Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн Вӑрнар округӗнчи Ҫӗньял Хапӑс ялӗнче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗлтӗр ҫуркунне тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ офиса 5 ялти халӑх ҫӳрӗ. Пӗтӗмпе – 1,2 пин ытла ҫын. Унччен кунта кивӗ медпункт кӑна пулнӑ. Ҫӗнӗ офисра йӑлтах хӑтлӗ. Унта пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн тата ансӑр специалистсен пӳлӗмӗсем, прививка тата физиотерапи тумалли пӳлӗм пур. Кӑнтӑрлахи стационар валли икӗ койка вырнаҫтарнӑ. Офиса сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе тунӑ: пандус, вӗсем валли туалет пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта хӗллехи спартакиада иртнӗ. Унта центрта тӑрӑшакансен виҫӗ команди хутшӑннӑ. Кашни командӑра — вуншар ҫын. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑннисен хӑйсен хастарлӑхӗпе вӑр-варлӑхне кӑна мар, кирлӗ вӑхӑтра тавҫӑруллӑ пулма пӗлнине те, пӗр-пӗриншӗн кар тӑма пултарнине те кӑтартса пама тивнӗ. Кашни командӑнах пылак парнепе хавхалантарнӑ. Спартакиадӑна хутшӑнакансене центрӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин Шупашкарта вырнаҫнӑ травматологи, ортопеди тата эндопротезровани центрӗ 15 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа коллектива Чӑваш Енри тӗп федераци инспекторӗ Григорий Сергеев саламланӑ. Паллӑ кунпа вӑл Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗн тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров ячӗпе ырӑ суннӑ. «Паян центр республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре сумлӑ учрежденисенчен пӗри пулнинче сирӗн тӳпе пысӑк. Кунта пысӑк шайри профессионалсем ӗҫлеҫҫӗ. Центрта хальхи вӑхӑтри медицина оборудованийӗ пурри тӗнче шайӗнчи тӗпчевсем ирттерме, ҫынсене ҫӗнӗ йышши мелсемпе сиплеме май парать», – тесе палӑртса хӑварнӑ Григорий Сергеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
«Тӑван Атӑл» журнал 2024 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмра ҫӗнӗ сӑвӑҫпа — Таниял Элкейпе (Даниил Медведевпа) паллаштарнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче юриста вӗренет. Хӑй Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен Хӑйсен ял ачине паллӑ сӑвӑҫӑ Марина Карягина ӑшшӑн пилленӗ, питӗ пысӑк шанчӑкпа мухтаса илнӗ. Сӑнӳкерчӗкре эпӗ сӑвӑҫӑн питӗ тимлӗ сӑн-сӑпатне тата кӑкӑрӗ ҫинчи сакӑр вӗҫлӗ Арама ҫӑлтӑрне курса савӑнтӑм. Ахальтен ҫакман чӑваш паллине каччӑ. Тӑван халӑхӑн историне вӑл тӗпрен пӗлет, ӑна хаклать. Тури Туҫа вӑтам шкулне мухтамалла-ши вӗренекенӗсем тӗплӗ пулнишӗн е сӑвӑҫ хӑй пулӑмсен тымарне тупма пӗлет? Апла-и, капла-и — Таниял кӑмӑлӗпе вӗлтӗртетекен, шухӑшӗпе хывӑх чуптаракан сӑмахҫӑ мар. Вӑл халех виҫе картне тупма пултарнӑ ӑста. Сайра тӗл пулакан пултарулӑх, ӑна «чӑваш тӗнчинче сайраран пӗрре ҫуралакан поэт» тенӗ умсӑмахра. Тӗрӗсех каланӑ. Упрантӑрччӗ вӑл, ӳстӗрччӗ. Хӑй каларӑш, «пулинччӗ вӑл Чӑваш Сӑмах эткерӗлӗхӗн сыхчийӗ». Каҫса кайса вылять тӑван сӑмахпа Таниял. Калама май ҫуккине каласшӑн, курма май ҫуккине кӑтартасшӑн. |
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарта 19 ҫулти таксист патне икӗ ҫамрӑк пынӑ та хула хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Унта ҫитсен вара вӗсем водителе багажнике чиксе хунӑ та хӑйсем руль умне ларса Канаша вӗҫтернӗ. Унта багажникри водитель тарма пултарнӑ. Вӑл кун пирки тӳрех полицие хыпарланӑ. Машина номерӗсене полици нарячӗсене пӗлтернӗ. Кӗҫех вӗсене асӑрханӑ, чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешсем малалла вӗҫтернӗ, полицейскисем - вӗсем хыҫҫӑн. Каччӑсем тарнӑ чухне ҫул пӑрӑнчӑкӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӗрне, унччен те судпа айӑпланнӑ 19-ти ҫамрӑка, тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Казаков. