранӑ. Паян вара вӗсем хӗрарӑм виллине тупнине, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ.

 

Ҫурт-йӗр
vk.com/podslushanocheb страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/podslushanocheb страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Росреестрӑн Чӑваш Енри упарвленийӗнче чи йӳнӗ хваттерпе чи хаклӑ хваттер хакне пӗлтернӗ.

2023 ҫулта пӗри 1 пин тенкӗпе хваттер туяннӑ. Куславккари 45 тӑваткал метрлӑ хваттере ҫав хакпа сутса яни ҫинчен регистрациленӗ.

Чи хаклӑ хваттере Шупашкарта сутса янӑ. 280 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ хваттере 43 миллион тенкӗпе сутса янӑ. Ҫав пурлӑх амӑшӗн пулнӑ. Ӑна ывӑлӗ сутнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енре халӗ Вырӑс провинцийӗн музейӗ те пур. Вӑл Улатӑрта хула училищин революци умӗнхи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.

Икӗ хутлӑ ҫурта 1911 ҫулта хута янӑ. Вӑл истори тата культура историйӗсен списокне кӗрет. Унта вырӑс провинцийӗн музейӗ пуласси пирки 2021 ҫултах пӗлтернӗ. Ҫурта юсаса ҫӗнетнӗ, халӗ ав вӑл хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.

Экспозицире - Улатӑр хулин тата Улатӑр уесӗн историйӗ: 1952 ҫултан пуҫласа 20-мӗш ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсемччен.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унтан вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ.

Машина шӑпах водитель енчен ҫапӑннӑ. 34-ри арҫын вилнӗ. 64 ҫулти тепӗр водитель аманнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 213, 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, [223], 224, 225, 226, 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...