Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Чуварлейри шкул
Чуварлейри шкул

Улатӑр муниципаллӑ округӗн депутатсен пухавӗн депутачӗ Сергей Павленков Ҫӗмӗрлере йытӑ приючӗ вырӑнне хӑйсен округӗнчи Чуварлейра шкул хута яма сӗннӗ. Аса илтерер: приют валли 264 миллион тенке яхӑн уйӑрма хатӗррине пӗлтерсе аукцион ирттерме палӑртнӑ. Анчах тепӗр кунхине ӑна пӑрахӑҫланӑ.

Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, Чуварлейри шкул 1957 ҫулта тунӑскер, хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмасть.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти нумай ача амӑшне путакан ҫынна ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. Надежда Цветкова ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче каннӑ чухне ним шухӑшламасӑр путма пуҫланӑ хӗре ҫӑлма кайнӑ. Хӗре туртса кӑларнӑ кӑна – вӑл унпа тепӗр ҫын путни пирки пӗлтернӗ.

Надежда тепре чӑмса каччӑна шыраса тупнӑ. Лешӗ, хӑраса ӳкнӗскер, хӗрарӑма ярса тытнӑ. Надежда ӑна аран-аран туртса кӑларнӑ. Ҫапла нумай ачаллӑ амӑшӗ икӗ ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Общество палати тата Пӗтӗм Раҫҫейри шыври ҫӑлавҫӑсен обществи Надежда Цветковӑна тав тунӑ, Кубок панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/opchr21_official/866
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче тӑватӑ ҫын аманнӑ.

Пӑтӑрмах ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. «Киа Церато» машина рулӗ умӗнчи 24 ҫулти ҫамрӑк ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайса ҫул айккине чӑмнӑ.

Машинӑри 5 ҫамрӑка, ҫав шутра водителе те, пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсем — 20-25 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Вӗсенчен пӗрне килне янӑ, ыттисем тухтӑр патӗнче сипленеҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха лекнӗ водителе хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн административлӑ майпа кӑҫал ҫеҫ 8 хутчен явапа тыттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗрин телефонне вӑрланӑ. Кун пирки Таджикистанран Чӑваш Ене килнӗ 25 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

Вӑл хулари Терешкова урамӗнчи кану учрежденийӗ умӗнче ют ҫынсемпе пӑтӑрмах пулса иртнине пӗлтернӗ. Ӑна лешсем хӗненӗ, кӗсйинчи телефонне вӑрттӑн кӑларса илнӗ.

Йӗрке хуралҫисем 19 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл Чӑваш Ене Узбекситанран килнӗ иккен. Пакунлисем ҫав каччӑ телефона вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пирӗн патра яш патентпа ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе судра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн каччӑна тӑван тӑрӑхне кӑларса ярӗҫ.

 

Хулара
ru.m.wikipedia.org сайтри сӑн
ru.m.wikipedia.org сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ҫӳреме тытӑнӗ. Хальлӗхе – 62-мӗш маршрут. Тепӗр икӗ маршрута ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫассине пӗлтернӗ.

Линире 18 троллейбус ҫӳрӗ. Интервал мӗн чухлӗ пулни хальлӗхе паллӑ мар. Тепӗр 3 транспорт резервра пулӗ. Пӗр троллейбуса 90 пассажир вырнаҫмалла: 33 лармалли вырӑн тата 57 тӑмалли вырӑн.

Троллейбуссенче кондиционерсем, пассажирсене шутлакан датчиксем, информацие кӑтартакан табло пур. Кунашкаллисемпе сусӑрсене ҫӳреме меллӗ. Кӳмепе кӗме те лайӑх.

 

Чӑвашлӑх

Хӑйӗн иртнӗ кун-ҫулне манакан халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук тесе шухӑшлаҫҫӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен кинемейсем. Унти Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ пулӑшса-кӑтартса пынипе вӗсем масмак хатӗрленӗ.

Республика кунне халалланӑ ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннӑ ватӑсене Светлана Леонидовна Масмак ятлӑ хӗрача ҫинчен халап пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫав хӗрача тӗрлӗ ҫиппе капӑрлатса пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр ӑсталаса амӑшне парнеленӗ имӗш, унтан ҫав япалана масмак теме пуҫланӑ-мӗн.

«Кун пек ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлени пирӗн халӑхӑмӑрӑн эткерлӗхне упраса хӑварма пулӑшать», — тесе каланӑ масмак ӑсталама хутшӑнна кинемейсенчен пӗри, 78 ҫулти Ольга Усманова.

 

Персона
Станислав Воронов. наследиечувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ
Станислав Воронов. наследиечувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Станислав Воронов художника «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ» ят пама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.

Станислав Воронов – «Раҫҫейри художниксен пултарулӑх союзӗ» пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн пайташӗ.

Пултаруллӑ художник 1957 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Хурасанта ҫуралнӑ. Хусанти университетра юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Унӑн ӗҫ биографийӗнче район прокуратуринчи, Чӑваш Ен прокуратуринчи должноҫсем те пур. 1982 ҫулта ентешӗмӗр патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине те ертсе пынӑ.

 

Хулара
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти юханшыв портне иелм кӳреҫҫӗ. Портӑн ҫуртне мар-ха. Вӑл ахаль те килӗшӳллӗ. Юханшыв портӗнчи парапета (Атӑл ҫыранӗн хӗрринчи бетон картана) хитрелетесшӗн. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен сӑрӑ тӗслӗ ҫав бетон ӳнерӗн чӑн-чӑн хайлавӗ евӗр пулса тӑрӗ.

Юханшыв портӗнче «Чебоксары: порт шести веков» (чӑв. Шупашкар: ултӑ ӗмӗрти порт) 110 метр тӑршшӗ композици йӗркелӗҫ.

Асӑннӑ ӗҫе пуҫараканни — Юханшыв порчӗ хӑй. 110 метр тӑршшӗ бетон картана Шупашкарти живопись ӑстисем, пурӗ 5 ҫын, ӳкерсе илемлетӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3241?single
 

Вӗренӳ

Вӗренӳ тытӑмӗнче лайӑх хыпар: тепӗр 8 ҫамрӑк ППЭре 100 балл пухнӑ: физикӑпа тата обществознанипе.

Физикӑпа Трак шкулӗнчи Вадим Антонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Арина Володичева тата Александр Кропчев, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Егор Федоров, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Владимир Герасимов 100 балл илнӗ.

Обществознанипе 100 балл илнисем: Шупашкарти 38-мӗш шкулти Джулиана Иванова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Елизавета Липатова. Шупашкарти 2-мӗш лицейри Александр Шнурков.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 57 ҫамрӑк экзаменра 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗн икӗ экзаменра – 200 балл.

 

Республикӑра
"Подслушано Алатырь" пабликри сӑн
"Подслушано Алатырь" пабликри сӑн

Ӗнер каҫхине республикӑра каллех ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Улатӑр хулинче «Стрелка» микрорайонта йывӑҫ ҫурт ҫине ӳкнӗ. Йывӑҫ ҫул ҫине персе анма пултарнӑ, анчах ӑна пӑрӑх кансӗрленӗ.

Ҫавӑнтах чехолпа витнӗ машина ларнӑ. Хуҫи чӑннипех те телейлӗ – хурӑн ун ҫине ӳкмен.

Сӑмах май, синоптиксем республикӑра ҫанталӑк пӑсӑласси пирки, ҫил алхасма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, [213], 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, ... 3870
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 10

1909
116
Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1983
42
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...