Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян пенсионерсене тӳлевсӗр концерт кӑтартнӑ. Пӗр сехет ытла пынӑ программӑпа вырӑс халӑх юррин «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) фольклор коллективӗ пырса ҫитнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне 45 ҫул ӗнтӗ Мускаври патшалӑх культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ Людмила Кондратьева ертсе пырать. Грузире ҫуралса ӳснӗ хӗр малтанласа ансамбле Шупашкарти трактор тӑвакансен заводӗнче йӗркелесе янӑ. Людмила Кондратьева чӑваш каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ та кунтах ӗҫлесе пурӑннӑ, Чӑваш Ене ҫывӑха хурса хаклать. Чӑваш Енри тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан вырӑссен фольклорне пухса вӑл ансамбль репертуарне самай пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре чылай мероприяти иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ чӑваш халӑх ывӑлне халалласа «Ҫӗн кун ачи» спектакль хатӗрлет. Ку постановкӑна сцена ҫине кӑларма театр ЧР Элтеперӗн грантне – 5 миллион тенке – тивӗҫнӗ. Пьесӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Режиссерӗ – Раҫҫей тата Калмӑк Республикисен искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев. Спектакльте Ҫеҫпӗле Сергей Никитин артист вылӗ. Премьерӑна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ялти учитель» программӑна 2030 ҫулччен тӑсма йышӑннӑ. Аса илтерер: чылай регионта ҫак программӑпа усӑ куракансене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче - 2 миллион тенкӗ. Ку укҫапа кирек мӗнле те усӑ курма пулать. Ялти тухтӑр программӑпа 55 ҫула ҫитменнисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӗсен ялта 5 ҫул ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Вӗсен Чӑваш Ене пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех килмелле пулнӑ. Анчах паянхи кун кӑна илсе ҫитернӗ. Сӑмах – ҫӗнӗ троллейбуссем пирки. Паян республикӑна троллейбуссен пӗрремӗш партийӗ ҫитнӗ. Транспорта Шупашкарти троллейбус депоне кӳрсе килнӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ троллейбуссемпе 62-мӗш маршрута хута ярасшӑн. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайонӗнчен Шупашкарти Чапаев савучӗ таран ҫӳрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрут пӗрремӗш квартал вӗҫӗнче уҫӑлмалла. Кӑҫал Чӑваш Ене тепӗр 92 троллейбус илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
usinsk.online Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ойкас ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ ҫын юрҫӳренпе пынӑ чухне ҫырмара кӗрсе ларнӑ. Юр нумай пулнипе вӗсем хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ вырӑна ҫитнӗ те икӗ ҫынна ҫырмаран тухма пулӑшнӑ. Вӗсене специалистсем служба юрҫӳренӗпе ял ҫывӑхӗнчи ҫул патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mmkids.ru сайтри сӑн Шупашкарта малашне Хӗвел ятлӑ хӗрача пулӗ. Ашшӗ-амашӗ тин ҫуралнӑ пепкене ҫакнашкал ят панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ «Ача ҫурални» (вырӑсла «Рождение ребенка») суперсервиспа усӑ курнӑ. Ята Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ иртнӗ эрне вӗҫӗнче регистрациленӗ. Акта электронлӑ мелпе хатӗрленӗ. Палӑртмалла хӗрача Хусанта кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мариуполь хулинчи Титовсем Шупашкара килсен ача-пӑчаллӑ пулса тӑнӑ. 10 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан телейлӗ мӑшӑрӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Вӗсене Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ӗҫченӗсем паян ҫав ятпа саламланӑ. Титовсем малтанласа хуняшшӗпе тата хунямӑшӗпе Шупашкарти ятарлӑ центрта пурӑннӑ. Унтан ҫамрӑк арҫын инжиниринг компанийӗсенчен пӗрне инженер-программиста ӗҫе вырнаҫнӑ, хӗрарӑм — персоналпа ӗҫлекен менеджера. Кӗҫех ҫемье уйрӑм хваттер тара тытса пурӑнма тытӑннӑ. Лару-тӑру лӑплансан тата хваттер ыйтӑвӗ татӑлсан ҫемье тӑван тӑрӑхне, Мариуполь хулине, таврӑнма ӗмӗтленет. Хальлӗхе вара вӗсем Шупашкартах пурӑнӗҫ. «Кунта медицина пулӑшӑвӗ енчен те аван», — тет икӗ ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗмӗрле хулинчен инҫех мар вырӑнта «Ларгус» автомобиль инкеке лекнӗ. Ҫул ҫинчи авари паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 9 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. «Шупашкар-Сурски» ҫулпа пыракан водитель Ҫӗмӗрлерен Пӑрачкав енне пӑрӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Шеви-Нива» водителӗ руле тытса ӗлкӗрейменрен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса «Ларгус» машина айккине пырса ҫапӑннӑ. «Ларгусри» 45 ҫулти пассажир вилнӗ. Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсем аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Лиза Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Катӑш ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. 50 ҫулти Елена Мекурьевна Захарова ӑҫтине кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, симӗс куҫлӑ, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ куткӑпа пулнӑ, урине угги тӑхӑннӑ. Ҫухалнӑ хӗраӑма курнисене 8(800)700-54-52 е 112 тетелфонӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал» ятпа иртекен моноспектакльсем малалла пыраҫҫӗ. Сцена ҫине хальхинче Любовь Фёдорова тухӗ. Аса илтерер: моноспектакль формачӗпе йӗркелекен тӗлпулусенче артистсем хӑйсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ, куракансен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ, театрӑн Кӗҫӗн залӗнче пухӑннисене спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Любовь Федорова – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки. Ленинградри музыкӑпа кинематографи институтӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ентешӗмӗр Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 50 ҫул ытла вӑл сцена ҫинче. «Пултарулӑх ҫулӗсенче темӗн те пулнӑ. Анчах кашни сӑнара эпӗ хам витӗр кӑларнӑ. Урӑх пурнӑҫ мана кирлӗ пулман», – тет артистка. Любовь Фёдорова «Театр — ман ӑраскал» моноспектакльпе кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |