Культура
А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑш сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Л. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра паллӑ чӑваш ҫыравҫипе Лидия Саринепе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ҫыравҫӑпа шӑпӑрлансем – хулари 162-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем – курнӑҫнӑ. Лидия Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарнӑ май пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасем Лидия Саринен сӑввисемпе калавӗсене кӑсӑкланса итленӗ. «Эпӗ – амӑшӗ, кукамай (тен, асанне те-тӑр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ. – Т.Т.) тата ҫыравҫӑ. Манӑн пурнӑҫри тӗллев — пултарулӑх!» – тенӗ Лидия Михайловна. Лидия Сарине ҫырма 33 ҫулта ҫеҫ пуҫӑннӑ. Ун чухне ӑна кӗҫӗн хӗрӗ юмах вуласа пама ыйтнӑ. Тӗрлӗ юмаха темиҫе хут та каласа панӑран сюжетсем шухӑшласа кӑларма тытӑннӑ. Каярах ҫав хайлавсем тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Лидия Саринен пӗрремӗш калавӗ «Тӑварлӑ хурӑн шывӗ» ятлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета ҫӗмӗрнӗ иккен. Кунпа усӑ курса ултавҫӑсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Ҫак хӗрарӑм хушнипе арҫынпа арӑмӗ банка 500 пин тенкӗ кредит илме кайнӑ. Укҫана вӗсен «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла пулнӑ. Банк менеджерӗ сисчӗвленнӗ: арҫын пӑлханнӑ, ыйтусене йӗркеллех хуравламан. Банк ӗҫченӗ ултавҫӑсем усӑ куракан мел пирки каласа кӑтартсан тин арҫын йӑлтах каласа панӑ. Менеджер ӑна полицие кайма сӗннӗ. Мария Большакова менеджера вара ШӖМӗн Тав хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш наци музейӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паллӑ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» конкурс иртӗ. Унта чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вулакансем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗпе Чӑваш наци конгресӗ ирттерӗҫ. Регионсем хушшинчи конкурса икӗ номинаципе йӗркелӗҫ: «Ҫеҫпӗл Мишшин чӑвашла хайлавӗсем» тата «Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Прокуратура архивӗнчи сӑн Прокуратура Йӗпреҫ округӗнчи ҫулсене юртан мӗнле тасатнине тӗрӗсленӗ. «Нурӑс - Патӑрьел - Елчӗк» тата «Йӗпреҫ - Березовка - Кудеиха» ҫулсене «Дортех» организаци япӑх пӑхса тӑни палӑрнӑ. Чылай ҫӗрте ҫул хӗррине, тротуарсене хырман, юр 15 сантиметртан ҫӳллӗрех пулнӑ. Ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне те сапман, чарӑнусем патне пынӑ ҫӗрте те кӑпӑшка юр выртнӑ. «Дортех» тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, должноҫри ҫынна 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 35 минутра Шупашкарти Эгер бульварӗнче «Лада Гранта» 10 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫакӑ видеокамера ҫине лекнӗ. Ача ҫул урлӑ каҫма васканӑ. 34 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Арҫын ача аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Синоптиксем ыран асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах - ҫула тухакансене. Ыран кӑнтӑрла республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланса ҫеккунтра 15-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫул ҫинче 500 метр аякри курӑнмӗ. Ҫил-тӑман ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫавна май хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ. Ҫанталӑк япӑхланнӑ май электропралуксем татӑлас, ҫул ҫинче авари пулас, хавшак конструкцисем персе анас хӑрушлӑх пулӗ. «Асӑрханаллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем. «Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Тӑван Ен» хаҫат ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗсем Кӳкеҫре пурӑнакан Валентина Васильева балетмейстер нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Валентина Евлампьевна ача чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетӗнче вӗренсе тухсан Кӳкеҫ шкулӗнче ачасене биологипе хими вӗрентнӗ. Мӗн пӗчӗкренех музыкӑна кӑмӑлланӑскер, ташлама юратнӑскер К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш музыкӑпа драма театрӗн балет студине вӗренме кӗнӗ. «Эпӗ ташлама яланах юратнӑ. Манӑн сӑн-питре вӗренес туртӑм ялкӑшнӑ пулас, мана суйлав витӗр тухнӑ хыҫҫӑн тӳрех балет студине илчӗ», – аса илсе каласа кӑтартнӑ Валентина Васильева район хаҫачӗн корреспондентне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
vk.com/wall-172799082_8797 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнчи Г.Н. Волков академикӑн музей кӗтесӗнче 10-мӗш А класра вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Музейри тӗлпулӑва Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Анисия Игнатьева йӗркеленӗ. Николай Ишентей – ачасемпе аслисем валли ҫырнӑ 20 ытла кӗнеке авторӗ. Анисия Игнатьева ҫыравҫӑна хӑйӗн «Формирование этнопедагогической компетенции учителя» монографине парнеленӗ. Николай Ишентей та пушӑ алӑпа килмен – шкулти вулавӑша хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров республикӑра ертсе пыракан ҫынна Пуҫлӑх мар, Элтепер теме йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Пуҫлӑх администрацийӗ 30 ҫул тултарнӑ ятпа иртнӗ ҫавра сӗтӗлре каланӑ. Николай Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку ҫулпа Тутарстан кайнӑ. Унта -Раис. Ҫакна шута илсе Николай Федоров Элтепер сӑмахпа усӑ курассине ҫаврӑнӑша кӗртесси пирки шутлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |