Сывлӑх
Ҫӗнӗ корпус проекчӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче пирӗн пата РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко килмелле. Нумаях пулмасть Олег Алексеевич унпа Мускавра тӗл пулнӑ. Министр кунта килсен унпа Республикӑри клиника пульницин ҫӗнӗ корпусне тӑвасси пирки калаҫӗҫ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар хута ярасшӑн. Унта сакӑр корпус пулӗ. Ҫав шутра – инфекци блокӗ тата ҫӗнӗ пепкелӗх центрӗ. Олег Николаев ҫӗнӗ корпуса 2025 ҫулта тума тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Строительство темиҫе тапхӑрпа пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал ҫуркунне ир килчӗ. Тунтикун ака уйӑхӗнчи пекех ӑшӑ пулчӗ, Юнкун, пушӑн 20-мӗшӗнче, рекорд ҫӗнелнӗ: 5,9 градус ӑшӑ тӑнӑ. Пушӑн 21-мӗшӗ метеорологи ҫуркунни пуҫламӑшӗ пулнӑ. Шӑматкун каҫхине ҫил вӑйланӗ, юр е йӗпе ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӑл ҫӗрӗпех ҫӑвӗ. Вырсарникун уяр пулӗ. Кӑнтӑрла кӑна мар, ҫӗрле те термометр «плюс» кӑтартӗ. Тунтикун 10 градус таран ӑшӑтма пултарать. Хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варрине тата нумайрах ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун ҫӗре юр витме пултарӗ, ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ ӑшӑпа вӗҫленӗ, 10 градус таранах пулӗ. Ака пуҫламӑшӗнче вара ҫанталӑк сивӗтмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
mintrud.cap.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Кӑҫал пирӗн ҫӗршыври пултаруллӑ ҫемьесем хӑйсен юрлас ӑсталӑхне кӑтартса пӗр миллион тенке тивӗҫме пултарӗҫ. Конкурса музыкантсемлӗ, юрӑҫсемлӗ, пултаруллӑ ҫынсемлӗ династисем хутшӑнма пултарӗҫ. Чи пултаруллӑ ҫемьене 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. «Вместе. Музыкальная семья года по версии «Родников» конкурса «Родники» проект пуҫаруҫи тата илемлӗх ертӳҫи, Раҫей халӑх артисчӗ Олег Газманов ҫинчен каласа кӑтартакан мини-фильм уҫнӑ. Конкурсантсен хӑсйен ҫемйипе паллаштаракан мини-фильм хатӗрлемелле. Унта вӗсем юрлани е хӑйсем хайланӑ музыка произведенийӗн сыпӑкӗ те пулмалла. Фильмӑн стилӗ, жанр тата формачӗ ирӗклӗ. Ку вӑл илемлӗ е документлӑ фильм, хроника, киноэссе тата фильм-дневник, фильм-интервью, анимаци фильмӗ пулма пултарать. Ӗҫсене проефссилле камерӑпа е телефонпа ӳкерсен те йышӑнӗҫ. Вӗсен тӑршшӗ 7 минутран вӑрӑм пулмалла мар. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mixyfotos.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ каллех хӑйне евӗр ятсем регистрациленӗ - Мирра тата Леонард. Мӗне пӗлтерет-ха Мирра ят? Темиҫе верси пур. Тӗслӗхрен, грексем арҫын ачасене Мюрон ят хураҫҫӗ. Вӑл «мирра», «миро» тенине пӗлтерет. Ҫакнашкал мирра тумалли ӳсен-тӑран пур. Леонард «хӑюллӑ» тенине пӗлтерет. Хӑш чухне ята «хӑюллӑ арӑслан» тесе куҫараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӑрачкаври шкулӑн пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк Шкул театрӗсен «Асам» республикӑри II фестивальне хатӗрленсе муниципалитетсенче мероприятисем иртеҫҫӗ. Пӑрачкавра Чӑваш Республикин халӑх артисчӗпе Елена Хорьковӑпа тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткипе Алина Каликовӑпа тӗлпулу йӗркеленӗ. Хӑнасем Улатӑрти, Улатӑрпа Пӑрачкав муниципаллӑ округӗсенчи шкул театрӗсен ӗҫне сӑнаса, вӗсене пулӑшса пыраҫҫӗ. Тӗлпулӑва шкул театрне ҫӳрекенсене тата «Асам» I фестиваль ҫӗнтерӳҫисене те йыхравланӑ. Ун пек тӗлпулусем Улатӑрти культура ҫуртӗнче тата Улатӑрти 