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» концерт иртрӗ. Ун вӑхӑтӗнче Николай Казаков тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑсем янӑрарӗҫ. Хальтерех хайланисем те, тӑватӑ теҫетке ҫула яхӑн каялла кӗвӗлленисем те. Николай Казаковӑн хӑйӗн стилӗ. Вӑл пултаруллӑ чӑваш сӑвӑҫин Борис Чиндыковӑн сӑввисемпе хайланӑ юрӑсем рограммӑр йышлӑ пулчӗҫ. Пирӗн ҫулхисем яш чухне пуҫласа илтнӗ «Ман тӗлӗксен суранӗнчен» пуҫласа «Анне», «Шупашкар», «Тӑван халӑх сасси» таранах. Борис Чиндыков сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсен кашни сӑмахне антӑхса каясла итлеме пулать: «Тарӑн-тарӑн ҫырмара тӑрӑ-тӑрӑ шыв юхать». Сцена ҫинче халӑх юратакан «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл» ансамбльсем, «Дуняша Style» фолк-ушкӑн, Августа Улянидинӑпа «Ярды» ушкӑн тата ытти пултаруллӑ ӑста пулчӗ. |
Хулара
ШӖМ архивӗнчи сӑн Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ларакан фургонран канфетсем, газлӑ шӗвексем ҫухалнӑ. Водитель машина чӳречи ҫӗмрӗк пулнине, тавар ҫуккине асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Вӑрӑсене Зара ятлӑ йытӑ тупма пулӑшнӑ. Вӑл вӗсен йӗрӗ ҫине ӳксе полицейские ҫав ҫулпа илсе кайнӑ. Вӑрӑсенчен пӗри пурӑнакан ҫурт патне ҫитсен вӑрланӑ тавар урайӗнче выртнине асӑрханӑ. Вӑрӑсем ӳкерсе хӑварнӑ иккен. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ виҫӗ каччӑна тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те полици аллине леккеленӗ. Каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
nasledie-21.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра культура еткерлӗхӗн объектне реставраци тӑвасшӑн. Йывӑҫ шкула хӑй вӑхӑтӗнче Таланцев меценатсен укҫипе хӑпартнӑ. Унта, «Раҫҫей главгосэкспертизи» пӗлтернӗ тӑрӑх, 1971 ҫулта Владимир Ленинӑн ашшӗ Илья Ульянов педагог пулса курнӑ. Ҫурта 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хута янӑ. Ӑна ятарласа Етӗрнери спиртсавучӗн ывӑлӗсем Зиновипе Николай Таланцевсем валли тунӑ. Шкулта виҫӗ класс, вӗрентекен валли хваттер пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унпа усӑ курмаҫҫӗ. Реставраци проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Мария Горланова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Мария Николаевна хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амӑшне пулӑшнӑ: фермӑра та, уй-хирте те ӗҫленӗ. Вӑл тӑватӑ класс вӗреннӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Мария вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ. Ун чухне вӑл 17 ҫулта пулнӑ. 1947 ҫулта вӑл хӑйсен ялӗнчи каччӑпа пӗрлешнӗ. Упӑшкипе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Пенсие тухиччен Мария Николаевна тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. Вӑл халӗ тӑватӑ мӑнукпа, 6 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса парӑнать, хӗрӗпе кун кунлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паянхи кун тӗлне юр хулӑнӑшӗ 68 сантиметра ҫитнӗ. Кун пекки 2001 ҫултанпа пулман. Ҫав вӑхӑтрах нарӑсӑн 20-мӗшӗнченпе юр ҫумасть. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ, нарӑс вӗҫӗнче, антициклон хуҫаланать. Пушӑн пӗрремӗш декадинче те ҫаплах пулӗ. Анчах пушӑн пӗрремӗш ҫурри нормӑран сивӗрех килӗ. Пуш уйӑхӗн типӗ пулма пултарать. Анчах вӗҫӗнче уйӑхри нӳрӗк норми ӳкме пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус сивӗрех килӗ. Кӑҫал юр час каясса кӗтмелле мар. Пушӑн иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш декадинче юр хулӑнӑшӗн 77 сантиметра ҫитме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |