Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Анаткас ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм пӳрте тӗп тунӑ.

Пушара сӳнтерсен кӑмрӑк ҫинче 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнӑ-ха? Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1419 пушар пулнӑ. Вӗсенче 60 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер республикӑра нормӑран 4,5 градус сивӗрех пулнӑ. Паян ӑшӑ циклон ҫывхарнӑ, паян-ыран юр ҫукалӗ.

Малалла сивӗтӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нумайлӑха мар. Паян-ыран 8-13 градус сивӗ тӑрӗ, юнкун – 13-18 градус, кӗҫнерникун – 18-23 градус. Эрнекунран пуҫласа пирӗн патра ҫурҫӗр антициклонӗ хуҫаланӗ. Уяр ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 25-30 градус таран сивӗнӗ.

Чи сивӗ кунсем канмалли кунсенче пулӗҫ. Тунтикунран ӑшӑ килме пуҫлӗ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче 10 градус сивӗ тӑрӗ. Уйӑх варринче йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Республикӑра
smotrim.ru сайтри сӑн
smotrim.ru сайтри сӑн

Паллӑ «Катюша» юрра тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантараҫҫӗ. Халӗ ӑна чӑвашла та куҫарнӑ. Пуҫаруҫисем – Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем. Ҫак юрра ахальтен суйламан. Кӑҫал вӑл халӑх ҫине тухнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ.

Михаил Исаковский ҫырнӑ сӑвва чӑвашла Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи куҫарнӑ. Сӑвӑҫ каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна хӑвӑрт хатӗрленӗ. Чӑвашла «Катюшӑна» вара Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрлаҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР транспорт министрӗ пулнӑ Владимир Осипова раштавӑн 1-мӗшӗнче тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна икӗ статьяпа айӑпласшӑн - должноҫпе усӑ курнӑшӑн тата тӳлев ҫаврӑнӑшӗ тӗлӗшпе саккуна пӑснӑшӑн.

Следовательсем ыйтса тӗпченӗ чухне экс-министр айӑпне йышӑннӑ, унпа пӗрле кам пӗр шухӑшлӑ пулнине те пӗлтернӗ. Хальлӗхе ҫав ҫыннӑн хушаматне халӑх ҫине кӑларман.

Владимир Осипова тытса чарнӑ хыҫҫӑн ӑна хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫлама чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/proisshestviya/19440321
 

Раҫҫейре
imsnip.ru сайтри сӑн
imsnip.ru сайтри сӑн

Раҫҫейри 16 регионта ҫӑмарта хакланнӑ: Астрахань, Вологда, Свердловск, Новосибирск, Оренбург, Омск, Ростов, Калининград, Кострома, Чӗмпӗр, Чита, Ярославль, Владимир тата Сахалин облаҫӗсенче, Ставрополь крайӗнче, Удмурт Республикинче. Ку ыйтупа Правительство председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Андрей Белоусов ӗҫлеме пуҫланӑ.

Хак ытлашши пысӑкланнӑран Правительство монополипе кӗрешекен федераци службине тата РФ Ял хуҫалӑх министерствине лару-тӑрӑва тишкерме хушнӑ. Ҫавӑн пекех министерство ҫӑмарта импортне пысӑклатма сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://primpress.ru/article/106782
 

Республикӑра
ok.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ok.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр вырӑнне укҫа илейӗҫ.

Республикӑн Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пек йӗрке йышӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа сертификачӗ илейӗҫ. Укҫа виҫи — 250 пин тенкӗ.

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илме право пур 858 ҫемье учётра тӑнӑ.

 

Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра Чӑваш Республикин кунӗнче хӑнасене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, хальлхилле пӗҫернипе, паллаштарнӑ.

Фритюрери карп, «Чӑваш пукравӗ» пирожнӑй, тетӗмленӗ така чӗлхи, тултармӑш - хӑнасем ҫак тата ытти ҫимӗҫе пӗҫерме пултарнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.

Ӑсталӑх класӗсен хушшинчи тӑхтавсенче чӑваш фольклор ансамблӗ юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш производителӗсен продукцийӗн декугустацийӗ иртнӗ. Ҫав шутра - аш-какай, сӗт юр-варӗ, кондитер ҫимӗҫӗсем, чипс.

 

Хулара
big-rostov.ru сайтри сӑн
big-rostov.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын, слесарьте ӗҫлекенскер, мессерджерта килнӗ хыпара ӗненсе 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл укҫана ултавҫӑсене куҫарса панине виҫӗ кунран тин ӑнланнӑ. Арҫын полицие кайса кун пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарти 20-ри студент вара пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче мессенджерти хыпара ененсе «пысӑк биржӑна» инвестици хывнӑ. Вӑл ун чухне 300 ытла пин тенкӗ куҫарнӑ. Студент тупӑш килессе кӗтнӗ. Анчах нимӗнле укҫа та пулман. Вӑл халь тин, ҫулталӑк ҫитсен, полицие пырса заявлени ҫырнӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрринчи «Коновалово» микрорайонти К.Д.Ушинский ячӗллӗ шкула ҫӳрекенсем ҫитес эрнере килтен вӗренӗҫ. Ку карантинпа ҫыхӑнман. Виҫӗ уйӑх каялла уҫӑлнӑ ҫӗнӗ шкулта Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ тата прокуратура тӗрӗслев ирттерсен пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ҫитменлӗхсем тупса палӑртнӑ.

Ҫавна май ачасене килтен вӗрентме йышӑннӑ. Хальлӗхе - раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Шкул ертӳлӗхне, подрядчике тата проектировщике ҫитменлӗхсене кӗске вӑхӑтра пӗтерме хушнӑ.

Аса илтерер: ҫӗнӗ шкула кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Унта 375 ача валли вырӑн пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mariinsko_posadskij_rajon
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Парне пама паллӑ ҫынсен бюсчӗсене туянӗҫ.

Вӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн илесшӗн. Парне пама парламентарисем Василий Чапаевӑн 15 бюстне тата Андриян Николаевӑн 15 бюстне туянасшӑн.

Пӗр бюстшӑн 3950 тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 231, 232, 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, [241], 242, 243, 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250, 251, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...