5-мӗш шкулта, 6-мӗш гимназире, Суйкӑнти шкултата иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тӗнчипе паллӑ космонавт, чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ меоприяти иртнӗ. Унта пухӑннисем А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн куҫса ҫӳрекен космонавтика музейӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Культура ҫурчӗн сцени ҫинче «53-мӗш студия» шкулти театр студийӗн «Встретимся на орбите» ӗҫне кӑтартнӑ. Ӑна Шупашкарти 53-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ. Ачасен ӗҫӗ чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӗ ывӑлӗн ачалӑхӗпе, ӗмӗчӗ, пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине 18 сехет ҫурӑра Муркаш округӗнчи Нискассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче фура водителӗ 35 ҫулти хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Вӑл, шел те, суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ. 63 ҫулти водитель - Пушкӑртстанран. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫул ҫине ӑнсӑртран тухнӑ. Ҫав вырӑнта ҫул урлӑ каҫмалли «зебра» ҫук. Водитель урӑ пулни паллӑ. Вилнӗ хӗрарӑм - Нискассипе юнашар Ярӑслав ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Юлашки икӗ уйӑхра Чӑваш Енрен Китая бройлер чӗпписен урисене ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе – 853 тонна. Сӑмах май, 2020 ҫулта пӗрремӗш 5 уйӑхра 907 тонна чӑх ури ӑсатнӑ. Кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче республикӑран Казахстана 62,1 тонна сӗт юр-варӗ, 21,7 тонна ӗне ашӗ кӳрсе кайнӑ. Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кашни партие документсемпе ӑсатнӑ, вӗсем хӑрушсӑрлӑх нормипе килӗшсе тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре наци кӗрешӳ енӗпе пӗрремӗш хут ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Республика кунне халалласа йӗркелӗҫ. Тупӑшӑва Комосомольскинче ирттерме палӑртнӑ. Унччен кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗсен ятарлӑ статус пулман. Ӑна ытларах чухне Акатуйра ирттернӗ. Кӗрешӗве республикӑри спортсменсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех регионсенчи диаспорӑсенчи кӗрешӳҫӗсем килмелле. Ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Вячеслав Александров. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Александров хӑй вӑхӑтӗнче СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа ҫыру ҫӳретнӗ. Кун пирки вӑл Чӑваш патшалӑх акадми драма театрӗнче иртнӗ моноспектакль вӑхӑтӗнче каласа кӑтартнӑ. «Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ пукане театрӗн кружокне ҫӳренӗ. Унта эпир сценкӑсем те, спектакльсем те лартма хӑтланаттӑмӑр. Ҫав ӗҫсемпе ялти клубсем тӑрӑх ҫӳреттӗмӗр. Канаш районне чӑваш театрӗ килсен кайса курманни ман нихҫан та пулман. Пӗринче мана Вера Кузьминапа тата Валерий Яковлевпа паллаштарчӗҫ. Вера Кузьминична ун чухне Чӑваш театр студине пырса пӑхма сӗнчӗ. Пултарулӑха тӗрӗслеме. Эпӗ шкул пӗтернӗ вӑхӑта унти студие илсе пӗтернӗччӗ. Ҫапла эпӗ Пукане театрне лекрӗм. Анчах чӑваш драмин сцени ҫинче выляс ӗмӗт мана кунта илсе ҫитерчӗ-ҫитерчех», – каласа кӑтартнӑ Вячеслав Александров. Вячеслав Александров Вера Кузьминапа ҫыру ҫӳретнине аса илнӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи унӑн пӗрремӗш ролӗ Валерий Яковлев Николай Терентьев Вера Кузьмина валли ятарласа ҫырнӑ ӗҫ тӑрӑх лартнӑ «Ҫылӑх» спектакльте пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |