Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн Сӗнтӗрвӑрри тата Канаш хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе 229,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Канаш хулине 135,5 миллион тенкӗ лекӗ. Ку укҫапа чукун ҫул вокзалӗ тата автовокзал хушшинчи территорие хӑтлӑлатӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче вара Патшалӑх тӑвне тата ун патне илсе ҫитерекен ҫула илем кӳрӗҫ. Кун валли 94,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
"Контактри" сӑн Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Егоркино ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Сафонов Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Сырӑш» конкурсра ҫӗнтернӗ. Экологи конкурсне йывӑҫпа ӗҫлекен 1500 ытла ӑста хутшӑннӑ. Ӑна «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Финала 10-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - Илья Сафонов та. Вӑл - ЧР Культура министерствин специалисчӗ. Илья юманран пӗр пӑтапа та усӑ курмасӑр сырӑш ӑсталанӑ. Ун ҫине вӑл «Пашалӑх сыхлать» тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти кафе умӗнче икӗ арҫын ҫапӑҫса кайнӑ. Палламан арҫын 30-ти арҫынна пуҫӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ тӳнсе кайнӑ. Хайхискер унӑн сумкине йӑтса кайнӑ. Унта документсем, банк картти пулнӑ. Шар курнӑ арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Палламан ҫыннӑн номерне часах шыраса тупнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗ чееленме шутланӑ: ун патне ӳсӗр пӗлӗшӗ пек шӑнкӑравланӑ, тӗл пулма ыйтнӑ. Лешӗ ӑна-кӑна чухламасӑр хӑй ӑҫтине каланӑ. Ҫапла ярса тытнӑ та ӑна. Вӑл ют ҫын карттипе усӑ курма та ӗлкӗрне. Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
pokayadoma.ru сайтри сӑн «Балтика» компани «Русский император стаут» ятлӑ сӑра туса кӑларнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Чӑваш Енре туса илнӗ хӑмлапа, «Подвязный» сортпа, усӑ курнӑ. Ҫак хӑмла Чӑваш Енри чи йӳҫӗ сортсенчен пӗри шутланать. Ҫакна та палӑртмалла: Раҫҫейри селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне хӑмлан ҫӗнӗ икӗ сорчӗ кӗнӗ: «Ароматный» тата «Сувар». Вӗсемпе республикӑра ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӳнер музейӗн архивӗнчен Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Синяя птица» (чӑв. Кӑвак кайӑк) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх художникӗн Раиса Терюкалован юбилейне халалланӑ. Экспозицире ӳнерҫӗн килӗнче тата музейре упранакан ӗҫсем пулӗҫ. Раиса Фоминична 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ. Ӳкерессипе хӗрачана ашшӗ кӑсӑклантарса янӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пӗчӗкренех художник пулма ӗмӗтленнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан пӗлӗвне Ленинградри ӳнерпе промышленность училищинче туптанӑ. Унта вӑл сӗтел-пукан пусмине хитрелетме вӗреннӗ. Алла диплом илсен Раиса Терюкалова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче виҫӗ ҫул ытларах тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Ӳнер фондне куҫнӑ, кӑштахран каллех пир-авӑр комбинатне таврӑннӑ. Художник ытларах гобеленпа ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерне Анна Кузнецовӑна чӑваш юмахӗсен кӗнекине парнеленӗ. Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Ҫемье ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта республикӑри 300 ытла ҫемье пуҫтарӑннӑ. Тӳре-шара та пулнӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Анна Кузнецова. Мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательстви Анна Кузнецовӑна чӑваш халӑх юмахӗсен «Ключи от счастья» кӗнекине парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
t.me/spirincheb сайтри сӑн Паян республикӑра «Йӗлтер йӗрӗ» старт иртнӗ. Шупашкарта йӗлтӗр сырса чупма юратакансем Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулне пухӑннӑ. Шупашкарта старта 1700 ытла спортсмен тухнӑ. Сивӗ ҫанталӑк та хӑратман вӗсене. Палӑртмалла: «Йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ кӑҫалхипе 42-мӗш хут иртнӗ. Паян республикӑри мӗнпур муниципаллӑ округра йӗлтӗр сырса старта тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, тӗнчери виҫҫӗмӗш космонавт, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Паллӑ куна халалласа республикӑра тата космонавт ҫуралнӑ ялта, Шуршӑлта,тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Чӑваш академи драма театрӗ «Эп – Кӑйкӑр!» спектакль хатӗрлет. Ӑна калмӑк режиссёрӗ, Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев хатӗрлет. Вӑл тата театрӑн артисчӗсем СССР лётчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче пулнӑ. Спектакле ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш халӑх поэтне Светлана Асамата пирӗнтен чылайӑшӗ тӗрлӗ енӗпе пӗлет. Вӑл сӑвӑсем те ҫырать, хитре юрлать, Чӑваш наци радиовӗнче «Сас» кӑларӑма ертсе пырать. Телеграмри «Пуринчен малтан, Ҫывӑрса юлмасан» каналта унпа блиц-интервью пичетленӗ. «Чӑваш халӑх поэчӗ» ята тивӗҫнӗренпе сирӗн пурнӑҫра мӗн улшӑнчӗ?» ыйтӑва поэт нимӗн те улшӑнман тесе хуравланӑ. Ҫапах та вӑл хисеплӗ ята тивӗҫни пур енӗпе те тимлӗрех пулма хистени, ҫынсемпе хутшӑнас, тыткаларӑш енӗпе те тесе палӑртса хӑварнӑ. «Мӗншӗн тесен ку ҫав тери вышкайсӑр чаплӑ ят», – тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет иртсен Атӑл леш енче «Вятка - Ҫурҫӗр» ҫул ҫинче пынӑ чухне «Киа» машинӑпа пынӑ 71 ҫулти водитель транспорта темӗн пырса ҫапӑннине туйнӑ. Пӑши пырса тӑрӑннӑ иккен. Водитель аманман. Тискер чӗрчун вара вилмеллех суранланнӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ку ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |