Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӑмӑллӑхпа паракан ял хуҫалӑх ипотекипе усӑ куракансен пирвайхи взноса унчченхи пек 30 процент тӳлемелле мар, 20 процент ҫеҫ кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ программа ҫӗршывӗпех пурнӑҫланать. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем те ун пек майпа 2020 ҫултанпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра 1500 ҫемье хӑйӗн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма пултарнӑ. Ҫемьсем вӑтамран 3,5 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Чи пысӑк кредит виҫи — 12 миллион тенкӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека ставки ҫӗршывра 3 процентпа танлашать пулсан, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен хӑшӗсен унран та сахалрах тӳлемелле. Сӑмахран, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен, нумай ачаллисен, ялти ҫамрӑк специалистсен — 0,1 процент; агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансен — 0,5 пооцент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Марат Никитин режиссер Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан режиссер Марат Никитин Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Асампай мучин истоийӗ» фильм кионтеатр экранӗ ҫине тухӗ. Вӑл – вырӑсла. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ. Фильмри пулӑмсем 1949 ҫулта пулса иртеҫҫӗ. Асампай мучи пӗртен-пӗр ывӑлӗ вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтме пӑрахмасть. Юлашкинчен вӑл ҫак ҫухатупа пурӑнма хӑнӑхать. Асампая Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылянӑ. Фильма Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче 1937 ҫулта хута янӑ ҫуртра ӳкернӗ. Монтаж туса пӗтернӗ. Халӗ прокат удостоверенине хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл пысӑк экран ҫине тухасса кӗтмелли ҫеҫ юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ку уйӑхра эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсен вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ. Вӑл Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе ҫыхӑннӑ. Уяв кӑҫал эрнекуна лекет. Ҫапла майпа эрнекунран вырсарникунччен, нарӑс уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче, канӑпӑр. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ, нарӑсӑн 22-мӗшӗ, кӗске пулӗ – киле 1 сехет маларах кайма юрать. Пуш уйӑхӗнче те ҫавӑн пекех кану кунӗсем пулӗҫ. Ун чухне 8-10-мӗшӗсенче, эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен, кантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Лиза.Алерт» сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулхи хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗне хастарӗсем шыраҫҫӗ. Валентина Максимова (Воронцова) кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнӑ. Хӗрарӑм 155 сантиметр ҫӳллӗш, тулли пӳ-силлӗ, ҫӳҫне хӗрлӗрех тӗспе сӑрланӑ, куҫӗ хӑмӑртарах симӗс. Ватӑ ҫын симӗс куртка, хӑмӑр атӑ, тӗксӗм хӗррлӗ калпак тӑхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Раҫҫей почти» акционер обществин Феерацин почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Максим Ладилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ хутра каланӑ тӑрӑх, Максим Эдуардович ку хисепе «ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енре почтӑна Ладилов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Почта тытӑмӗнче вӑл чылай ҫул ӗҫленӗ иккен. 2006 ҫултанпа Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
polpred.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли полномочиллӗ элчин ҫумӗ пулнӑ Денис Зибарева ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Денис Борисовича ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине документра пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Антонина Степанова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 17-ре пулнӑ. Антонина Кирилловна Рязань облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче медсестрасем кирлӗ тесе медтехникума вӗренме кӗнӗ. Вӗренӳ хыҫҫӑн кашни кун госпитале аманнисене пӑхма ҫӳренӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Антонина Василипе пӗрлешнӗ. Малтан вӗсем Украинӑра пурӑннӑ, кайран - Абхазире. Мӑшӑр ывӑлпа икӗ хӗр ӳстернӗ. Упӑшкинчен тӑлӑха юлсан Антонина Ҫӗнӗ Шупашкара аслӑ хӗрӗ патне куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
toplogos.ru сайтри сӑн Тӗнче тетелӗнчи «МК в Чебоксарах» хаҫата малашне Владимир Васильев ертсе пырӗ. Вӑлах - «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ. Ҫапла «МК»-на «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ кӑларса тӑрӗ. «МК» Чӑваш Енре иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе тухса тӑрать. Унтанпа ӑна темиҫе тӗрлӗ редакци кӑларса тӑнӑ. Темиҫе ҫул каялла хаҫата кӑларассишӗн Йошкар-Олари компани яваплӑ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ ӑшӑ пулмалла. Вӑтам сывлӑш температури 7-9 градус сивӗпе танлашӗ. Нарӑсра нӳрӗк нумай пулӗ. Халӗ юр хулӑнӑшӗ 52 сантиметр пулсан уйӑх вӗҫне 70-е ҫитмелле. Уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурри кӑна сивӗ пулӗ. Унтан ӑшӑтӗ. Ытларах йӗпе юр, хӑш чухне ҫумӑрпа хутӑш та, ҫӑвӗ. Уйӑх варринче пирӗн республикӑна ӑшӑ ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
newsland.com сайтри сӑн Ырантан, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗн виҫи ӳсет. Ӑна 7,4 процент таран индексаци тӑвӗҫ. Амӑшӗн капиталне 2020 ҫултанпа пӗрремӗш ачашӑн та пама пуҫланӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен вӑл 630,4 пин тенкӗ пулӗ /халӗ – 586,9 пин тенкӗ/. Иккӗмӗш ачашӑн вара 834 пин тенкӗ парӗҫ /халӗ 775,6 пин тенкӗ/. Пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗш ача ҫуралсан 202,6 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |