Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем ҫак ялти 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ. Самант видеокамера ҫине лекнӗ. Хӗрачасем «зебра» урлӑ каҫма тӑрсан айккинелле пӑхман. Хайхискерсем ҫул урлӑ каҫнӑ чухне шӑпах машина ҫывхарнӑ. Водитель «зебра» патне ҫитеспе хӑвӑртлӑхне чакарман - ачасем ҫине пырса кӗнӗ. Пӗр хӗрачан чӗркуҫҫи суранланнӑ, теприн пуҫӗ кӑштах аманнӑ. Водитель урӑ пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян кӑнтӑрла РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене килни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне кортеж кӑна ҫитнӗ иккен. Владимир Владимирович Ҫӗрпӳ хулине паян каҫхине килнӗ. Хула ҫыннисем ӑна кӗтсе илес тесе темиҫе сехет урамра тӑнӑ. Владимир Путин Рынкӑ салинчи фельдшерпа акушер пунктӗнче пулса курнӑ. Кайран вӑл Сӑнав поселокӗ патӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗпе паллашма кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
novosibirsk.bezformata.com сайтри сӑн Гигиена та эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, коклюшпа чирлесси 25 процент ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 48 ҫын ҫак чирпе аптӑранине палӑртнӑ. Шупашкарта - 25 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 18 ҫын, Патӑрьел округӗнче -4 ҫын, Вӑрнар тӑрӑхӗнче, Ҫӗмӗрлере, Канашра 1-ер ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе 43 ача тата аслӑ ӳсӗмри 5 ҫын коклюшпа чирленӗ. 35-шӗ - прививка тутарманнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ru.freepik.com сайтри сӑн Шупашкарти 66 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерта пуҫлӑхӗ ҫырнӑ. Ячӗ, сӑнӳкерчӗкӗ пӗрешкелех пулнӑран вӑл ӑна ӗненнӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа ун патне йӗрке хуралӗнчен шӑнкӑравлӗҫ-мӗн. Лешсем чӑнах та унпа ҫыхӑннӑ. Хӗрарӑм виҫӗ кредит илнӗ. Пӗтӗмпе - 2 миллион та 770 пин тенкӗ. Пӗр кредитне хваттерне салук хурса илнӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхӗпе калаҫсан тин 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗ гаражсене сӳтессине пӗлтернӗ. Вӗсене ҫитес эрнере сӳтме тытӑнӗҫ. Списока 20 гараж лекнӗ. Вӗсем пурте хулари Калинин районӗнче вырнаҫнӑ. Ҫывӑх кунсенче Николаев урамӗнчи 18а ҫурт адреспа вырнаҫнӑ 17 гаража сӳтӗҫ, Гагарин урамӗнчи 36-мӗш, Кадыков урамӗнчи 21, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ гаражсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
chuvash.izbirkom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра Чапаевпа Николаев ячӗллӗ суйлав участокӗсем туса хунӑ. Ҫын ячӗпе хисепленекеннисем — пурӗ пилӗк участок. Ҫапла тума муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем ыйтнӑ-мӗн. Шупашкарти 1937-мӗш номерлӗ участок малашне Граждан вӑрҫин паттӑрӗн, Шупашкарта ҫуралнӑ Василий Чапаев ячӗпе хисепленет, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Шуршӑлти 1130-мӗш округ — икӗ хут СССР Геройӗн Андриян Николаев ячӗпе. Тата тепӗр виҫӗ участока ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунисен ятне панӑ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи 117-мӗш участока Александр Старчков ячӗллӗ, Шупашкар тӑрӑхӗнчи 1744-мӗш участок — Дмитрий Семенов ячӗллӗ, Елчӗк тӑрӑхӗнчи 2402-мӗш участок — Николай Петров ячӗллӗ. Кашни участокрах ятарлӑ стендсем йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/chuvashenkalasat каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне республикӑри культура учрежденийӗсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Паян Чӑваш академи драма театрӗнче 18 сехет те 30 минутра «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе — театра» акци иртет, Пукане театрӗнче Д. Андроновӑн «Жди меня» постановкине курма май килӗ, Вырӑс драма театрӗнче — «Повесть о настоящем человеке» спектакле, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Двенадцать стульев» мюзикла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
https://t.me/civilsk каналти сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене ҫитнӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче. Ҫапла пӗлтерет «Новости Цивильск» телеграм-канал. 12 сехет те 35 минутсенче Президентӑн «Аурус» автомобильсен кортежне Шупашкарта Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнине асӑрханӑ. Машинӑсем Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳри пӗр урампа пынине ҫынсем видео ӳкернӗ. Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин Рынкӑ салинче нумай ачаллӑ ҫемье патӗнче те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пире хӗвеллӗ кунсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсем ҫуркуннене виҫӗ пая уйӑраҫҫӗ: ҫутӑ, шыв тата симӗс курӑк ҫуркуннисем. Пушӑн 8-мӗшӗччен пирӗн пата шӑпах пӗрремӗшӗ килӗ. Эппин, ҫӗрлесерен сивӗрех пулӗ, кӑнтӑрласерен хӗвел ӑшши туйӑнӗ. Ҫитес эрнере хӗвеллӗ кунсем тӑрӗҫ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Каҫсерен сывлӑш 15-20 градус таран сивӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра чӑваш продукцине сутакан пӗрремӗш агромаркет уҫма палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу иртнӗ. Проекта «Каскад» суту-илӳ центрӗн нуль хутӗнче уҫма палӑртнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫулӑн иккӗмӗш кварталӗнче чӑн-чӑн агромаркета ҫавӑрасшӑн. «Пехет» агромаркетра обществӑлла апатлану точкисем тӑваттӑ пулӗҫ, 8 павильон, 76 фермер вырӑнӗ ӗҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ тапхӑрта туса илекен продукцие сутма вырӑн пӑхса хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |