21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ хваттер алӑкне чӗртсе янӑ. Пушар пилӗк хутлӑ ҫуртсенче пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре, Семёнов урамӗнчи 39-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш подъездӗнчи 5-мӗш хутри алӑка чӗтсе янӑ. Пушара ҫӑлавҫӑсем киличчен сӳнтерме ӗлкӗрнӗ. Ҫав кун каҫхи 17 сехет тӗлӗнче Терешкова урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри алӑка чӗртсе янӑ. Икӗ эрне каялла Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсене чӗртсе янӑ. Ун чухне Лебедев урамӗнчи 3-мӗш ҫуррти хваттерсенчен пӗрин алӑкне тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 48-мӗш ҫуртра урая шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
"Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан уҫӑлӗ? Прокуратура шкулӑн 99 проценчӗ хатӗр пулнине палӑртнӑ. Ӑна хӑҫан хута ярасси паллӑ мар-ха, кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ, вӗренӳ пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, программӑсем вырнаҫтараҫҫӗ. Аса илтерер: шкулта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Унтанпа виҫӗ подрядчик улшӑннӑ. Юлашки – «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Республикӑри пӗрлехи заказчик служби» хысна учрежденине Олег Белов ертсе пырӗ. Олег Георгиевич 2013-2014 ҫулсенче «Дорэкс» предприятин директорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ, унтан ӑна Шупашкар хулинчи ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма шаннӑ. Унта 2022 ҫулхи ака уйӑхӗччен ӗҫленӗ, кайран «Моргаушское» МУПа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш академи драма театрне Мускаври критиксем килессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Нарӑс уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче ҫӗршыври паллӑ театр критикӗсем Екатерина Морозова тата Александр Вислов тӑватӑ спектакль пӑхнӑ, ҫав шутран виҫҫӗшӗ — пӗлтӗрхи премьерӑсем. «Ҫӗршыври тӗп театр критикӗсем килни пире професси пӗрлӗхӗпе анлӑрах ҫыхӑну тытма май парать. Ун пек тӗлпулусене час-час йӗркелени куракансем валли пахарах, интереслӗрех тата ҫивӗч спектакльсем хатӗрлеме пулӑшать. Ун пек тӗлпулусене эпир час-часах йӗркелесшӗн», – тенӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева. Театроведсем «Ҫын пурнӑҫӗ» (режиссерӗ – Василий Иванов), «Ӗмӗр сакки сарлака» (режиссерӗ – Наталия Сергеева), «Уйрӑлу каҫӗ» (режиссерӗ – Валерий Яковлев), «Анне» (режиссерӗ – Алексей Герасимов) спектакльсене хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
oktregion.ru сайтри сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Энтри Пасар шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн ОСАГО полисӗн срокӗ тухнӑ, вӑл вара ҫаплах ачасене турттарнӑ. Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна ҫӗнӗ документ тунӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе ачасене кашни кун ОСАГО полисӗсӗр илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн автобус валли ҫӗнӗ ОСАГО хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти 7-мӗш типографи «Сӗнтӗрварри районӗн энциклопедине» пичетлесе каларнӑ. Сумлӑ кӗнекене 2 пин ытла статьяпа сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ку тӑрӑхӑн аваллӑхне 18-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кун таранччен уҫса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗнекере хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе халӑх асне кӗрсе юлнӑ ҫынсен тата паянхи хастарсен кун-ҫулне ҫырса кӑтартнӑ. Энциклопедине хатӗрлеме район администраципе «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗх пуҫарнипе пилӗк ҫул каялла тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ял хутлӑхӗсенче ӗҫлекенсене, депутатсене, таврапӗлӳҫӗсене, культура ӗҫченӗсемпе учительсене, библиотекарьсене, ӗҫ ветеранӗсене явӑҫтарнӑ. Пӗтӗм ӗҫе Сентӗрвӑрри муниципаллӑ округӗн тӗп библиотека системи йӗркелесе пынӑ. Район энциклопедине халӑхран пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна С.Ю. Михайлова тата Т.Г. Борзунина пухса хатӗрленӗ, редакторӗ В.Н. Алексеев. |
Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку шӑматкун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» старт пулӗ. Шупашкарта вӑл Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче иртӗ. Кӑҫал старт вырӑнне ҫитме питӗ меллӗ пулӗ. Спортсменсене Республика тӳремӗнчен автобуссемпе илсе кайӗҫ. Рейссем ирхи 9 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен пулӗҫ. Каялла автобуссемпех 13-14 сехетсенче илсе килӗҫ. Сӑмах май, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне» хутшӑнас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗччен регистрациленме пулать. Старт умӗн те вырӑнта регистраци тума пулать. 17 ҫул тултарманнисен тухтӑр панӑ справка пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Прокуратура архивӗнчи сӑн Юстицин аслӑ канашҫине Сергей Алексеева Канашри районсен хушшинчи прокурора ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Игорь Краснов алӑ пуснӑ. Сергей Алексеев 1983 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн прокуратура органӗсенче 15 ҫул тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2020 ҫултанпа ЧР прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ. Аса илтерер: унччен Канашри районсен хушшинчи прокуратурӑна Сергей Фирсов ертсе пынӑ. 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе вӑл - Шупашкар хулин прокурорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкарта Хусанкай урамӗнчи чарӑнура 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑнна. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫак троллейбусри ҫынсене салонран тухма ыйтнӑ. 1-мӗш тата 20-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссенчи пассажирсен те урама тухма тивнӗ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авврире никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн Республикӑра 70 ҫулти арҫын юр тасатма тухнӑ та хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Аран сывлаканскер киле аран кӗнӗ, пӳртре икӗ кун выртнӑ, арӑмне тухтӑрсене чӗнме ирӗк паман. Арҫын шӳтлеме те тӑрӑшнӑ, лавккана та тухнӑ, анчах каялла чиперех таврӑнайман – сывлӑш ҫитми пулнӑ. Тухтӑрсен аллине лексен ӑна диагноз лартнӑ: ӳпке артерийӗнче тромб пур. Ӑна пула арҫынна сывлӑш ҫитмен. Операцире тухтӑрсем 10 сантиметр ытла тӑршшӗ тромб кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |